«Ĕне - тупăш çăл куçĕ, ĕç вырăнĕ»
«Кил хуçалăхĕнчи ĕнесен йышне сыхласа хăварассипе мерăсем йышăнĕç», — палăртрĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Патăрьел районĕнче тухнă «тÿрĕ эфирта». «Агросехете» асăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăнчĕ.
Культурăсене страхламаллах
Ку тăрăхра пурăнакансем «Агросехете» хастар хутшăнаççĕ, тĕрлĕ ыйту хускатаççĕ. Сергей Геннадьевич калаçăва агрострахлавран пуçларĕ. Çут çанталăк синкерне пула иртнĕ çул республикăри чылай хуçалăх пысăк тăкак курчĕ. Кĕрхи культурăсем пĕтнĕрен тепĕр хут сухаласа акма тиврĕ. Нумайăшĕ вĕсене страхламанран укçа илеймерĕ. Страхлав тăкакĕсене патшалăх енчен саплаштарнине пăхмасăр аграрисем унпа усă курасшăн мар. Кăçал та акнă-лартнă лаптăксене страхлакансем шутлă кăна. Малашне культурăсене, выльăх-чĕрлĕхе страхламасан патшалăх пулăшăвне илеймеççĕ, шар курсан та тăкака тавăрмаççĕ. Сăмах май, страхлама каякан тăкакăн çуррине тавăраççĕ. Кăçалтан унăн коэффициентне ÿстернĕ май выльăха, акнă культурăна тÿлевсĕр тенĕн страхлама май пур. Мордва Республикинче акă хуçалăхсем хăйсен пурлăхне 90 процента яхăн инкек-синкекрен страхлаççĕ. Чăваш Енре вара çакăн пĕлтерĕшне ăнланса çитеймеççĕ-ха. Министр ку ĕçе культурăна акнă хыççăн 15 кунран кая мар тумаллине аса илтерчĕ.
Тепĕр çивĕч ыйту — Раççейре тата Беларуçра туса кăларнă техникăна туяннăшăн тăкакăн 40 ытла процентне тавăрма май пурри. Министерствăра тăкака саплаштарассипе документсем йышăнма тытăннă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра аграрисем 135 ял хуçалăх техники туяннă. Вĕсене куншăн 70 млн тенкине тавăрнă. Çĕр ĕçченĕсем ыйтăва татах уçăмлатма тăрăшрĕç. Сăмахран, тракторпа сеялкăна кредитпа туяннă пулсан тăкака тавăрма май пур-ши? «Енчен те ЧР Министрсен Кабинечĕн 421 №-лĕ йышăнăвĕпе техникăпа оборудование реестра кĕртнĕ тата ăна Раççейре, Беларуçра туса кăларнă пулсан тăкакăн 40 процентне саплаштараççĕ, — палăртрĕ министр. — Енчен те техникăна лизингпа туянсан субсиди памаççĕ — пĕр техникăшăн çăмăллăхпа икĕ хутчен усă курма юрамасть».
«Тÿрĕ эфира» хутшăнакансем утарсене интерактивлă карттăна кĕртнипе те кăсăкланчĕç. Çĕнĕлĕх мĕнпе çыхăннăши? Министр ăнлантарнă тăрăх, çакă пыл хурчĕсене им-çамран, чир-чĕртен хÿтĕлеме кирлĕ-мĕн. Хуçалăх ертÿçисен те хирсене им-çам сапма тытăниччен утарçăсене вăхăтра асăрхаттарма май пулать.
«Ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантарасси» программăпа çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кăçал татах укçа уйăрĕç-ши?» — пулчĕ ыйту. Кăçал бюджетран ку енĕпе уйăрнă укçана йăлтах районсене куçарса панă ĕнтĕ. Малалла вулас…