Сĕт хакĕ

Республикăри хуçалăхсем халь хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çĕртме уйăхĕ сулхăн та çумăрлă пулнине пăхмасăр 180 пин тонна утă, 227 пин тонна сенаж хатĕрлеме ĕлкĕрнине палăртрĕ. Выльăхăн кашни единици валли 27-28 единица апат хатĕрлеме планланă — палăртнине пурнăçлас тĕлĕшпе чăрмавсем пулмалла мар.

ЧР Ял хуçалăх министерстви республикăри хушма хуçалăхсенчен туянакан сĕт хакне сăнасах тăрать. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăхран 1 литр сĕте вăтамран 19,5 тенкĕпе пуçтарнă.

Лариса АЛЕКСЕЕВА.

«Мана сĕт хакĕ канăç памасть. Кăçал вăл уйрăмах чакса пыни хăратать. Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш тăрăхĕнче çынсенчен 1 литрне 15-16 тенкĕпе пуçтараççĕ. Капла пулсан çулла вăл миçене çитĕ-ши?» - пăшăрханса пĕлтереççĕ Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çул пуçламăшĕнче ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура: «Сĕт туса илекен пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсен ĕçченĕсем кашни çулах çуркуннепе çуллахи тапхăрта йĕркеленекен туяну хакĕсем йÿнĕрен кăмăлсăр пулнине тĕрĕсех палăртаççĕ. Çавăнпа та Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерстви, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп», - терĕ.

Килти хуçалăхсем сутакан сĕт хакне юлашки хут «Хыпарăн» апрелĕн 15-мĕшĕнче кун çути курнă номерĕнче тишкернĕччĕ. ЧР Ялхуçалăх министерстви майăн 15-мĕшĕ тĕлне пуçтарнă сводкăна ун чухнехи пĕтĕмлетÿпе танлаштарсан мĕн курăнать-ха?

Пĕтĕм районта сутлăх хак самаях ÿкнĕ. Улатăр районĕнчи А.Красулина пайтаçăн 16 тенкĕ пулнă, 14 юлнă. Ытти усламçă ăна 1-2 тенкĕ чакарнă.

Элĕк тăрăхĕнчи Н.Сергеева, Е.Захаров, «Вурнары Завод СОМ» ООО, «Иволга» ЯК, Д.Никифоров, ытти усламçă хака 2 тенкĕ антарнă.

Pages

Subscribe to Сĕт хакĕ