Комментари хушас

17 Пуш, 2016

Сĕт хакĕ мĕншĕн чакать?

«Мана сĕт хакĕ канăç памасть. Кăçал вăл уйрăмах чакса пыни хăратать. Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш тăрăхĕнче çынсенчен 1 литрне 15-16 тенкĕпе пуçтараççĕ. Капла пулсан çулла вăл миçене çитĕ-ши?» - пăшăрханса пĕлтереççĕ Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчен.

Нумай пулмасть Вăрнар районĕнчи Мăн Явăш тăрăхне çитме тÿр килчĕ. Çынсем 1 литр сĕте 23 тенкĕпе йышăннине савăнса пĕлтерчĕç. Шел, вĕсен савăнăçĕ нумая пымарĕ. Пĕр эрнеренех хак 15 тенке анса ларнă.

ЧР Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕпе пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче республикăри районсенче халăхран 1 литр сĕте 15-18 тенкĕпе туяннă. Муркаш тăрăхĕнче вара çак тапхăрта 18-18,5 тенкĕпе йышăннă /Р. Иванов пайтаçăсăр пуçне, вăл 16 тенкĕпе илнĕ/. Елчĕк районĕнче чĕртавара 23-ĕн пуçтараççĕ. Анчах пурин те пĕр хак, 1 литрĕ 17 тенкĕ. «Комбайн» хуçалăх кăна ăна 1 тенкĕ ÿстерсе 18 тенке çитернĕ. Пăрачкав, Вăрмар, Шупашкар, Комсомольски, Патăрьел тăрăхĕсенче те вăл 16-18 тенкĕпе танлашнă. Патăрьел районĕнчи «Красное знамя» хуçалăх вара халăхран «шурă ылтăна» 19 тенкĕпе илнĕ. Çав хушăрах Çĕмĕрле енче пурăнакансем темпе айăпа кĕнĕ, вĕсен чĕртаварĕшĕн 15 тенкĕрен /1 литрĕ/ ытла паман. Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи лару-тăру пирки те çакнах каламалла. Сĕт пуçтаракансем йышлипе конкуренци пулмалла пек. Анчах темшĕн пурин те пĕр хак - 15 тенкĕ. Çакă вĕсем пĕр-пĕринпе каварлашса ĕçленине кăтартмасть-им?

Çулталăк пуçламăшĕнче Сĕт туса илекенсен наци союзĕн тишкерĕвĕпе чĕртавар хакĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталта пысăк пулмаллаччĕ. Вăл хĕллехи тапхăрта рынокра сĕт сахаллипе, ĕнесене тытса тăма тăкаклипе те çыхăннă. Çур енне сĕт хакĕ йÿнелме пултарассине те палăртнă. Сăлтавĕ - чĕртавар нумайланни, Беларуçран сĕт юр-варне йÿнĕпе турттарни. Чăн та, сĕт сахал туса илекен регионсенче хак çав-çавах ытлашши йÿнелмелле мар /Çурçĕр регионсенче, Инçет Хĕвелтухăç округĕнче/. Федерацин Атăлçи тата Çурçĕр Кавказ округĕсенчен, Çĕпĕрти хăш-пĕр тăрăхра çу енне вара хак палăрмаллах чакса кайĕ. Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Ямал-Ненец округĕнче 1 литр сĕт 58,7 тенкĕ тăнă пулсан, Алтай Республикинче - 17,5 тенкĕ. Çак тапхăрта Мурманск облаçĕнче вăл хакланнă, анчах Удмурт Республикипе Ленинград облаçĕнче йÿнелнĕ. Чăваш Енре лару-тăру мĕнлерех-ха? Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче ялсенче пурăнакансенчен 1 литр сĕте 16-19 тенкĕпе пуçтарнă. Пĕр тапхăр ÿснĕ пек пулчĕ те каллех 15-16 тенке чакрĕ.

Николай Васильев, «Агро-Инноваци» унитари предприятийĕн ертÿçи:

- Хаксене çулла-хĕлле пĕр пек тытса тăма чĕртавара сутакансен тата туянакансен калаçса-килĕшсе ĕçлеме вĕренмелле. Пирĕн мĕнле пулать-ха? Çуркунне-çулла фермерсем, хушма хуçалăхсем сĕт тирпейлекенсем хыççăн «чупаççĕ», йÿнĕпех сутма хатĕр. Кĕркунне-хĕлле вара лару-тăру тепĕр майлă çаврăнать. Çапла ан пултăр тесен вăрах вăхăта килĕшÿсем тумалла, çулталăкĕпех пĕр пек хакпа сутмалла. Хака рынок та витĕм кÿрет. Çынсем сахалрах туяннипе сĕт юр-варĕ япăх сутăнать, чĕртавар вара çулла ытлашшипех. Конкуренци пысăк пулсан хак та лайăхрах.

Борис Андреев, Муркаш райпо канашĕн председателĕ:

- Районта 14-ăн сĕт пуçтараççĕ: пайтаçăсем, райпосем, «Ударник» ял хуçалăх кооперативĕ. Вĕсенне 2 трейдер йышăнса тирпейлекен предприятисене ăсатать. Конкуренци пысăк. Çавна май сĕт хакĕ ытлашши чакмарĕ, 1 литрне 18 тенкĕпе йышăнтăмăр. Анчах пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа трейдерсем ăна 2 тенкĕ чакарчĕç, çавна май пирĕн те йÿнетме тиврĕ. Çапла вара 1 литр сĕт 16 тенке çитрĕ. Кунта пирĕн айăп çук. Эпир те хаклăпа йышăнса хамăра тăкаклă ĕçлейместпĕр. Кашни литртан пире 2 тенкĕ кăна юлать. Сĕт сутакансемпе килĕшÿ тунă, пахалăхне тĕрĕслетпĕр. Уншăн хушса тÿлетпĕр, анчах ку енĕпе ĕçлемелĕх пур-ха. Тепле асăрхаттарсан, ăнлантарсан та шыв хушакансем, тавара варалакансем тупăнсах тăраççĕ. Çу енне сĕт татах йÿнелме пултарĕ. Мĕншĕн тесен вăл нумай, лавккара сĕт юр-варĕ те сахалрах сутăнать.

Лариса АЛЕКСЕЕВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.