Комментари хушас

15 Утă, 2020

Сĕтшĕн ытларах тÿлеме ыйтаççĕ

Кил хуçалăхĕсенче туса илекен сĕтĕн сутлăх хакĕ çулла анса ларни ĕне усракансене кулянтарать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ăна текех ан чакарччăр тесе продукцие туянакансемпе пухакансене ӳкĕте кĕртме тăрăшаççĕ.

Сăмахран, нумаях пулмасть вĕсемпе Йĕпреç районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Горбунов тата ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ Алина Иванова тĕл пулнă, сутлăх хака чакарас марччĕ, хăпартса пырасчĕ, мĕншĕн тесен продукцие тирпейлекен предприятисемпе пуçтаракансен кăна мар, ăна туса илекенсен те тăкака кăлармалăх укçа ĕçлесе илмелле тенĕ.

Предпринимательсем хака яланхи пекех хăпартма шантармаççĕ. «Ăна эпир лартмастпăр, сĕтрен юр-вар тăвакан заводсем чакараççĕ», — теççĕ. Çавнашкал калаçу кашни районтах пулса иртет. Вырăнти влаç продукци пухакансене питех витĕм кӳреймест. Сутлăх хака çĕршыври юр-вар туса кăларакан пысăк компанисем палăртаççĕ. Ăна çирĕплетнĕ чухне хăйсене кӳрентермеççĕ, тăкака саплаштарса пысăк тупăш илмелĕх — ĕç укçине ӳстермелĕх, инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртмелĕх, ытти ыйтăва татса памалăх — тăваççĕ.

Çĕршыври кил хуçалăхĕсем хака хăпарттарма пултараймаççĕ. Вĕсемпе кĕрешни вăхăта усăсăр çухатни кăна. Çакна ăнланса илнĕ кил хуçалăхĕсенче услам илмелли ытти майпа усă кураççĕ — пĕр ĕне мар, иккĕ е ытларах усраççĕ. Кун пек çемье Йĕпреç районĕнче те чылай. Кăçалхи июнь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кунта 2256 ĕне усранă. Кил хуçалăхĕсенче куллен 35 тонна ытла сĕт сăваççĕ, çав шутран 29-30 тонна сутаççĕ. Июлĕн 3-мĕшĕ тĕлне вĕсене кашни литршăн 14-16 тенкĕ тӳленĕ. Сергей Горбунов «хака тытса чарма, продукцишĕн çынсемпе вăхăтра татăлма» чĕнсе каланă. «Паха сĕтшĕн ытларах, япăххишĕн сахалрах тӳлемелле» тенĕ.

Сăмах май, çав кун тĕлне сутлăх хак районсенче çапла... Малалла вулас...

www.hypar.ru

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.