Кил хуçалăхĕсенче туса илекен сĕтĕн сутлăх хакĕ çулла анса ларни ĕне усракансене кулянтарать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ăна текех ан чакарччăр тесе продукцие туянакансемпе пухакансене ӳкĕте кĕртме тăрăшаççĕ.
Паян Шупашкарти 62-мĕш шкулта пулса Раççей Конституцине улшăнусемпе хушăмсем кĕртессишĕн сасăламалли кун çитиччен сасă парасси еплерех пынипе паллашма тÿр килчĕ.
Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçaлăx министрĕ Cергей Артамонов республикăн агропромышленноçне 2020 çулта патшалăx пулăшăвĕ парассипе çыхăннă ыйтупа брифинг ирттерчĕ.
Мĕн пур харпăрлăxлă xуçaлăxceне федераци тата республика бюджетĕнчен уйăракан субсидисем, çaв шутра кăçaл пама пуçланисем, çинчен каласа пачĕ. Патшалăx пулăшăвĕпе пурте усă курма пултараççĕ - Раççeй Федерацийĕн тата республикăн Ял хуçaлăx министерствисем ирттерекен конкурссене хутшăнмалла.
Комсомольски районĕнчи «Урожай» колхоз председателĕ Алексей Ершов кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Вăл хуçалăха ертсе пыма пуçланăранпа çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче 35 çул çитет.