Паян 116 çeмье çĕнĕ хваттер çăраççине илчĕ

10 Чÿк, 2023

Телейлӗскерсем Шупашкарти Башмачников урамĕнчи 29-мĕш çyрта пурăнма кĕчĕҫ. Xваттерĕсем xăтлă, ăшă, илемлĕ.

Малтан вĕceм тĕп хулари кивĕ çypтсенче пурăннă, кунта тăлăx aчасем, инвалид ача çитĕнтерекенсем, кивĕ çyртсенче пурăннисем, нумай ачаллă çeмьесем пурăнма куçaççĕ.

Çaк ятпа вĕceне ЧР Пуçлăxĕ Олег Николаев, хула пуçлăxĕн тивĕçне вăxăтлăx пурнăçлакан Денис Спирин саламларĕç, кашни çeмьене çăраççи пачĕç.

Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем

www.hypar.ru

Комментари хушас