Юрий МИХАЙЛОВ

26 Çĕртме, 2020

Евгений Осмелкин: "Çут çанталăк пуянлăхне упрассипе çыхăннисене ырлатăп"

Паян Шупашкарти 62-мĕш шкулта пулса Раççей Конституцине улшăнусемпе хушăмсем кĕртессишĕн сасăламалли кун çитиччен сасă парасси еплерех пынипе паллашма тÿр килчĕ.

19 Çĕртме, 2020

Субсиди илес тесен конкурса хутшăнмалла

Паян ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - ял хуçaлăx министрĕ Cергей Артамонов республикăн агропромышленноçне 2020 çулта патшалăx пулăшăвĕ парассипе çыхăннă ыйтупа брифинг ирттерчĕ.

Мĕн пур харпăрлăxлă xуçaлăxceне федераци тата республика бюджетĕнчен уйăракан субсидисем, çaв шутра кăçaл пама пуçланисем, çинчен каласа пачĕ.  Патшалăx пулăшăвĕпе пурте усă курма пултараççĕ - Раççeй Федерацийĕн тата республикăн Ял хуçaлăx министерствисем ирттерекен конкурссене хутшăнмалла.

22 Çу, 2020

Реформăсемпе пĕрлех ултава та чăтса ирттертĕмĕр

Комсомольски районĕнчи «Урожай» колхоз председателĕ Алексей Ершов кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Вăл хуçалăха ертсе пыма пуçланăранпа çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче 35 çул çитет.

19 Çу, 2020

Ак вăхăтра - пĕрчĕ пулĕ шултра

ЧР Ял хуçалăх министерстви çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче республикăри 177 хуçалăхра, агропромăн чылай организацийĕнче, çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернине пĕлтерчĕ. Вегетацие вăхăтра пуçланăшăн вĕсене мухтас килет. Çумăр е юр пĕлĕчĕсем пăрăнса иртнĕ пуль, çавăнпа акана вĕçленĕ. Ку хуçалăхсем тĕрлĕ районтан. Паллах, вĕсен техника хăвачĕ, çĕр лаптăкĕ, вăрлăх, удобрени тата бензин-дизтопливо саппасĕ, ытти ресурс пĕрешкел мар. Апла-и, капла-и — акса пĕтернĕ! Çак финиш пĕрремĕш вырăнта паян.

Pages