Комментари хушас

26 Çĕртме, 2020

Евгений Осмелкин: "Çут çанталăк пуянлăхне упрассипе çыхăннисене ырлатăп"

Паян Шупашкарти 62-мĕш шкулта пулса Раççей Конституцине улшăнусемпе хушăмсем кĕртессишĕн сасăламалли кун çитиччен сасă парасси еплерех пынипе паллашма тÿр килчĕ.

Кунта сасăлакансем валли икĕ пÿлĕм уйăрнă, вĕсен сассисене шутлакан тата сасăлава йĕркелекен комисси членĕсем çынсене йышăнатчĕç. Вĕсем нумаййăн теместĕп, çапах та пĕрерĕн-икшерĕн е виçшерĕн шкула пырса сасă параççĕ. Вĕсен хушшинче федерацин «Присурский» патшалăх заповедникĕн директорĕ Евгений Осмелкин та пурччĕ. Пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр — унăн шухăшне ыйтса пĕлтĕм.

— Мана маларах участока килсе сасăлама никам та ыйтман, — терĕ вăл. — Тĕрĕссипе каласан паян сасă паракансен шучĕ шкулта пĕчĕкрех пуласса шантăм. Хăвăрах ăнланатăр: пандемие пула участокра та пĕр-пĕрин хушшинчи дистанцие пăхăнмалла. Çавăнпа утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен Конституцие улшăнусемпе хушăмсем кĕртессишĕн сасă пама килтĕм. Эпĕ Раççей халăхне унта кĕртме тăратнăскерсене пурне те йышăнатăп, вĕсене Конституцие кĕртмеллех тесе шухăшлатăп. Çавăнпа халь çеç Раççейĕн тĕп саккунне улшăнусемпе хушăмсем кĕртессишĕн сасăларăм. Уйрăммăн илсен çут çанталăк пуянлăхне упрассипе çыхăннисене ырласа палăртас килет.

www.hypar.ru prisursky.ru сăн ÿкерчĕкĕ.