Укçа сывлăш пек кирлĕ
ЧР Ял хуçалăх министерстви муниципалитетсем шутласа палăртнă цифрăсене тĕпе хурса ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене çураки ирттерме 1 млрд та 803 млн тенкĕ кирлине пĕлтерчĕ. Механизаторсем уй-хире тухиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Чылай ертÿçĕ çак кунсенче çурхи ĕçсене пурнăçлама укçа куçарттарассипе çыхăннă ыйтусене татса парать. Çăмăллăхлă йĕркепе хуçалăхсене /тавăрса памалли процент ставки 5% çеç/ 718 млн тенкĕлĕх — ака ирттермелли пĕтĕм нухратăн 40% — кредит илме сĕнеççĕ.