Укçа сывлăш пек кирлĕ
ЧР Ял хуçалăх министерстви муниципалитетсем шутласа палăртнă цифрăсене тĕпе хурса ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене çураки ирттерме 1 млрд та 803 млн тенкĕ кирлине пĕлтерчĕ. Механизаторсем уй-хире тухиччен вăхăт нумай юлмарĕ. Чылай ертÿçĕ çак кунсенче çурхи ĕçсене пурнăçлама укçа куçарттарассипе çыхăннă ыйтусене татса парать. Çăмăллăхлă йĕркепе хуçалăхсене /тавăрса памалли процент ставки 5% çеç/ 718 млн тенкĕлĕх — ака ирттермелли пĕтĕм нухратăн 40% — кредит илме сĕнеççĕ. Министерство пĕлтернĕ тăрăх — çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне унпа усă курассишĕн 120 ытла организаци банкпа ĕçленĕ. Ăна илессишĕн Шупашкар, Комсомольски, Елчĕк, Красноармейски районĕсем ытларах тăрăшаççĕ. Ака уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне Шăмăршăсем банкпа пĕр килĕшÿ те туман. Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Улатăр, Сĕнтĕрвăрри, Элĕк, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсен вăл 3-1-ер çеç.
Çурхи ĕçсене ирттерме укçа çитереймен хуçалăхсене кĕске вăхăтлăха кредит илме сĕнеççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри тĕрлĕ сăлтава пула ыйтăва татса памасăрах акана тухать. Ун пеккисем укçа çитменрен бензин-дизтопливо, минерал удобренийĕ е паха вăрлăх çителĕклĕ туянаймаççĕ, малтан планласа хунă чухлĕ акаймаççĕ-лартаймаççĕ. Ун пек хуçалăхсене ытларах пулăшас тесе республика Раççей Ял хуçалăх министерствинчен çăмăллăхлă майпа кĕске вăхăтлăха илекен кредита субсидилемелли кăçалхи лимита чылай пысăкрах çирĕплетме ыйтнă. Ял хуçалăх культурисене акса-лартса хăварассипе, пухса кĕртессипе çыхăннă тăкакăн пĕр пайне субсидилемелли лимита пĕлтĕрхинчен икĕ хут ытларах пăхса хăварнă.
Федераципе республика шайĕнчи бюджетран АПК организацийĕсене кăçал 2 млрд та 582 млн тенкĕлĕх /6,5% ытларах/ субсидилеççĕ. Хуçалăхсене пурĕ 343,6 млн тенкĕ /«пĕрлехи субсиди» — 48,5 млн, «çыхăнман пулăшу» — 104,1 млн, сĕтшĕн — 6,4 млн, 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен илнĕ инвестици кредичĕсемшĕн 165,8 млн тенкĕ/ çитернĕ. Министерство çак уйăхра элита вăрлăх туянма «пĕрлехи субсиди» 29,1 млн, сĕтшĕн 28 млн тенкĕ куçарассине пĕлтерчĕ.
Вун-вун хуçалăх акана банксене кивçене кĕмесĕрех ирттерет. Анчах кăçалхи çураки пĕлтĕрхи пухса кĕртнĕ тыррăн тата сĕтĕн сутлăх хакĕ пĕчĕкрех пулнăран чылайăшĕн укçа çаврăнăшĕ çителĕксĕррипе, çурхи ĕçсен тăкакне саплаштарма кĕмĕл хĕсĕккипе палăрса тăрать. Кăçал аграрисен умне лартнă пысăклатнă тĕллеве чылай хуçалăхра кредитсăр пурнăçлаймĕç. Вĕсен укçинчен — 256 млн /14%/, продукци сутса тунă тупăшран 225 млн /12%/ тенкĕ тупмалла.
Муниципалитетсенчен ака уйăхĕн 23-мĕшĕ тĕлне пухнă информацирен çакă курăнать: минерал удобренийĕ Вăрнар районĕ — 104,7%, Красноармейски — 90,6, Куславкка — 85,2, Елчĕк — 72,7, Шупашкар районĕ — 64,6, Сĕнтĕрвăрри — 64,2, Çĕмĕрле — 60,5, Комсомольски — 59,5, Патăрьел — 53,9, Вăрмар тата Çĕрпÿ — 53,7, Йĕпреç — 51,3, Шăмăршă — 41,9, Элĕк — 38,4, Пăрачкав — 37,5, Канаш — 28,4, Хĕрлĕ Чутай — 24,9, Муркаш — 23,1, Тăвай — 18,3, Улатăр 14,9% хатĕрленĕ. Хуçалăхсене удобрени тата 46,9% турттармалла. Укçа татах кирлĕ. Пушатма вырăн çук тееймĕн. Тĕрлĕ сăлтава пула нумай хуçалăх çак ĕçе тăсса янă.
Çунтармалли-сĕрмелли япаласем мĕн чухлĕ турттарнă тата вĕсен хакĕ мĕнле?
Владимир Васильев, ЧР Ял хуçалăх министерствин инноваци, отрасль аталанăвĕн, çĕр ĕçĕн пайĕн ертÿçи:
— Ака уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăра ака ирттерме кирлĕ пĕтĕм дизтопливăран — 75,3% /2017 çулхи çав кун тĕлне 70,9%/, автобензинран 62,2% /çулталăк каялла 49,5%/ янтăланă. Канаш, Шупашкар, Йĕпреç районĕсенче дизтопливăпа туллин тивĕçтернĕ. Ку ĕçре Улатăр, Çĕмĕрле, Элĕк районĕсем кая юлса пыраççĕ. Патăрьел, Канаш, Красноармейски, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсем автобензин çителĕклĕ хатĕрленĕ, Вăрмарсемпе Шăмăршăсем сахал турттарнă. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне республикăри çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе тивĕçтерекен предприятисем сутнă ЕВРО дизтопливо /С сорт/ çулталăк каяллахинчен — 20%, АИ-80 бензин — 12%, АИ-92 16% хаклăрах. Мĕн пур регионта хăпарнă хаксем. Вĕсем çуллен инфляцирен нумайрах ÿсеççĕ. «Татнефть» ПАО Чăваш Енре ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене Çĕрпÿ районĕнчи Кăнар блокĕнчен дизтопливăна 7% йÿнетсе сутать. 300 тонна ытла турттарма Элĕк, Вăрнар, Красноармейски, Вăрмар, Шăмăршă, Елчĕк районĕсенчи хуçалăхсем заявка тăратнă.
Тен, хăш-пĕр ертÿçĕ çĕре çуллен удобрени нумай хыватпăр, анчах тупăш аталанмалăх илейместпĕр тесе тарăхать, çавăнпа культурăсене çителĕклĕ апатлантарасшăн мар. Агрономсем каланă тăрăх — пирĕн условисенче ÿсен-тăрана лайăх апатлантармасан пысăк тухăç илейместĕн. Чăваш Енре кашни гектар çĕре вăтамран 2016 çулта — 24,7 килограмм /çитĕнме кирлĕ тутлăхлă япаласем çине куçарсан/, 2017 çулта — 28,9, Раççейре — 60, Беларуçра, Европăри çĕршывсенче 100-250 килограма яхăн хывнă. Культурăсене апатлантарассипе нумай юлса пыратпăр. Иртнĕ çул Йĕпреç, Патăрьел, Муркаш, Шăмăршă, Тăвай районĕсенче удобренипе усă курнă калăпăш республикăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Çĕмĕрле районĕсенче 2016-2017 çулсенче унпа сахалрах усă курма тытăннă.
Пĕлтĕр çанталăка пула республикипе кĕрхи культурăсене акмалли тĕллеве 76,7% çеç пурнăçланă, ял хуçалăх культурисен лаптăкне пысăклатма, малтан сухаламан-акман 24 пин гектар лаптăка кăçал ĕçе кĕртме хушнă пирки дизтопливо-бензин, удобрени, ытти ресурс иртнĕ çулхинчен ытларах кирлĕ.
Акана вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттересси нумай ыйтăва татса панинчен, çав шутра çурхи ĕçсене мĕнле техникăна явăçтарнинчен нумай килет. Киввисемпе акана кĕске хушăра вĕçлеймеççĕ, тăпрана лайăх кăпăшкалатаймаççĕ, вăрлăха агротехникăпа килĕшÿллĕн акаймаççĕ-лартаймаççĕ, ытти ĕçе тĕрĕс тăваймаççĕ. Çĕннисемпе пурте паха пулса пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ Патăрьел районĕнчи «Батыревский», Çĕрпÿ районĕнчи «Воддорстрой» обществăсем, «Авангард» обществăн филиалĕ «Çĕрпÿ беконĕ», Вăрнар районĕнчи аш-какай комбиначĕн хуçалăхĕ, ытти чылай предприяти акана çуллен кĕске хушăра ирттереççĕ. Малалла вулас...