Çырла татаççĕ, кăшман кăлараççĕ
«Кăçал хура çырла хура хурлăхан пек шултра. Кусене хĕрĕмпе ывăлăм пуçтарчĕç», — хавхаланса калаçрĕ çул çинче тĕл пулнă, Патăрьеле васкакан водитель. Вăрманăн пылак çимĕçне вăл Патăрьел пасарĕнче сутать. Пĕр витре хура çырла паянхи кун 1 пин тенкĕрен кая мар тăрать. Ишлĕ Шетмĕ, Ульяновка, Люля, Пăлапуç Пашьел ялĕсенчи ачасем çуллахи каникул вăхăтĕнче ахаль лармаççĕ, витре йăтса кашни кунах вăрмана çырла пухма чупаççĕ. Çапла майпа кăштах нухрат ĕçлесе илеççĕ.