Публицист шухăшĕ

16 Чÿк, 2016

Чăваш туйĕ темиçе пайлă спектакль пулма пăрахрĕ

«Çак кунсенче хĕр çураçма кайрăмăр. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине, йăли-йĕркине пĕри те чухламастпăр. Пире, тĕрĕссипе, вĕрентекен те, калакан та пулман. Шел, чăваш туйĕн йăли-йĕрки манăçса пырать. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи пикене килĕшрĕмĕр. Çав каçах ăна каччин килне лартса каяс терĕмĕр. Хĕре килĕнчен илсе тухнă чухне мĕнле йĕркене пăхăнмалла? Еплерех сăмахсем каламалла? Чухлакан çук. Йăли-йĕрки кашни тăрăхра расна тата. «Кил-çуртпа сывпуллашатăп, халĕ тăван киле каятăп», — теме хистерĕç Чутай тăрăхĕнчисем. «Тăван кил çуралнă кил мар-им-ха?» — хирĕçлеме пăхрăмăр эпир.

15 Чÿк, 2016

Выльăх пысăк тупăш кÿтĕр

Экономистсем кил хуçалăхĕнче производство çуллен чакса пынине çирĕплетеççĕ. «Тĕрĕс мар! Ял çыннисем выльăх шутне нумай ÿстерчĕç, — хирĕçлĕ вулакан. — Халĕ темиçе ĕнепе сысна, сурăх, качака, кайăк-кĕшĕк чылай усракан çемье пайтах». Йыш пĕчĕкленет-и е хушăнать-и? Чăвашстат пĕтĕмлетĕвĕпе паллашар-ха.

2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри кил хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăх — 148,3 пин, 2015 çулхи асăннă кун тĕлне 122,1 пин пуç пулнă. Сăвакан ĕне самаях, сысна икĕ хут ытла чакнă. Сурăхпа качака кăштах, кайăк-кĕшĕк чылай хушăннă.

9 Чÿк, 2016

Атте килĕ хупăнмалла мар

Авалхи чăвашсен тĕнчекурăмĕпе çут тĕнчене килнĕ кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче пархатарлă икĕ ĕç туса ĕлкĕрмелле: ватă ашшĕ-амăшне пăхмалла, вĕсене «леш тĕнчене» тивĕçлĕ ăсатмалла тата ача çуратса ÿстермелле. Çын ĕмĕрĕ çемьере иртет. Çавăнпа уншăн ашшĕ-амăшĕн, ачисен ырлăхĕ темрен те пахарах.

8 Чÿк, 2016

Танлаштармалли, вĕренмелли пурах

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ пĕрремĕш хут пĕлтĕр иртрĕ. Культура, искусство ĕçченĕсен пĕр пайĕ ун чухне хăйĕн шухăш-кăмăлне çапларах палăртнăччĕ: «Шупашкарта тĕнче шайĕнче иртекен кинофестиваль пур-çке, тепри тата мĕн тума кирлĕ?» Кинофестиваль хыççăн тепĕр тĕрлĕ калаçакансем те пулчĕç: «Асам» — пĕрремĕшĕ тата юлашки. Тепĕр çул кăтартмалăх пирĕн урăх нимĕн те çук. Тепри хăçан та пулин пулайĕ-ши?»

19 Юпа, 2016

Спорт йывăрлăха çĕнтерме пулăшать

Совет тапхăрĕнче сусăрсене çынсенчен пытарма, тĕрлĕ учрежденире хупса усрама тăрăшнă. Правительствăра СССРта инвалидсем çук текенсем те пулнă. Вĕсем коммунизм патне ăнтăлакан çĕршывра пур енĕпе те лайăх тесе ĕнентерме хăтланнă. Çĕнĕ саманара хăйнеевĕрлисем "тĕттĕмлĕхрен" тухрĕç. Хальхи вăхăтра сусăрсем валли патшалăх лайăх условисем туса парать. Юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра "Пурте усă курма пултаракан хутлăх" программа ăнăçлă пурнăçланать. Унпа килĕшÿллĕн инвалидсене çÿремешкĕн пандуссем, ятарлă лифтсем тата ыттине хута яраççĕ.

Pages