Публицист шухăшĕ

17 Çурла, 2016

Вырăнти влаç вырăнта-и?

Юлашки çулсенче республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен уголовлă майпа айăпланса суд умне тăнă е тăма хатĕрленекен экс-пуçлăхĕсене пурне те асăнас тăк — вăрăм список пулать: Канаш, Етĕрне, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар... Ял-хула тăрăхĕсен администарцийĕсен пуçлăхĕсене те хушсан тата — тупата, шучĕ çук! Список хупăнман-ха. Халь ав Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров тĕлĕшпе следстви пырать, çак кунсенче вара республика прокуратури Вăрнар райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тĕлĕшпе ултавшăн уголовлă ĕç пуçарни пирки пĕлтерчĕ.

10 Çурла, 2016

Ан çухал, манăн ялăм...

Тăван кĕтессĕр этем юрăсăр шăпчăк пек — унăн савăнăçĕ те, хуйхи те çук. Ял пирĕншĕн, унтан тухнисемшĕн, чи хаклă вырăн. Чун хĕпĕртевĕ те, ыратăвĕ те вăл. Çуралнă ял çыннăн шухăшлавĕпе асне ĕмĕрлĕхех кĕрет. Чунра лайăх чухне те, тунсăхлă самантра та яланах çуралнă тăрăхăм аса килет. Ыйхă килмен самантсенче те лаштра йăмраллă ялăм куç умне тухать. Шухăшăмсенче кашни киле кĕрсе тухатăп. «Ку пурăнать-ха. Шел, ку çут тĕнчерен иртерех уйрăлчĕ», — тесе аса илетĕп. Ялăмри кашни çыннăн çитĕнĕвĕпе ăнăçăвĕшĕн хĕпĕртетĕп, пăшăрханмалли пулсан кулянатăп. Пĕчĕк ял пысăк пĕр çемье пекех.

3 Çурла, 2016

Çула тухрăм - транспорт ăçта?

Пĕр-пĕр ирхине ĕçе е ăçта та пулин урăх çĕре каяс тесе тухатăр та, ак, тамаша, троллейбуссем çÿремеççĕ иккен, автобуссем те рейса тухман. Пурнăç чарăнса ларнă тейĕн! Тĕнче шайĕнчи пĕр-пĕр апокалипсиса сăнлакан фильмри евĕр çакнашкал ÿкерчĕк пулма пултарассине, паллах, паян никам та шанмĕ. Анчах республикăри пассажирсене илсе çÿрекен транспорт предприятийĕсен ертÿçисем çавнашкал хăрушлăх пурри пирки пытармасăрах калаççĕ.

27 Утă, 2016

Пурăнать-ха ял

Ял çыннин пурнăçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Çурт лартмалла, ăна юсаса çĕнетмелле, хуралтăсем тумалла, выльăх ĕрчетмелле — никама шанмалли те çук, йăлтах хăв мĕн таран вăй çитернинчен килет.

Совет саманинче ял çыннипе хула çынни хушшинчи уйрăмлăх пушшех те пысăкчĕ. Хулара пурăнакана тÿлевсĕр хваттер панă, ытти çăмăллăх та пулман мар. Çавна май ял çыннисем ывăл-хĕрне хулана ăсатма тăрăшнă. «Эпир пылчăк çăрни те çитет, эсир ан нушаланăр!» — ашшĕ-амăшĕ çакнашкал каланине сахал мар илтнĕ. Юлашкинчен мĕн пулса тухрĕ-ха? Ялсем пушанса юлчĕç.

Pages