Публицист шухăшĕ

19 Утă, 2016

Çапма пĕлмен пушшипе...

Тем тĕрлĕ инспекци, пушар хуралĕ, монополипе кĕрешекенсем, налук служби, ятĕнче "надзор" сăмахлă ытти нумай тытăм, право хуралĕн органĕсем... Кам кăна тĕрĕслемест, кам кăна сăнаса тăмасть! Раççейĕн портфельсĕр министрĕ, Уçă правительствăшăн яваплă Михаил Абызов пĕтĕмлетнĕ тăрăх — çĕршывра паян патшалăхăн 140 йышши тĕрĕслевне "симĕс çутă" панă, бизнеса кăна тĕрĕслевпе надзорăн тăватă теçеткене яхăн органĕ сăнаса тăрать.

13 Утă, 2016

Эрех ĕçнĕ хыççăн шыва кĕни инкекпе вĕçленет

Çу пуçланнăранпа путнă çитĕнсе çитнĕ 16 çынран 15-шĕн юнĕнче алкоголь пулнине палăртнă

Çуллахи ăшă кунсем… Вĕсене пирĕнтен нумайăшĕ чăтăмсăррăн кĕтет. Çанталăк лайăх тăнине кура пĕрисем сад-дачăра ĕçленипе пĕрлех шашлăк ăшалаççĕ, вăрманта çырла пуçтараççĕ, теприсем пĕве-кÿлĕ хĕрринче канаççĕ: шыва кĕреççĕ, пулă тытаççĕ. Похода каякансем те, отпуск вăхăтне тĕрлĕ санатори-курортра ирттерекенсем те пур. Çапах кирек ăçта пулсан та, каннă тата ĕçленĕ вăхăтра та хăрушсăрлăх йĕркисене яланах çирĕп пăхăнмалла. Унсăрăн инкек тухасси те часах.

12 Утă, 2016

Тĕрĕс çулпа - çитĕнÿсем патне

Шупашкарта çĕртме уйăхĕнче иртнĕ «Раççей регионĕсем — çитĕнĕвĕн çĕнĕ хутлăхĕсем» IX экономика форумĕ, регионсен хушшинчи «Регионсем — чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» XXIII курав бизнесменсене паянхи кун та калаçтарать, тĕл пултарса ыйтусене çĕнĕрен тишкерме хистет.

Çĕршывра лару-тăру çăмăл мар. Тулаш санкци экономикăра йывăрлăх чылай кăларса тăратрĕ. Апла пулин те республика аталанать, регионсен, çĕршывсен хушшинчи ĕçтешлĕх чиккине сарать. Çакна пурнăçлама Республика уявне палăртнă кунсенче иртнĕ ĕçлĕ тĕлпулусем пысăк витĕм кÿреççĕ.

6 Утă, 2016

Фермерсен хăвачĕ вăйланать

Республикăра ял хуçалăх про­дук­цийĕ кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав хушăринчен 9,3 процент нумайрах туса илнĕ. Çак ÿсĕмре хресчен-фермер хуçалăхĕсен тÿпи те пур. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — 1990 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне — 7, 1996 ç. — 950, 2000 ç. — 1286, 2005 ç. — 1948, 2006 ç. — 1993, 2007 ç. — 2325, 2013 ç. — 1351, кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1384 /çулталăк каяллахинчен 5,1 процент ытларах/ ХФХ шута илнĕ. 1990 çулта вĕсем 81 гектар çĕрпе çеç усă курнă. 2007 çулта вăл 23058 гектара çитнĕ. Халĕ — 35,6 пин. Ăна пысăклатсах пыраççĕ.

5 Утă, 2016

Сĕткен паракан, шанчăк çуратакан çăлкуçсем

Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăлкуçĕсем» фестивалĕ — Республика кунĕпе çыхăннă тĕп мероприятисенчен пĕри. Çирĕм тăваттăмĕш хут иртрĕ вăл Чăваш Енре. Астăватăп-ха: çак «çăлкуç» йĕркелÿçисем виçĕ регионти халăх пултарулăхĕн хастарĕсем пулчĕç. Ун чухне фестиваль «Атăлçи çăлкуçĕсем» ятпа çÿретчĕ. Вăл наччасрах анлă Атăл пек мăнаçланса кайрĕ, хăйĕн техĕмлĕ «шывĕпе» чунăмăрсене канăç кÿчĕ. Раççейри тата Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи халăх пултарулăх коллективĕсем çеç мар, чикĕ леш енчен те килме пуçларĕç шурă Шупашкарăмăра.

Pages