Эрех ĕçнĕ хыççăн шыва кĕни инкекпе вĕçленет

13 Утă, 2016

Çу пуçланнăранпа путнă çитĕнсе çитнĕ 16 çынран 15-шĕн юнĕнче алкоголь пулнине палăртнă

Çуллахи ăшă кунсем… Вĕсене пирĕнтен нумайăшĕ чăтăмсăррăн кĕтет. Çанталăк лайăх тăнине кура пĕрисем сад-дачăра ĕçленипе пĕрлех шашлăк ăшалаççĕ, вăрманта çырла пуçтараççĕ, теприсем пĕве-кÿлĕ хĕрринче канаççĕ: шыва кĕреççĕ, пулă тытаççĕ. Похода каякансем те, отпуск вăхăтне тĕрлĕ санатори-курортра ирттерекенсем те пур. Çапах кирек ăçта пулсан та, каннă тата ĕçленĕ вăхăтра та хăрушсăрлăх йĕркисене яланах çирĕп пăхăнмалла. Унсăрăн инкек тухасси те часах.

Кăçал çу уйăхĕнчех çанталăк шăрăх тăчĕ, вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх палăрмаллах ÿсрĕ. Çакна шута илсе пирĕн республикăра çу уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа пушара хирĕçле режим çирĕплетрĕç. ЧР Правительствин çакăн пирки калакан хушăвне Иван Моторин премьер-министр алă пусрĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх — çак тапхăрта граждансен кăвайт чĕртме, вут-кăвар çинче апат-çимĕç хатĕрлеме, вăрмансенче тата вĕсемпе юнашар территорисенче çÿп-çап çунтарма юрамасть. Вăрмансенчен е ял хуçалăх çĕрĕсенчен инçех мар вырнаçнă лаптăксенче те типнĕ курăка çунтармалла мар. Çавăн пекех асăннă режим вăхăтĕнче пушар хăрушлăхĕ IV тата V класли чухне вăрмансене те кĕме чараççĕ.

«Хальхи вăхăтра республикăри вăрмансенчи вут-çулăм алхасас хăрушлăх пысăк лаптăксене тĕрĕслесех тăратпăр. Хурал вăхăтĕнче çынсене мĕн тума юрани-юраманнине ăнлантаратпăр, йĕркене пăснă тĕслĕхсене асăрхасан айăплисене явап тыттаратпăр. Аса илтеретпĕр: ятарлă режим вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă саккунсене пăссан граждансен 4 пинрен пуçласа 5 пин тенкĕ таран, должноçри çынсен — 20 пинрен пуçласа 40 пин тенкĕ таран, юридици сăпачĕсен 300 пинрен пуçласа 500 пин тенкĕ таран административлă штраф тÿлеме тивет. Вăрманта тĕтĕм тухнине е вут алхасма тытăннине курсан Вăрман хуçалăхĕн центрĕн диспетчер пунктне çак телефонпа — 8 /8352/ 40-24-00 е вăрман хуçалăхĕн «тÿрĕ лини» номерĕпе — 8-800-100-94-00 — шăнкăравлама ыйтатпăр», — терĕç ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствинче.

Пĕлтĕр вăрман фончĕн çĕрĕсем çинче пĕр пушар та тухман. «2011-2015 çулсенче 5 пушар пулнă, пĕтĕмĕшле лаптăк 2 гектартан сахалрах. Вĕсем вăрман хуçалăхĕпе экономика объекчĕсене нимĕнле сиен те кÿмен. Ку кăтарту федерацин Атăлçи округĕн субъекчĕсен хушшинче те, Раççейре те чи лайăххисенчен пĕри», — терĕ ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Сергей Павлов Министрсен Кабинечĕн кăçалхи çĕртме уйăхĕнче иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче хăй ертсе пыракан ведомствăн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлĕ пирки отчет тунă май.

Çапах çакă лăпланса лармалли сăлтав мар. Синоптиксем каллех шăрăх çанталăк пуçланасса систереççĕ. Эппин, сыхлăха çухатма юрамасть. 2010 çулхи çулла çанталăк шăрăх та типĕ тăнăран мĕнлерех лару-тăру хуçаланнине, вăрмансем çуннине нумайăшĕ халĕ те астăвать пулĕ-ха. Пушара хирĕçле режим кăçал та ятарлă хушу тухичченех вăйра тăрĕ. Специалистсем каланă тăрăх — çак режим лару-тăрăва тĕрĕслесе тăма, кирлĕ пулсан васкавлă мерăсем йышăнма май парать. Ку тапхăрта вăйсемпе хатĕрсен инкекре пулăшма пултараслăхне те чылай ÿстереççĕ.

Шăрăх вăхăтра калаçтаракан тепĕр тема — çынсем шывра путни. Чăваш Республикин граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕ палăртнă тăрăх — кăçал утă уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра шыв объекчĕсенче 23 пăтăрмах пулнă /пĕлтĕр çак тапхăрта — 22/, 24 çын путса вилнĕ /19/, çав шутран 5-шĕ ача /4/, 3-шне çăлнă /4/. Пилĕк кунра çеç — çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 21-мĕшĕччен — 7-ĕн çут тĕнчерен çапла майпа уйрăлнă. Çĕртмен 17-мĕшĕнче Çĕмĕрлере тахçан кирпĕч завочĕ пулнăскерĕн карьерĕнче шыва кĕнĕ чухне 28 çулти арçын путнă. 19-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Мăн Чăкăр ялĕ çывăхĕнчи пĕвере 52-ри гражданин сывлами пулнă. Çав районтах тепĕр икĕ инкек тухнă: Хĕрлĕçыр тата Хорнсор ялĕсен çывăхĕнчи кÿлĕсенче 17-ри каччă тата 28 çулти çамрăк путнă. Красноармейски районĕнчи Пайсупин, Улатăр районĕнчи Ичикс ялĕсенчен инçех мар вырнаçнă пĕвесенче шыва кĕнĕ 16 тата 18 çулсенчи йĕкĕтсене те шел, вĕсем те каялла ишсе тухайман. Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче те 32-ри арçыннăн виллине шывран туртса кăларнă...

«Шыва кĕмелли тапхăр пуçланнăранпа çитĕнсе çитнĕ 16 çын путса вилнĕ, вĕсенчен 15-шĕ эрех ĕçни паллă. Синкерлĕ 21 тĕслĕх те /24 инкекрен 3-шĕ хĕллехи вăхăтра пулнă/ кану валли ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче пулнă. Путнă ачасенчен 4-шĕ шыв хĕррине аслисемсĕрех кайнă», — каласа кăтартрĕ ГКЧС председателĕ Вениамин Петров. Ачасене уйрăмах шел. Акă Çĕмĕрле районĕнче пĕр çемьери икĕ ача тарăнах мар шывра путнă. Шупашкар районĕнче 6-ри ача юлташĕпе велосипедпа ярăннă чухне урари пушмакне шыва ÿкернĕ. Ăна илес тесе аялалла ансан шуса ÿкнĕ те çăлăнайман. Канаш районĕнче 3 çула та çитмен ача путса вилнĕ.

Паллах, шăрăх вăхăтра шыва кĕресех, кĕлеткене уçăлтарасах килет. Çапах специалистсен сĕнĕвĕсене шута илмеллех, канмашкăн çакăн валли ятарласа хатĕрленĕ вырăнсене суйламалла. Вĕсене водолазсем тĕрĕсленĕ тата тасатнă, эппин, шыва сиксен ун тĕпĕнче тимĕре е суран кÿме пултаракан ытти япалана тăрăнса аманас хăрушлăх çук. Пляжсенче çăлавçăсем те, медицина ĕçченĕ те пур. Кану инкекпе ан вĕçлентĕр тесен шыва эрех ĕçсе кĕмелле мар. Аслисен ачасене хăйсем тĕллĕн çеç пĕве е кÿлĕ хĕррине ямалла мар, унта пĕрле кайсан та çул çитменскерсене куçран вĕçертме юрамасть.

Çапла, çуллахи вăхăтра канма аван, çапах çак тапхăрта та тимлĕхпе асăрханулăх пирки самантлăха та манас марччĕ, хамăрăн тата çывăх çыннăмăрсен сывлăхĕпе пурнăçне упрасчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

 

Яков ЕГОРОВ, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн надзор ĕç-хĕлĕн тата профилактика ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, шалти служба полковникĕ:

— РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 20.4 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн пушара хирĕçле режим вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăснăшăн кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 18 гражданинпа должноçри çынна явап тыттарнă, пĕлтĕр çак тапхăртах — 48. Çакнашкал тĕслĕхсен шучĕ пĕчĕкленни эпир административлă чăрмавсене чакарнипе, çавна май тĕрĕслевсен шучĕ сахалланнипе çыхăннă. Тĕрĕслев сахалрах, эппин, йĕркене пăснă тĕслĕх те сахалрах. Йĕркене пăхăнманни çинчен калас тăк унта темĕнле тĕслĕх те пур, çав шутрах — типĕ курăка çунтарни те.

Вениамин ПЕТРОВ, ЧР Граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен патшалăх комитечĕн председателĕ:

— Пĕлтĕрхи çулла çанталăк шăрăх тăнă чухне Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче чрезвычайлă лару-тăру режимне çирĕплетнĕччĕ. Кăçал та лару-тăрăва кура муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчен нумайăшĕ, уйрăмах — кăнтăр енчисем, Шăмăршă, Патăрьел, Комсомольски, Улатăр, Йĕпреç районĕсем, çавăн пекех Шупашкар хули çак режима çирĕплетме хатĕр. Иртнĕ канмалли кунсенче çумăр лайăх çурĕ, аванах йĕпетрĕ. Çакă ял хуçалăх культурисемшĕн питех те кирлĕччĕ, вăл вăрманта пушар тухас хăрушлăха та чакарчĕ.

Герман МАЙКОВ, Чăваш Республикинчи пĕчĕк карапсен патшалăх тĕп инспекторĕ:

— Статистика çакна кăтартать: шыв объекчĕсенчи инкексен 85% ялсенче, шыва кĕме ятарласа хатĕрлемен вырăнсенче пулать. Путса вилекенсен 75% шыва эрех ĕçсе кĕрет. Çынсене канмашкăн вырăн хатĕрлессишĕн муниципалитет йĕркеленĕвĕсем яваплă. Паянхи кун пирĕн республикăра официаллă майпа уçнă 14 пляж ĕçлет. Çавăн пекех районсенче шыва кĕме юракан 17 вырăн пур. Вĕсенчен ытларахăшĕ — Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ тата Красноармейски районĕсенче. Пĕлтĕр çакнашкал вырăнсен шучĕ ытларахчĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.