Сутлăх хак пахалăхпа çыхăнтăр
Ĕне усракансемшĕн 2015 çул республикăри нумай килти хуçалăх сутакан сĕт пахалăхĕ лайăхланнипе, ăна ветеринари-санитари йĕркине пăхăнтарнипе те палăрса юлчĕ. Ял çыннисенчен ытларахăшĕ продукцие аванлатассишĕн ĕнене тĕрĕс çитерме, паха сĕт çеç сутма тăрăшать. Ку енĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ветеринари специалисчĕсем ырă сĕнÿсем параççĕ. Çапах та чылай хуçалăх сутакан продукци пахалăх кăтартăвне тивĕçтермест. Сăлтавĕ - унта шыв хушнинче, сĕт тытăмĕ нормăна тивĕçтертĕр тесе выльăх организмне кирлĕ апат куллен çитерменнинче, гигиенăна пăхăнманнинче.