Туслашрăн тăк лашапа - ан хăлаçлан пушăпа

Мĕн ĕлĕкренех сăваплă выльăх шутланакан лаша Хĕвел тухăç календарĕн тивлечĕпе 2014 çул палли пулса тăчĕ. Эпир ăна ем-ешĕл чăрăш умĕнче савăк кăмăллă та мал ĕмĕтлĕ йышпа тараватлăн кĕтсе илтĕмĕр. Çавăнтах унăн хăвăртлăхĕнчен пĕр тĕлĕнсе те пĕр ăмсанса хамăр хисеплекен урхамахран ытлашши юлас марччĕ тесе анлă çул тăрăх ярăнса утма тытăнтăмăр.

Çак выльăх ĕçчен, пуçаруллă, тимлĕхлĕ те хастар вăй-халлă пулнине пирĕнтен кашниех лайăх пĕлет. Çемçе те кăпăшка юр çине тăватă ура йĕррине хăварса тата ытарлăн тулхăрса Çил çунат вăрманлă-юхан шывлă Йĕпреç çĕрĕ тăрăх çухрăм хыççăн çухрăм хăварса пĕр чарăнусăр малтан та малалла ĕрĕхет. Кĕтмен хăна мар вăл манăн ентешĕмсемшĕн, вĕсем ăна кĕтсе илме хатĕрленсе тунă парне вăл - хăйсем ĕç выльăхне, туртăм вăйне мĕнлерех хакланине кăтартса-çирĕплетсе паракан витĕмлĕ тĕслĕх йышлă пулни.

Йĕпреçсем лашана чунтан юратни кашни утăмрах уçăмлăн курăнмасть-и вара? Вĕсем ăна çынлăха мала хурса пăхаççĕ. Çырнине тĕслĕхпе çирĕплетĕпĕр. Акă Асхат Алимов виçĕ çул каялла лаша завочĕ уçрĕ, кĕске вăхăтрах тĕрлĕ ăратлă урхамах йышне 160 пуçа çитерчĕ. Хальхи проекта тĕпе хурса тунă икĕ витере çинçе ураллă рысаксене те, рекордлă йывăрăша туртма пултаракан ăйăрсене те, витĕмлĕ кăмăлпа савăнтаракан кĕсресене те усраççĕ. Малашлăхра завод çумĕнче ипподром тăвас ĕмĕтпе хавхаланать директор, çавна май ут спортне кăмăллакансем валли ятарлă секци уçас тĕллевлĕ. Мĕнех, Асхат Расиковичăн шухăшĕ ырă та пархатарлă. Вăл хăй кун пирки акă мĕн калать: «Пасар саманине кĕнĕ-кĕменех эпир ĕç выльăхне шутран-сумран кăларма тытăнтăмăр мар-и? Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче лашасен йышне тăруках чакарнă хыççăн шухăша путрăм: «Çук, ку вăл, тем тесессĕн те, тĕрĕс йышăну мар! Çав утăма тăвакансен çулне татăклăнах пÿлсе лартмалла! Çакна вара сăмахпа мар, пуçару тунипе пурнăçа кĕртес терĕм. Хамăр шанчăклă çул-йĕр суйласа илни халĕ куç кĕретех. Пирĕн малтанхи утăмсене хак пама республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килни те заводра ĕçлекенсен кăмăл-туйăмне çĕклеме пулăшать».

Йĕпреçре лаша завочĕ ĕçлеме пуçланă хыççăн хăйсен хуçалăхĕсенче туртăм вăйне тĕппипех пĕтерес çул çине тăнă пуçлăхсем те намăсланчĕç пулас... Район администрацийĕн ял хуçалăх пайне килнĕ кăтартусенчен çакă курăнать: 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче харпăрлăхăн тĕрлĕ меслетне тĕпе хурса ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсенче 230 лаша шутланнă. Икĕ çул каялла кăна вĕсен йышĕ 150 пуçран иртменччĕ. Апла пулсан йыш хушăнса пырас шанчăк ÿснĕçемĕн ÿсни куç умĕнчех. Ку енĕпе «Красный партизан», Ильич ячĕллĕ, Калинин ячĕллĕ, «Патман» хуçалăхсем уйрăмах тăрăшуллă. Кашни лаша кĕтĕвне сыхласа хăварнă кăна мар, ÿстернĕ те. Янавар пур тăк - ут хатĕрĕсем те, урапа-çуна та кирлĕ. Çÿлерех асăннă хуçалăхсенче ку ыйтăва та кун йĕркинчех тытаççĕ иккен.

«Хыпар» тусĕсем Йĕпреç тăрăхĕнче çулленех «Камай уйĕн урхамахĕсем» турнир иртнине пĕлеççĕ ĕнтĕ. «Красный партизан» колхоз правленийĕпе Пучинке ял тăрăхĕн администрацийĕн паха тĕслĕхĕ чăннипех ырă сăмаха тивĕçет. Авалхи сала çывăхĕнчи ешĕл улăхра, çуллахи вăхăтра, Республика кунне паллă тунă тапхăрта хресчен лашисене сума суса йĕркелекен уçă ăмăрту пулать. Вăл Чăваш Енри юлан утçăсене вырăн парать, мала тухнисене чыслать. Ял пурнăçĕнче паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çÿлте тытакан çылăхсăр выльăха сăваплă чун вырăнне хурса хисеплекен йышне ÿстерме пулăшать...

«Камай уйĕпе» юнашарах вырнаçнă «Красный фронтовик» колхоз ертÿçи Алексей Денисов Лаша çулталăкĕ пуçлансан хăйĕн шухăшне пĕлтерме «Хыпар» хаçатăн вырăнти корпунктне кĕрсе тухрĕ. «Ман умĕнхи председатель ĕç выльăхне тăкак кăна кÿрет тесе пуçĕпех пĕтерчĕ, - терĕ вăл. - Паянхи кун фермăра 1 лаша çеç пулни чыс кÿместех. Туртăм вăйĕсĕр малалла каяймăпăр. Пушаннă лаша витинче кăçал çамрăк çÿренсем кĕçеннине илтĕç ял çыннисем. Лашасене пушăпа мар, сĕлĕпе хăваласшăн. Темиçе çул каялла пусă çаврăнăшĕнчен кăларнă культурăна тепĕр хут вырăн парăпăр. Сĕлĕ пирĕн тăрăха килĕштерет».

Лаша çулталăкĕ пуçлăхсене те çĕнĕлле шухăшлама, асатте-кукаçи тытса пынă çул-йĕре манăçа кăлармалла маррине ас тутарса тăма хистет иккен. Кунашкал лару-тăрура унччен ялпа яла çыхăнтарса тăнă çуна çулĕ тепĕр хут кăп-кăпăшка юр çинче тарăн йĕрпе тĕрленсе юласса шанас килет...

Геннадий КУЗНЕЦОВ