Сăн-пит илемĕ вăрман мăйăрĕ пекех ултавлă
«Чун тени ялта пурăнать», — теме хăнăхнă эпир. Çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнакансем пĕрех ырăрах, чунлăрах, сăпайлăрах пулакан. Çакă чăнах та çаплах-ши? Çынлăхпа чунлăха, ырă кăмăллăха шыраса республикăн çурçĕр тата кăнтăр районĕсенче вырнаçнă чылай яла çитрĕм, çынсемпе курса калаçрăм. Çак ыйтăва хускатсан чылайăшĕ ман çине «ку пахалăхсем паян мĕн тума кирлĕ?» тенешкел тĕлĕнерех пăхрĕ. «Хальхи вăхăтра укçа пултăр. Санăн ырă чуну çине сурса хураççĕ», — терĕ пĕри куçранах. «Чуну мĕн чухлĕ ырăрах, шăпу çавăн чухлĕ йывăртарах», — хушса хучĕ тепĕр арçын.