Публицист шухăшĕ

12 Ака, 2017

Аграрисене субсиди кирлĕ

АПКри мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен хальхи вăхăтри тĕп тĕллевĕ — çур акине тĕплĕн хатĕрленесси. Вĕсен тĕш тырă вăрлăхĕ çителĕклĕ. Чылайăшĕ паха вăрлăх туянчĕ. Ял хуçалăх организацийĕсем паян тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 3,7 пин тонна, çав шутра элита — 1,8 пин, çĕр улминне — 1,5 пин, нумай çул ÿсекен культурăсен вăрлăхне 60 пин тонна сутма пултараççĕ.

11 Ака, 2017

Патша хыççăн иккĕмĕш çын

Ял халăхне пăшăрхантаракан ыйту яланах нумай, çапах çанталăк ăшăтнăçемĕн вĕсен ĕç пушшех хушăнса пынăн, татса памалли йывăрлăхсен шучĕ татах ÿснĕн туйăнать. Юр ирĕлсе пĕтсенех сад-пахчана тасатмалла, выльăха кĕтĕве кăлармалла. Çав хушăрах общество ĕçĕсенчен те пăрăнса юлмалла мар: урамсене тасатас тĕлĕшпе йĕркеленĕ субботниксене хутшăнмалла /хĕлле юр айĕнче пулнă ăпăр-тапăр йăлтах куç умне тухать-çке/, йывăç-тĕм лартмалла. Пушар алхасас хăрушлăх пур тапхăрта каçхи хурала черетпе тухмалла тата ытти те.

5 Ака, 2017

Çак мур хăçан манăçа тухĕ-ши?

Чир-чĕр çынна кăна мар, выльăх-чĕрлĕхе те самай çулăхать. Юлашки çулсенче Африка мурĕ нумай калаçтарать. Унпа кил тата хир сыснисем кирек хăш вăхăтра та чирлеме пултараççĕ. Ăçтан тупăннă-ха çав амак? Чи малтан унпа 1903 çулта Кăнтăр Африкăри хир сыснисем чирленине тупса палăртнă. 1957 çулта вăл Португалие, 1960 çулта Испание çитнĕ. Ерекен чире сараканни — asfarviridae йышне кĕрекен вирус.

22 Пуш, 2017

Тăванлăх çăлкуçĕ ан иксĕлтĕр

Кăрлач уйăхĕнче Тутарстанри Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнчи йăхташсем патне кайнăччĕ. Çул çинче авалхи тăван çĕрĕмĕр-шывăмăр — Атăлçи Пăлхар çĕршывĕ — вырнаçнă çĕрпе пынă май пуçа темĕнле шухăш та пырса кĕчĕ.

Вĕсене йĕркене кĕртнĕ май халĕ вăл е ку самант, пулăм пирки тĕплĕнрех чарăнса тăма та юрать пулĕ. Çул çинче темиçе сехет пултăмăр, çапах несĕлĕмĕрсен çĕрĕ хыçа юлмарĕ-ха. Ытла та анлă, пысăк, мăнаçлă пулнă вăл. Атăлçи Пăлхар патшалăхне тустарса тăкнă хыççăн халăхăмăр хăйĕн пĕрлехи хăватне çухатнă.

21 Пуш, 2017

Чăваш ялĕнче те йăмра сахалланчĕ

Хăва çут çанталăк чĕрĕлĕвне кăтартать. Тухăçра вăл хĕрарăм юратăвĕн чечекленĕвне палăртать, Тибетра ăна пурнăç йывăçĕ пек хаклаççĕ. Кăчкă йывăçĕ чечеке ларнине чăвашсем çуркунне хĕле çĕнтернĕ паллă пек йышăнаççĕ. Православи тĕнне ĕненекенсен чиркÿ уявĕ те хăвапа çыхăннă: Мăнкун умĕнхи вырсарникун Кăчкă праçникне уявлатпăр. Хăва — Раççейре ака уйăхĕнче пуринчен малтан чечеке ларакан йывăç.

Pages