«Каяш пирĕн нумай!»
Радио-телекурав та вĕçĕмсĕр хыпарлать, хаçатсем те час-часах çыраççĕ — Чăваш Ен влаçĕсен тĕрлĕ каяшпа, тасалăхшăн кĕрешессипе çыхăннă çитĕнĕвĕсем пирки паян куçсăр-хăлхасăр çын кăна пĕлмест пуль. Пысăк пуçлăхсем «апла тăватпăр, капла турăмăр» тени тепĕр чух, тен, мухтаннăрах та илтĕнет-тĕр, çапах республика экологи енĕпе курăмлă ĕç тунине паян Мускав та, ытти регион представителĕсем те палăртаççĕ. Паллах, сăлтавсăр мар. Çапах лăпланма иртереххи те куçкĕрет — çакна, тепĕр тесен, влаçсем хăйсем те йышăнаççĕ.