Комментари хушас

21 Нарăс, 2017

Ют культурăна пăрахăçлама вăхăт çитмерĕ-ши?

«Шкула пырса кĕтĕм те… Коридорта шурă пирĕшти евĕр тумланнă ачасем чупса çÿреççĕ. Юратакансен кунне уявлама хатĕрленеççĕ иккен. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне паллă тăвасси асра та çук», — çапла пăшăрханса калаçнăччĕ пĕррехинче Вăрнар районĕнчи пограничниксен çамрăк тусĕсен отрячĕн штабĕн пуçлăхĕ Юрий Никифоров. Паллах, çакнашкал ÿкерчĕк çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе хастар хутшăнакан çыннăн чунне ыраттарни пачах та иккĕлентермест.

Юратакансен кунне паллă тăвасси Раççейре 90-мĕш çулсенче, ют культурăна, ыттине хапăлласа йышăннă тапхăрта, йăлана кĕрсе çирĕпленчĕ. Уйрăмах вăл çамрăксен хушшинче анлă сарăлчĕ. Паян 18-24 çулсенчи хĕрсемпе каччăсен 81 ытла проценчĕ Юратакансен кунне уявлать. «Левада-Центр» ирттернĕ тĕпчев кăтартнă тăрăх — хальхи вăхăтра Раççей çыннисен 53 проценчĕ юратнă çын пур тесе çирĕплетет. Çав вăхăтрах «ют йăла-йĕркепе» кĕрешме хатĕррисем те çук мар. Уйрăмах çак юхăм юлашки çулсенче — патриотизм туйăмĕсем йăл илсе çирĕпленнĕ саманара — вăйланчĕ.

Раççейре Юратакансен кунне паллă тумалла-и? Ку ыйтăва Интернетри социаллă сайтсенче те хĕрÿ сÿтсе яваççĕ. Тĕнче тетелĕнчи калаçусене пăхса хакланă хыççăн çакнашкал пĕтĕмлетÿ тума пулать: Тăван çĕршывăн чăн-чăн гражданинĕсем тесе шутлакансем хăйсене ют халăх уявĕпе саламлама чараççĕ.

Çак куна Çветтуй Валентинпа, асап курса вилнĕ пачăшкăпа, çыхăнтараççĕ пулин те православи чиркĕвĕ Юратакансен уявне йышăнмасть. 2011 çулта Белгород облаçĕн кĕпĕрнатторĕ Е.Савченко «халăха кăмăл-сипет хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересссипе» сăлтавласа ку уява паллă тума чарнă. Ислам тĕнĕн представителĕсем те Юратакансен кунне хисеплемеççĕ. Раççейри Католизм епископĕсен конференцийĕн генеральнăй секретарĕ Игорь Ковалевский телеэфирта пĕлтернĕ тăрăх — çĕршыври католизм чиркĕвĕсенче нарăсăн 14-мĕшĕнче Юратакансен кунне мар, Европăна хÿтĕлекен Çветтуйсен Кирилпа Мефодий ячĕпе уяв кĕллисем ирттереççĕ. Сауд Аравийĕнче, тĕслĕхрен, Çветтуй Валентин кунне паллă тăвакансене пысăк штраф параççĕ.

Тĕн çыннисем Çветтуй Валентина хисеплеменнин сăлтавне аваллăхра шырамалла ахăртнех. Тĕпчевçĕсем çирĕплетнĕ тăрăх — Юратакансен кунне уявлама пуçласси икĕ пулăмпа çыхăннă. Пĕрремĕшĕ — XVII ĕмĕрти Франци историкĕн Тиллемонăн, каярахпа Англи ăсчахĕсен Батлерăн тата Дусăн шухăшĕсемпе — Авалхи Римра ирттернĕ луперкали. Ĕлĕкхи тĕнчере пĕчĕк ачасем питĕ йышлă вилнĕ. Пирĕн эрăччен 276 çулта çавна пула Рим чутах пĕтмен. Оракул парне кÿме пуснă чĕрчун тирĕнчен явса тунă пушăпа хĕрарăмсене хĕнесен инкеке сирме пулать тесе çирĕплетнĕ. Халапри кашкăр ами Ромулпа Рема тăрантарса ÿстернĕ вырăн Авалхи Рим çыннисемшĕн сăваплă шутланнă. Кашни çулах нарăсăн 15-мĕшĕнче çав вырăнта луперкали уявне ирттернĕ. Çавăн чухне çарамасланнă каччăсем парне кÿнĕ чĕрчун тирĕнчен тунă саламатпа хĕрарăмсене /качча кайнисене те, мăшăрсăррисене те/ хĕненĕ. Çак йăла-йĕркене туса ирттернĕ хыççăн вĕсене çуратма çăмăл пулассине, ачисен ĕмĕрĕ тăсăлассине ĕненнĕ. Уяв вĕçĕнче хĕрарăмсем те тумтирĕсене хывса пăрахнă.

Иккĕмĕш сăлтав — чиркÿ служителĕ Валентин. Анчах III ĕмĕрте Терни хулинче пурăннă çамрăк пачăшкă çинчен пĕлтерекен информаци питĕ сахал. Вăл чиркÿре служба ирттернисĕр пуçне ăста сиплевçĕ пулни паллă. Çавна май ун патне çынсем йышлă çÿренĕ. Клавдий император çав çулсенче хăйĕн çарĕнчи салтаксене пĕр-пĕринпе ар хутшăнăвне кĕме, пĕрлешме чарнă пулнă. Анчах Валентин патша ирĕкĕнчен тухса çар çыннисене пиллесе çемье çавăрма пулăшнă. 269 çулта пачăшкăна «паттăр çак ĕçсемшĕн» арестленĕ, унтан вĕлернĕ. Шăпа çапла килсе тухнă-ши? Валентин вилнĕ кун Юпитер мăшăрĕн Юнонăн — вăл юратăва тата çемье хутшăнăвĕсене хÿтĕлекенсенчен пĕри шутланать — ячĕпе ирттерекен уявсемпе тĕл лекнĕ. Çапла майпа çынсем çак куна Валентина вăрттăн асăнмалли кун туса хунă.

Куратпăр ĕнтĕ, Çветтуй Валентинăн кун-çулĕ те, уяв пуçламăшĕ тесе шутлакан йăла-йĕрке те чылай енчен православи е католизм тĕнĕсен саккунĕсемпе килĕшсе тăмаççĕ. Пур тĕн те арçынпа хĕрарăма пĕр мăшăр пулса пурăнмалли, тасалăха упрамалли çинчен вĕрентетет. Чăваш халăхĕ те мĕн авалтан çак йăла-йĕркене çирĕп пăхăнса пурăннă.

Пĕр-пĕрне юратни усал туни мар-çке тесе хирĕçлекенсем те çук мар. Паллах, вĕсем те тĕрĕс шухăша палăртаççĕ. Анчах мĕншĕн юратакансен кунне ют çĕршыв уявĕпе пĕр килтермелле? Пирĕн, Раççей халăхĕн, хăйĕн уявĕ пур: Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Ăна çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче чунĕсем тухсан та ÿт-пĕвĕнчен уйрăлман Петĕрпе Феврони Çветтуйсене асăнса авалтанпах паллă тăваççĕ.

…Петĕр кнеç пирки асăннисем çулçырав çăлкуçĕсенче тĕл пулмаççĕ. Хăшпĕр тĕпчевçĕ Петĕрпе Феврони Муром кнеçĕ Давид Юрьевич тата унăн мăшăрĕ пулнине çирĕплетет. Давид кнеç Мурома 1205-1228 çулсенче тытса тăнă, кайран вара Петĕр ят йышăнса манаха тухнă. Анчах унăн мăшăрĕ пирки нимĕн те паллă мар. Вырăс Православи чиркĕвĕ вĕсене 1547 çулта Çветтуйсен йышне кĕртнĕ. Çветтуйсене Юлий календарĕпе — çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Григориан календарĕпе утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче асăнаççĕ. Петĕрпе Февроние асăнмалли кун Питрав типпине лекнĕрен /çав вăхăтра мăшăрланма юрамасть/ Вырăс православи чиркĕвĕн Сăваплă Синочĕ 2012 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе уява авăн уйăхĕн 6-мĕш /19-мĕш/ умĕнхи вырсарникун паллă тăвассине çирĕплетнĕ.

Раççей Федерацийĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне 2008 çултанпа утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Патшалăхăн çĕнĕ уявне РФ Федераци Канашĕн Социаллă политика комитечĕн ларăвĕнче пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. РФ Правительствин Председателĕн Дмитрий Медведевăн мăшăрĕ Светлана Владимировна сĕннипе шурă салтак тÿми чечекĕ уяв палли пулса тăнă. Раççейри тĕслĕх шутланакан çемьесене — йышлă ача ÿстернĕ, нумай çул пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнакан, «ылтăн», «кевер» туйсене паллă тăвакан мăшăрсене — çак кун «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чыслаççĕ.

Уява пуçарса никĕслекенсенчен пĕри Сергей Рябухин Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне шăпах ĕнтĕ Çветтуй Валентин уявĕ вырăнне паллă тума патшалăх шайĕнче çирĕплетни çинчен калать. Паян, Раççей «чĕркуççи çинчен» çĕкленнĕ саманара, пирĕн, çĕнĕ ăру çыннисен, ют культурăна пăрахăçласа мăн асаттесен йăли-йĕрки патне таврăнма вăхăт çитмерĕ-ши?

Валентина БАГАДЕРОВА.

Вероника ПЕСКОВА, Канаш хули, повар:

— Кĕнекесенче вуласа пĕлнĕ тăрăх — Валентин пачăшкă арçынпа арçын хутшăнăвĕсене хирĕçлемен. Çавна май ун пирки йĕркеллĕ, чыслă çын тесе калаймăн. Кунашкаллисене общество унччен те сивленĕ, халĕ те хисеплемест. Иккĕмĕшĕнчен, Юратакансен кунĕ — пирĕн уяв мар, ют çĕршывран килнĕскер. Çавăнпа, ман шутпа, Анăç йăли-йĕркине суккăрла пуç çапмалла мар. Пирĕн хамăрăн та ырă уяв питĕ нумай. Тата мĕншĕн хăв юратни çинчен нарăсăн 14-мĕшĕнче кăна пĕлтермелле? Мăшăра, савнине юрататăр пулсан кашни кун çакăн çинчен калăр!

Владимир ТЕРЕНТЬЕВ, Шупашкар хули, лирик:

— Ку уява пĕрре те хирĕçлеместĕп. Пĕрне-пĕри юратакан икĕ çынна кунашкал уявсем çывăхлатаççĕ çеç. Юратакансен кунĕ — телейлĕ мăшăрсен уявĕ. Арçынпа хĕрарăм уявĕ. Иккĕшĕн хушшинчи юрату уявĕ. Манăн шухăшăмпа, Юратакансен кунĕ — çут тĕнчере юрату пуррине аса илтерекен тата ăна упрама хистекен паллă. Ку уяв пурнăç сукмакĕпе нумай çул пĕрле утакан мăшăрсемшĕн уйрăмах хаклă тата пĕлтерĕшлĕ. Тĕн пирки калас тăк… Кунта ăна аса илни вырăнлă мар пулĕ тетĕп.

Вера СЕРГЕЕВА, Шупашкар хули, дизайнер:

— Çамрăкрах чухне, чăнах та, кун пирки шухăшласах кайман. Уяв вĕт ахаль кун çеç мар, уявра савăнăç, кĕтменлĕх, тĕлĕнтермĕш туллиех… Çулсем иртнĕ май тавракурăм та улшăнать çав. Халĕ пачах урăхла шухăшсем пуçа килеççĕ. Мĕншĕн хамăр кама та пулин юратнине уççăн пĕлтермелле? Арçынна е хĕрарăма юратни вăл — вăрттăн туйăм. Ун çинчен иккĕн чухне куçа-куçăн калаçмалла. Телей хÿри кĕске теççĕ. Юратăвăн та çавах. Часах куç ÿкерме, юрату кайăкне алăран вĕçертме пулать.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.