Хамăрăн панулминех çиесчĕ

Раççей Ăслăлăхсен академийĕн апат-çимĕç институчĕ норма тăрăх кашни çыннăн çулталăкра вăтамран 106 килограмм улма-çырла çимелле тесе ĕнентерет. Вăл шута панулми — 35, цитрус çимĕçĕ — 10, иçĕм çырли — 8, груша, слива, чие, ытти 4-5-шер процент кĕреççĕ. Çакна РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви те çирĕплетет. Анчах эпир унпа çулталăкра вăтамран 40 килограмран ытла усă курмастпăр иккен. Европăри чылай çĕршывра ăна пирĕнтен 3-4 хут нумайрах çиеççĕ.

Организма улма-çырла кирлех. Вăл çăмăл йышăнакан углеводпа, органика йÿçекĕпе, минерал тăварĕпе, микроэлементпа, витаминпа пуян. Вĕсем иммунитета çирĕплетеççĕ, тухăçлă ĕçлеме пулăшаççĕ. Витамин çитмесен организм халсăрланать, чир-чĕрпе япăх кĕрешет.

Ачасене, уйрăмах шкул çулне çитменнисене, çирĕп сывлăхлă çитĕнме çулла-кĕркунне пахча çимĕçĕпе сăйлатпăр. Хĕлле ăна пасарта туянатпăр. Панулми, груша, банан, ытти те сентре тулли. Ачасем çеç-и, хамăр та, çитĕннисем, çителĕклех çиетпĕр. Ара, витамин пурне те кирлĕ. Анчах ют çĕршывран кÿрсе килнин илемĕ суя пулнине пурте пĕлмеççĕ. Турттарма шанчăклă пултăр, вăрах упрантăр тата ан çĕртĕр тесе хими хутăшĕпе витеççĕ. Ăна хуппине шуратмасăр çиме юрамасть. Диетологсен, иммунологсен шухăшĕпе — хамăрăн пахчарине, республикăра упранине, ятарлă хутăшпа сĕрменнине нимĕн те çитмест. Татса пуçтарнă чухнехи тĕс-илем хĕлле çухалать пулин те витамин ытларах, организма усă çеç кÿрет. Малалла вулас...

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.