Публицист шухăшĕ

20 Раштав, 2016

Пĕтетпĕр вĕт, тăвансем!

Кăçалхи 10 уйăхра республикăра 11825 преступление регистрациленĕ. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 11,3% сахалрах — ырă пулăм. Анчах çак цифра та чылай пĕчĕкрех пулма пултарнă — эрех пĕтерет.

30 Чÿк, 2016

Ют мăнастир пулар мар

Çак кунсенче республикăн Терроризмпа çыхăннă профилактика сферинчи эксперт канашĕн тата терроризм идеологийĕпе кĕрешекен ĕç ушкăнĕн пĕрлехи черетлĕ ларăвĕ иртрĕ те — хаçатра терроризм, экстремизм ыйтăвĕсем тавра сăмах пуçармашкăн сăлтав тупăнчĕ. Ку темăна çĕклемешкĕн Чăваш Енре урăхларах сăлтав çуккишĕн, тĕрĕссипе, савăнмалла кăна. Терактсем, унашкаллинчен Турă сыхлатăр, çук, экстремистла шухăш-кăмăл палăрăмĕсем вăй илни те туйăнмасть. Апла тăк сăмах ваклама та кирлĕ мар, тейĕ хăшĕ-пĕри. Пĕр енчен килĕшме те пулать, çапах хăшпĕр саманта тишкерни пурпĕр вырăнлă — сисчĕвлентерекенни пур.

29 Чÿк, 2016

Кашни ачана - йĕлтĕрпе коньки

Сисмерĕмĕр те — ăшă кунсем хĕллехи сивĕ каçсемпе ылмашăнчĕç. «Кăçал йĕлтĕрпе тăраниччен ярăнса курăпăр ĕнтĕ», — хавхаланчĕ ялти пĕлĕшĕм. Чăн та, кăçал хĕл ир ларчĕ, юпа уйăхĕн вĕçĕнчех шурă юр хура çĕре çемçе кавирпе витрĕ. Çапла, спортпа тусли юр çунă-çуман йĕлтĕр йĕрĕ хывма васкать. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан пĕлĕшĕм те хĕлĕн пирвайхи кунĕсенчех йĕлтĕр сырса уя тухать. «Хирте сывлăш тасарах. Кÿршĕ ял чикки патне çитсе килсен ÿт-пĕвĕм çăмăлланать, пусăрăнчăк кăмăл-туйăм çĕкленет», — тет вăл. Чăннипе калас тăк, ялта йĕлтĕрпе ярăнма юратакан урăх çынна та пĕлместĕп.

23 Чÿк, 2016

Синкерлĕхе сирме мехел çитермеллех

Псков хулинчи çул çитмен икĕ çамрăк хăтланăвĕ çĕршывĕпех калаçтарчĕ. Чуна кисрентерекен, пуçа шăнăçми хăрушă пулăма Интернетри тĕрлĕ сайтра сÿтсе яваççĕ, çамрăксем ÿкернĕ видеосыпăксем тăрăх тискер преступление, алла хĕç-пăшал тытма вĕсене мĕн хистенине тĕпчеççĕ. Черетлĕ синкер, черетлĕ хутчен шăв-шав... Кăшт вăхăт иртсен пурте лăпланĕç, вун-вун ыйту çуратакан преступлени манăçĕ. Çул çитмен çамрăксем хăйсен тата ыттисен пурнăçне сиенлетнĕ тĕслĕх нумайланнăçем нумайланса пыни, паллах, кирек кама та шухăшлаттарма тивĕç.

22 Чÿк, 2016

Таса та илемлĕ пурăнасчĕ

Командировкăран Шупашкара таврăнаттăм. Çĕрпÿ хули çывăхĕнче автобуса сылтăм аллине мăйĕнчен çакса янă, карçинкка йăтнă çамрăках мар хĕрарăм кĕчĕ, пушă вырăн пуррине курса ман çума ларчĕ. Калаçма ухатаскер: «Кăмпана кайнă чухне çырмари ăпăр-тапăр çине кĕрсе кайса ÿкрĕм, алла хуçрăм. Часах çĕрулми кăлармалла. Темле ĕçлекелĕп ĕнтĕ. Старик пульницара выртать. Ачасем аякра. Кÿршĕсене шанмалли кăна юлать», — терĕ пăшăрханса.

Pages