Комментари хушас

30 Чÿк, 2016

Ют мăнастир пулар мар

Çак кунсенче республикăн Терроризмпа çыхăннă профилактика сферинчи эксперт канашĕн тата терроризм идеологийĕпе кĕрешекен ĕç ушкăнĕн пĕрлехи черетлĕ ларăвĕ иртрĕ те — хаçатра терроризм, экстремизм ыйтăвĕсем тавра сăмах пуçармашкăн сăлтав тупăнчĕ. Ку темăна çĕклемешкĕн Чăваш Енре урăхларах сăлтав çуккишĕн, тĕрĕссипе, савăнмалла кăна. Терактсем, унашкаллинчен Турă сыхлатăр, çук, экстремистла шухăш-кăмăл палăрăмĕсем вăй илни те туйăнмасть. Апла тăк сăмах ваклама та кирлĕ мар, тейĕ хăшĕ-пĕри. Пĕр енчен килĕшме те пулать, çапах хăшпĕр саманта тишкерни пурпĕр вырăнлă — сисчĕвлентерекенни пур.

Çак тĕслĕх пирки «шăв-шав çĕклерĕ» теме чĕлхе çаврăнмасть, республика ертÿлĕхĕ шайĕнчех ун çинче акцент тума сĕнменнин витĕмĕ те палăрчĕ пуль — массăллă информаци хатĕрĕсем ун пирки тĕплĕн çырмарĕç. Унтанпа уйăх та иртрĕ — халь чаршава кăшт сирме те юрать-тĕр. Ун пирки хайхи ларура та сăмах пулчĕ. Сĕнтĕрвăрринче таджиксем вырăнти çамрăксемпе хирĕçсе-çапăçса кайнă. Яш-кĕрĕм çапла ашкăнасси пулкалать, анчах ку тĕслĕхре урăх халăх представителĕсем пулнă та — çакă пăтăрмаха пачах урăх шая çĕкленĕ ĕнтĕ. Таджиксем кунта мĕнле майпа лекнĕ-ха? Халь институтсемпе университетсенче ют çĕршывсен миçе студенчĕ вĕренни вĕсен ĕçне хакламалли критерисенчен пĕри пулса тăчĕ вĕт — таджик каччисен пысăк йышне Мари Элти аслă вĕренÿ заведенийĕ вĕренме йышăннă. Каччăсене Йошкар-Олара хăварман, 28 йĕкĕте хăйĕн Сĕнтĕрвăрринчи филиалне /унчченхи вăрман техникумне/ ăсатнă. Вăт, çав çамрăксем пуçтахланнă та. Тытăçу пуçарнă тĕслĕх пĕлтĕр те пулнăччĕ, кăçал — каллех...

Анчах çак тĕслĕхре халăхсен хушшинчи хирĕçÿ-курайманлăх сĕмне шырама тăни вырăнсăр. Ютран килнĕскерсем — çамрăк, вăй-хал тапса тăрать, кунти хĕрсем çине ясар куçпа тинкересси те, вырăнти каччăсене кĕвĕçтересси те часах... Виçĕ теçеткене яхăн чăваш каччине ют регонти пысăк мар пĕр-пĕр хулана е райцентра кайса ярар-ха — шăп та лăп çакнашкал ÿкерчĕкех пуласси иккĕлентермест. Тата та çивĕчреххи пулмасан... Акă мĕншĕн ку тĕслĕх таджиксем япăх, чăвашсемпе вырăссем лайăх теме сăлтав памасть.

Апла пулин те пĕр халăх ывăлĕ-хĕрĕ тепри тĕпленнĕ çĕрте пурăнма тытăннă чух ют мăнастире хăвăн уставупа килме юраманни пирки асăрхаттаракан каларăша шута илмелли куçкĕрет. Çавăн чухне тин хайхи мăнастир унта яланах пурăннисемшĕн çеç мар, çĕнĕрен килсе тĕпленес текенсемшĕн те чăннипех тăван пулĕ.

Асрах-ха, Шупашкар заливĕн çыранĕ çинче Кавказ каччисем пистолетран çÿлелле пере-пере лезгинка ташлани мĕнешкел хивре калаçусем çуратнăччĕ. Хăйсен туллă-сăртлă çĕршывĕнче, паллах, кунашкаллине хăнăхнă, анчах кунта — вырăнти халăх мăнаçлăхне кÿрентерекен пулăм. Çавна май ку тĕслĕхе право хуралĕн органĕсем те курмăш туманччĕ, кайран çав каччăна шыраса тупни пирки пĕлтернĕччĕ. Тивĕçлĕ калаçу ирттернĕ, Кавказ халăхĕсен кунти диаспорисен ертÿçисемпе те курнăçнă — тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕç пулас, юлашки çулсенче апла курнăçланни-ашкăнни сисĕнмест. Хайхи таджиксемпе çыхăннă пăтăрмах çине те, эпир пĕлнĕ тăрăх, влаçсем алă сулман. Мари Элти вуз ертÿçисен ячĕпе филиалăн çак студенчĕсене Сĕнтĕрвăрринчен куçарма ыйтнă, виççĕшĕ пирки çав тытăçу хыççăн уголовлă ĕç пуçарнă та — вĕсене аслă шкултан кăларса яма сĕннĕ, ирĕклĕхсĕр юлмасан та вĕсен тăван çĕршывне таврăнма тивет-тĕр.

Пĕтĕмпе вара паян Чăваш Енри аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ют çĕршывсен 1,4 пине яхăн яшĕпе хĕрĕ пĕлÿ илет. ЧР Вĕренÿ министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх — чикĕ леш енчен килнĕ, кăçал 1-мĕш курса йышăннă студентсен йышĕ пĕлтĕрхинчен кăшт чакнă. Çапах пĕтĕмĕшле йыш пурпĕр пысăк — кашни куç умĕнче пулмалла. Çакă ют çĕршыв студенчĕсем кунта киревсĕр ĕçсемпе аппаланасран сыхланма кăна мар, Чăваш Енре пурăнакансем вĕсем тĕлĕшпе усал ĕçсем тăвасран упранма та кирлĕ.

Мĕн, хамăрăннисем пурте шурă та çемçе-им? Апла мар вĕт. Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх — кăçал экстремизм пирки 19 пĕлтерÿ пулнă, вĕсем тăрăх 16 уголовлă ĕç пуçарнă. Айăпа кĕнисен шутĕнче шкул ачи те пур.

Интернета паян кахал кăна ятламасть, анчах экстремизм пирки сăмах пуçарнă май çак йĕркесен авторĕн те виртуаллă «эрешмен картин» тÿнтер енĕ пирки те каламах тивет. Паян çамрăксем Интернетра питĕ нумай вăхăт ирттереççĕ. Унта вара ыррипе пĕрле усалли те пайтах. Асăннă уголовлă ĕçсенчен ытларахăшĕ шăпах виртуаллă тĕнчене экстремизм материалĕсем вырнаçтарнипе сăлтавланни тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тума хистемеллех. Сăмах май, Роскомнадзорăн республикăри управленийĕ кăçал редакцийĕсем Чăваш Енре вырнаçнă, МИХ шутланакан 18 Интернет-сайтăн 268 кăларăмне тĕрĕсленĕ — саккуна пăснине тупса палăртман. Массăллă пичет информаци хатĕрĕсем те саккун картинчен тухмаççĕ. Темиçе çул каялла пĕртен-пĕр хут «Взятка» хаçата асăрхаттарнă — унтанпа пурте «лăпкă».

Анчах Интернет Чăваш Ен хутлăхĕнче кăна мар-çке — пĕтĕм тĕнчипех. Сирире çапăçма та, авă, виртуаллă майпах вербовка тăваççĕ. Ларура психологсен тĕпчевĕсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç те — тĕлĕнмелле пĕтĕмлетÿсем тунă. Хайхи вербовщиксене итлесе Сирие кам каять-ха? Тĕлĕнмелле те, идеологи вĕсемшĕн тĕп вырăнта мар иккен. Каччăсем хăйсен хăюлăхĕпе паттăрлăхне çирĕплетесшĕн. Мĕнле майпа, кампа çапăçса — пĕлтерĕшлĕ мар. Хĕрсем вара... качча тухасшăн. Мăсăльмансем эрехпе иртĕхмеççĕ, ĕçчен — çакă илĕртет-мĕн. ЧР культура министрĕн заместителĕшĕн Вячеслав Ориновшăн та кунашкал пĕтĕмлетÿ кĕтменлĕх пулчĕ: «Мĕн, республикăра арçынсем пĕтнĕ-им?!» Чăваш Ен каччисемпе хĕрĕсем хальлĕхе паттăрлăх тата мăшăр шыраса Сири еннелле тинкерменшĕн савăнмалли çеç юлать.

Николай КОНОВАЛОВ.

Иван БОЙКО, истори наукисен докторĕ, профессор, Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн тĕп наука сотрудникĕ:

— Экстремизмпа терроризм — Чăваш Ен чирĕ мар. Çавнашкал идеологи майлисем питĕ сахал. Çакна эпир анлă ыйтăм йĕркелесе ирттернĕ тĕпчев кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Хăшĕсем мĕншĕн боевиксен лагерĕсене лекни пирки ыйтнине хуравланă май респондентсен тĕп йышĕ укçашăн çуннине, хăйсен «чăнкăлăхне» кăтартас тенипе сăлтавлать, идеологие тĕпе хураççĕ тенисем çук. Республикăра лару-тăру йĕркеллĕ — ăна упрамалла кăна.

Сергей КУДРЯШОВ, ЧР вĕренÿ министрĕн заместителĕ:

— Республикăра — 1 пине яхăн вĕренÿ учрежденийĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕсем те йышлă, вĕсенче чикĕ леш енчен килнисем те нумай — 47 çĕршывран. Сыхлăх кирли куçкĕрет. Тĕрлĕ ведомствăн алла-аллăн ĕçлемелле. Хальлĕхе, шел те, çакă çитмест. Шкул ачисенех илер. Вĕсемпе çыхăннă экстремизм тĕслĕхĕсем пирки эпир тепĕр чух уголовлă ĕç пуçарсан е суд хыççăн тин пĕлетпĕр. Ыйтусем пуррине маларахах пĕлсен министерство енчен профилактика тĕллевĕллĕ мерăсем йышăнма пулать, çавăнпа та право хуралĕн органĕсемпе çирĕп çыхăну йĕркелемелле.

Елена ЕГОРОВА, «Чăваш Ен» телерадиокомпани директорĕн заместителĕ — информаци программисен службин пуçлăхĕ:

— Эпир социаллă пĕлтерĕшлĕ «Хăрушсăрлăх шкулĕ» проекта пуçартăмăр, вăл Информполитика министерстви пулăшнипе пурнăçланать. Терроризмран сыхланмалли пирки асăрхаттаракан ролик ÿкертĕмĕр, вăл экран çине куллен тухать. Унăн усси пирки иккĕленÿ çук. Çак роликпе ытти çĕрте те усă курсан лайăх пулмалла. Калăпăр, общество транспортĕнче. Унти экрансем çинче кирлĕ мар информаци пайтах — пирĕн ролик вара чăннипех вырăнлă пулĕ. Ку енĕпе эпир малашне те ĕçлеме хатĕр.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.