Синкерлĕхе сирме мехел çитермеллех

Псков хулинчи çул çитмен икĕ çамрăк хăтланăвĕ çĕршывĕпех калаçтарчĕ. Чуна кисрентерекен, пуçа шăнăçми хăрушă пулăма Интернетри тĕрлĕ сайтра сÿтсе яваççĕ, çамрăксем ÿкернĕ видеосыпăксем тăрăх тискер преступление, алла хĕç-пăшал тытма вĕсене мĕн хистенине тĕпчеççĕ. Черетлĕ синкер, черетлĕ хутчен шăв-шав... Кăшт вăхăт иртсен пурте лăпланĕç, вун-вун ыйту çуратакан преступлени манăçĕ. Çул çитмен çамрăксем хăйсен тата ыттисен пурнăçне сиенлетнĕ тĕслĕх нумайланнăçем нумайланса пыни, паллах, кирек кама та шухăшлаттарма тивĕç. Паллах, инкек пулмассерен айăплисене палăртаççĕ, явап тыттармалли пур чухне — явап тыттараççĕ. Çапах ача-пăча суицичĕ, çул çитменнисем хутшăннипе пулакан преступленисем палăрмаллах чакни курăнмасть.

Этеме чиртен сыватмалла чухне тухтăр хăвăртрах сиплев палăртать. Çул çитмен çамрăксем, ачасем преступлени çулĕ çине тăнин «синдромне» уçса-тупса пĕтерме йывăртарах пулĕ те — лару-тăрăва лайăхлатмалли мерăсене хута ярайманни чăнласах та çавăнпа çыхăннă-ши? Калăпăр, этеме вăл е ку чир çулăхни-çулăхманнине диспансеризаци, медтĕрĕс­лев витĕр тухса пĕлеççĕ. Ача психики пăсăлма пуçланине палăртма май паракан сăнав-тест халĕ темĕн чухлех-çке. Е профилактика органĕсем хăйсен тивĕçĕсене пурнăçласа пыма ерçеймеççĕ-и? Е ачасемпе ĕçлекен психологсем профессионалсем мар-и? Тепĕр тесен, ашшĕ-амăшĕ килте ачасене пурнăçри усалсем çинчен, киревсĕрлĕх мĕн патне çитерме пултарни пирки асăрхаттарса вăхăтран вăхăта сăмах хускатсан та — тем пекехчĕ...

Преступлени авăрне лексе хăйсен кун-çулне хăйсемех татнă 15 çулти çамрăксем шкулта вĕреннĕ. Çавна май çак пулăма тĕпчесси вырăнти вĕренÿ тытăмĕн ĕçченĕсене «тылламасăр» иртмĕ. Çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссире вăй хуракансене те /арçын ача унта шутра тăнă иккен/ пуçран шăлмĕç. Псковри хăрушă пулăм çĕршывăн мĕнпур регионĕнчи ачасемпе ĕçлекен профилактика органĕсене харпăр хăйсен тăрăхĕнчи лару-тăрăва черетлĕ хутчен объективлă тишкерсе-хакласа кирлĕ мерăсем йышăнма хистемешкĕн тивĕç.

Хăрушă инкек пулнă хыççăн шăп тепĕр кун ывăлăм вĕренекен пĕлÿ учрежденийĕнче, Шупашкарти 47-мĕш шкулта, ашшĕ-амăшĕн пухăвĕ пулмаллаччĕ. Çак шкул икĕ çул каялла хăй те хăрушă инкек чăтса ирттернĕччĕ те /тăххăрмĕш класра вĕреннĕ арçын ача хăйĕн шăллĕне, иккĕмĕш класра вĕренекене, нушалантарса вĕлерни çинчен сăмахăм/ — ку синкере кунти ĕçченсем пушшех чĕре çывăхне илни куçкĕрет. Ашшĕ-амăшĕн кашни пухăвĕнчех ачасемпе тимлĕ пулмалли, информаци хăрушсăрлăхĕ çинчен калаçаканччĕ. Хальхинче вара Псковри черетлĕ трагеди тата хивререх калаçма хистерĕ. Класс ертÿçи хатĕрленĕ видеопрезентацин кашни самантне сÿтсе яврăмăр. Пуху вăраха тăсăлчĕ — ашшĕ-амăшĕпе ачисен хутшăнăвне тарăнрах тĕпчес тĕллевпе йĕркеленĕ анкета ыйтăвĕсене хуравламасăр киле саланмарăмăр.

Иккĕмĕш чĕрĕк пуçланчĕ çеç — çак тапхăрта чылай шкул, ахăртнех, ашшĕ-амăшне пухăва йыхравларĕ. Анчах республикăри кашни вĕренÿ учрежденийĕнчех Псков хутлăхĕнчи хăрушă пулăма сÿтсе яврĕç-ши — иккĕленетĕп. Ăнланатăп: шкулăн ахаль те темĕн тĕрлĕ ыйтупа ĕçлемелле, ашшĕ-амăшĕ вара чылай чухне килти ĕçсене пурнăçлама васкать. «Кирлĕ-кирлĕ мар» калаçусем пуçарнăшăн ятламастпăр-и вара шкул ертÿлĕхне? Çав вăхăтрах, васкакан вакка сикнĕ тенешкел, ăнсăртран кĕмсĕрт сиксе тухма пултарасси пирки çывăх çыннăмăрсем пурте йĕркеллĕ чухне шухăшламастпăр çав.

Эрех-сăра, наркотик, пирус... — çул çитмен ачасене саккуна хирĕçле утăмсем тума чылай чухне сиенлĕ çак йăласем хистеççĕ. Пуç мимине минретекен хутăшсем çинчен ăнлантару мероприятийĕсем шкулсенче ирттермеççĕ теес килмест: кашни класс ертÿçин ĕç планĕнчех сумлă вырăн йышăнаççĕ вĕсем. Чăн та, вĕсен пахалăх шайĕ — тĕрлĕрен. Пĕрисем ыйтăва çав тери çивĕч хускатса, специалистсене явăçтарса йĕркелеççĕ, теприсемшĕн вара, мĕн пытармалли, ирттернĕ тесе хут çинче кăтартасси пултăр.

Паллах, вĕрентекенсенчен хăшĕ-пĕри капла палăртнине йышăнасшăн пулмĕ. «Пирĕн ачасем мар, яваплăха хамăр çине мĕншĕн тиемелле?» — текенсем тупăнĕç. Раççей Федерацийĕн хальхи вăхăтра вăйра тăракан «Вĕренÿ çинчен» саккунĕ çине таянса та çирĕплетĕç вĕсем хăйсен тĕрĕслĕхне. Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхне вăйсăрлатма сĕнесшĕн мар-ха — паллах, вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕн кашни утăмĕшĕн яваплă. Анчах... Вĕсен хушшинче те темĕн тĕрлĕ çын пур-çке — ĕçкĕç, çăмăлттай, преступник... Шкул вара ĕмĕртен пĕлÿ кăна мар, воспитани паракан учреждени те шутланнă. Тепĕр чухне шухăша та путатăн: кирлех-и кашнине тригонометри вăрттăнлăхĕсене чухлани? Е ачасем ăслă-тăнлă педагогсен витĕмĕпе йĕркеллĕ пурнăçа хăнăхса ÿсни пĕлтерĕшлĕрех-ши? Е тата ППЭ тĕрĕслĕхĕшĕн кĕрешсе мĕнпур меле хута янипе ачасен çынна шанас, ĕненес туйăмĕсене кăкласа тăкмарăмăр-и, психики çирĕпленсе çитмен ачасене стресс авăрне ытлашши тĕксе ямарăмăр-и? Вĕренÿ ĕç-хĕлĕнче «ăслă» техникăна çул парса хамăр алăпа пурнăçлакан ĕçсенче яр уççăн палăракан чун ăшшинчен хăпмарăмăр-и? Вĕренÿ программисене ытлашши кăткăслатса ачасен темăна ăнланса çитерейменнипе çыхăннă тарăхăвне вăйлатмарăмăр-и?.. Ыйту хыççăн ыйту çуралать.

Каллех Псковри инкек патне таврăнар. Хăйсен хăтланăвĕсене хĕрпе каччă темиçе сехет Интернет-сетьре кăтартни, çав видеоматериалпа кирек кам та /ачасем те!/ чăрмавсăрах паллашма пултарни сисчĕвлентерет. Çитĕнекен ăру преступлени çулĕ çине тухасран çăлăнăç çук-им апла? Шанатăп: пур. Туслă, ашшĕ-амăшне кăна мар, ачасене те илтме пĕлекен çемьере, çывăх çыннисем юнашар мар пулин те ачасем хăйсене шанчăклă хÿтлĕхре туякан шкулта ачасен пуçне киревсĕр шухăшсем пырса кĕмĕç.

Ирина ПУШКИНА.

Тамара ШУРЫГИНА, Чăваш Республикин Прокуратурин çул çитменнисемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ:

— Ачасем пĕве кĕрсе пынă вăхăтра тыткаларăшĕпе улшăнни пулкалать, анчах аслисен енчен тимлĕх çителĕклĕ пулсан лару-тăру Псковри тĕслĕх шайнех çитекен мар. Паллах, икĕ çамрăк хăтланăвĕсене тÿрре кăларма ниепле май çук — вĕсен воспитанийĕ тĕлĕшпе аслисем тахçантанпах ерçейменни сисĕнет.

Хамăрăн тăрăхри лару-тăрăва хак парас тăк çакна каламалла: нимĕн те ăнсăртран сиксе тухмасть. Ашшĕ-амăшĕн, çул çитменнисен ĕçĕсене сăнаса тăракан профилактика органĕсен сыхă пулмалла — пурнăçласа-сăнаса ĕлкĕреймен кашни вак-тĕвек пысăк инкек патне çитерме пултарать. Акă тин кăна пулнă тĕслĕх: Патăрьел тăрăхĕнче шкул ÿсĕмĕнчи хĕрача хăйĕн çине алă хунă. Вĕренÿре питĕ лайăх ĕлкĕрсе пыраканскере, спортпа туслăскере ку тĕнчере мĕн çырлахтарман? Следстви пырать пулин те хальлĕхе уççăн нимĕнле сăлтава та тупса палăртайман-ха. Çакă çеç паллă: пĕр «çăпансăр» çын хăйĕн кун-çулне хăй татмасть. Тĕнчере усаллăх ÿссе пынипе паян кĕрешмесен ыранхи кунран мĕн кĕтмелле? Çак кĕрешĕве кашни харпăр хăйĕнчен пуçласан тем пекехчĕ.

Любовь ПУШКИНА, Комсомольски район администрацийĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи:

— Хальхи вăхăтра ачасен воспитани ыйтăвĕ çивĕчленни самана улшăнăвĕсемпе çыхăннă паллах. Çитĕннисен хушшинче тĕл пулакан чеелĕх, кĕвĕçÿ çул çитменнисен ушкăнĕнче те йăл илет. Хальхи вăхăтра çынсен пурлăх шайĕ тĕрлĕрен. Çакă та çитĕнекен ăрăвăн чунĕнче туллашу çуратать.

Ачасене ырă енне туртăнма мĕнле хăнăхтармалла? Ашшĕ-амăшĕн пĕр-пĕр ыйтăва татса панă чухне ача шухăшне те шута илмелле. Çакă вĕсене пессимист пуласран хăтарать. Хăйсене хисеплеме, вĕсем те ырă пуçару тума пултарнине шанма вĕрентет. Пурнăçра пĕтĕмпех аслисем хăйсем татса паракан çемьесенче ача хăйне «ытлашши» туйма тытăнас хăрушлăх пур.

Каролина УТКИНА, Патăрьел районĕнчи усрава 9 ачана йышăннă амăшĕ:

— Псков тăрăхĕнчи евĕр пулăмсем çинчен илтсен, паллах, усала Турă сиртĕр тесе шухăшлатăн. Хамăр кун çути парнеленĕ ачасене ура çине тăратнă, çын тунă. Хамăрăн хÿтте илнĕ ачасене те тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес килет. Вĕсене ятарласа суйламан эпир — камăн мĕнле йывăрлăх пуррине пĕле тăркачах хамăр çемьене илнĕ. Пухăннă усалран тасалма мĕнле витĕм кÿмелле? Чи витĕмлĕ мел — ĕçе хăнăхтарни. Паллах, йывăр ĕçлеттерме юрамасть. Савăт-сапана, урая черетпе çăвасси, кил-тĕрĕшре харпăр хăйĕн тивĕçне пурнăçласси пирĕн килте йăлана кĕнĕ.

Ашшĕ-амăшĕн ятлас тата хавхалантарас енĕпе виçене пĕлмелле. Ачана хăйĕн ырă енĕсемшĕн мухтани ăна лайăххи енне туртăнма пулăшать.

 

Ирина ПУШКИНА"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.