Комментари хушас

29 Чÿк, 2016

Кашни ачана - йĕлтĕрпе коньки

Сисмерĕмĕр те — ăшă кунсем хĕллехи сивĕ каçсемпе ылмашăнчĕç. «Кăçал йĕлтĕрпе тăраниччен ярăнса курăпăр ĕнтĕ», — хавхаланчĕ ялти пĕлĕшĕм. Чăн та, кăçал хĕл ир ларчĕ, юпа уйăхĕн вĕçĕнчех шурă юр хура çĕре çемçе кавирпе витрĕ. Çапла, спортпа тусли юр çунă-çуман йĕлтĕр йĕрĕ хывма васкать. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан пĕлĕшĕм те хĕлĕн пирвайхи кунĕсенчех йĕлтĕр сырса уя тухать. «Хирте сывлăш тасарах. Кÿршĕ ял чикки патне çитсе килсен ÿт-пĕвĕм çăмăлланать, пусăрăнчăк кăмăл-туйăм çĕкленет», — тет вăл. Чăннипе калас тăк, ялта йĕлтĕрпе ярăнма юратакан урăх çынна та пĕлместĕп. Пушă вăхăт тупăнсанах йĕлтĕр çине тăрать вăл. Шел те, хальхи ачасем унран тĕслĕх илмеççĕ. Вĕсем спорт патне туртăнманни, спортăн хĕллехи тĕсĕсене юратакансен йышĕ пĕчĕк пулни пĕлĕшĕме те шухăшлаттарать. Чунăма тунсăх пуснă чухне эпĕ яланах ачалăха аса илетĕп. Хĕл ларнă-ларман йĕлтĕрçĕсем вăрман-катара йĕр хыватчĕç те пĕр-пĕринпе ăмăртатчĕç. Чи пĕчĕккисем вара тăвайккине такăрлататчĕç, шăпăрлансен сасси ял тăрăх сарăлатчĕ вара. Конькипе ярăнма юратакансемпе хоккеистсем çÿхе пăр çинех тухатчĕç. Пĕве тĕпне анса каясран та шикленмен çав ача-пăча. Шăнса пăрланнă пĕве кашни хĕл катока çаврăнатчĕ.

«Паянхи кун та ялта ку йăла манăçа тухман иккен, — каток çинче ачасем кĕшĕлтетнине курсан чунра ырă пулса кайрĕ. — Маттурсем! Телевизорпа компьютер умĕнче лармаççĕ. Уçă сывлăшра туссемпе вылянинчен лайăххи мĕн пур-ши?» — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Хоккейла вылякансене курмассерен чун савăнать. Анчах хĕлле хăйĕн хăватне кăтартма пуçласанах çакскерсем пăр çине тухма пăрахаççĕ. Хоккей лапамĕ те юрпа тулать. Хастарскерсене аслисем хавхалантарса пыманни куç кĕрет. Шел те, урам командисен хушшинче турнирсем ирттересси йăлара мар. Сайра хутра ялти йĕлтĕрçĕсем тупăшăва тухкалаççĕ-ха, анчах ку та вăхăт-вăхăтпа кăна.

Паллах, ырă тĕслĕх те сахал мар. Тĕслĕхрен, Куславкка районĕнчи Кунер ялĕн яшĕсем хоккейпа питĕ туслă. Шкулта хоккей секцийĕ те пур. Пултаруллă çамрăксене хоккейла вылямалли çĕнĕ лапам та хавхалантарать. Икĕ çул каялла тунăскере ял ачисем хоккейла выляма, конькипе ярăнма çÿреççĕ. Районти ăмăртусене те час-час йышăнать çĕнĕ объект. Хоккей курупкиллĕ катоксем Тĕрлемесре тата Куславкка хулинче пуррине те пĕлтерчĕç спорт шкулĕн ĕçченĕсем.

Вăрмар тăрăхĕнче ку енĕпе тата аванрах. «Арапуç, Пинер ялĕсенче тата поселокра хĕлле ятарлă катоксем ĕçлеççĕ. Вĕсенче тренировка ирттерекен хоккеистсем те районта — чи пултаруллисем. Мăнçырмари спорт лапамĕнче те кашни çул каток хатĕрлеççĕ. Энĕшпуçпа Чупай ачисем вара пĕвери пăр çине ярăнма çÿреççĕ», — пĕлтерчĕ райадминистрацийĕн спорт секторĕн пуçлăхĕ Валерий Ильин. Вăрмар тăрăхĕ йĕлтĕрçĕсен турнирĕсене ирттернипе те паллă: çулсерен поселокра, Чупай, Энĕшпуç, Аялти Кинчер, Тикаш ялĕсенче тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеççĕ.

Вăрнарсене вара пуринчен те телейлĕреххисем тесен те юрать: темиçе çул каялла поселокра «Кристалл» пăр керменĕ уçăлчĕ. Унта фигуристсемпе хоккеистсене хатĕрлеççĕ, конькипе ярăнма юратакансем те кунсерен пăр çине тăма пултараççĕ. «Канмалли кунсенче катока 80-90 çын çÿрет, ытти чухне — 40-50. Паллах, ытларах ачасем конькипе ярăнаççĕ. Çитĕннисем те пур. Çемйипе килекен те сахал мар», — пĕлтерчĕ спорт учрежденийĕн директорĕ Александр Галкин. Пуçлăх шухăшĕпе ку нумаях мар: Пăр керменĕ тата ытларах çынна йышăнма пултарать. Александр Николаевич каланă тăрăх — кермене Вăрнарсем кăна мар, кÿршĕ районсенчен те килеççĕ. Анчах ку тăрăхри ялсенче ятарлă катоксем çуккине палăртмалла. «Унччен пулнă-ха вĕсем. Калăпăр, Çĕрпелти аванччĕ, анчах вăхăт иртнĕçем кивелчĕ. Йĕлтĕр трасси кашни шкулта пур. Ярмушкка, Кÿстÿмĕр, Хапăс тата Калинино ялĕсенче пурăнакансем вара йĕлтĕр спорчĕпе уйрăмах туслă», — пĕлтерчĕ райадминистрацин культурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Политов.

2014 çулта Сочире Олимп вăййисем иртнĕ хыççăн ачасем спортăн хĕллехи тĕсĕсене кăмăллама пуçланине палăртаççĕ вĕрентекенсем. Çамрăксем ытларах конькипе ярăнма тытăннă иккен. Çĕршыври чи çамрăк фигуристсене Юлия Липницкаяпа Аделина Сотниковăна кура миçе хĕрача пăр çине тухмарĕ пулĕ. Спортăн çĕнĕ тĕсне — шорт-трека — уйрăмах килĕштереççĕ. «Спорт хатĕрĕ çукки ура хурать. Кашни ачан коньки пулсан тĕрлĕ ăмăрту ирттерме май пулĕччĕ. Хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ ачине илсе парать-ха, анчах укçа-тенкĕ çитменни лару-тăрăва йывăрлатать», — тенĕччĕ палланă вĕрентекен.

Хĕллехи сезон çитнĕ май спорт хатĕрĕсем сутакан лавккасенче те çын йышĕ ÿсет: чылайăшĕ, йÿнех мар пулин те, йĕлтĕр е коньки туянма васкать. Ашшĕпе ывăлĕ е амăшĕпе хĕрĕ лавккаран пушă алăпа кайманни савăнтарать. Ачасен шухăш-кăмăлĕпе ĕмĕт-тĕллевне курса-туйса тăракан йышланасса шанас килет.

Пултаруллă çамрăксене пулăшма тивĕç эпир. «Кашни ачана — конькипе йĕлтĕр» ятарлă акци йĕркелеме те сĕнчĕ пĕлĕшĕм. Чăн та, ырă шухăша ырламалла. Çак ĕçе ашшĕ-амăшĕ кăна мар, депутатсемпе паллă çынсем те хутшăнсан аванччĕ.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

                   

Татьяна ИВАНОВА, Çĕнĕ Лапсарти А.Тихонов ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ:

— Чăн та, хальхи вăхăтра чылай ачан йĕлтĕр пур, ашшĕ-амăшĕ укçи-тенкине хĕрхенмесĕрех илсе парать. Анчах ăна туянма пур çемьере те май çукрах. Калăпăр, профессионал йĕлтĕрçĕсен 6-шар мăшăр йĕлтĕр пулмалла. Пирĕн воспитанниксем çакнашкал пуянлăхпа пурте мухтанма пултараймаççĕ пулин те нумайăшĕн 2-3-шер мăшăр йĕлтĕр пурах. Спорт шкулĕн йĕлтĕр базинче те çителĕклех вăл. Вĕсем кивелнĕ май çĕннине илме тăрăшатпăр. Тăватă çул каялла пирĕн патра Олимп чемпионĕ Александр Тихонов пулнăччĕ. Ун чухне вăл ăмăртура мала тухнă кашни спортсмена çĕнĕ йĕлтĕр парнеленĕччĕ.

Галина ПЕРВУШИНА, 4 ача амăшĕ:

— Пирĕн килте йĕлтĕр те, коньки те пур. Вĕсене аслă ывăлăм 10 çулта чухнех туяннăччĕ. Малтанхи çулсенче вăл йĕлтĕрпе ярăнма хаваспах тухатчĕ, каток çине те час-час çÿретчĕ. Эпир те унпа пĕрле канмалли кунсенче спорт лапамне каяттăмăр, анчах ÿсерехпе ывăлăм кахалланма тытăнчĕ. Пушă вăхăта хваттерте компьютер умĕнче ирттерме тăрăшать. Халĕ кĕçĕн ывăлăм йĕлтĕрпе çÿреме юратать, конькипе ярăнма та вĕренчĕ.

Игорь ГРИГОРЬЕВ, ЧР пăр çинче эрешлесе ярăнакансен федерацийĕн ертÿçи:

— Пирĕн çĕршывра Олимпиада иртнĕ тата Шупашкарта Пăр керменĕ уçăлнă хыççăн Чăваш Енре фигуристсен йышĕ самай ÿсрĕ. Хальхи вăхăтра тĕрлĕ спорт шкулĕсенче 200 ытла ача ăсталăха туптать. Спортсменсем пире тĕрлĕ çитĕнÿпе савăнтарма тытăнчĕç, наградăсен пухмачĕ те çултан-çул пуянланса пырать. Тренерсен шучĕ те нумайланчĕ. Вĕсем сывлăх ушкăнĕсем йĕркелеççĕ, мастер-классем ирттереççĕ. Ура çине тăтăмăр пулин те чăваш фигурисчĕсене çăмăлах мар-ха. Пĕтĕм йывăрлăх ашшĕ-амăшĕ çине тиенет: ачисене конькипе, спорт тумĕпе тивĕçтермелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.