Андрей МИХАЙЛОВ

23 Авăн, 2025

Пичет çуртĕнче «Хыпар» парнисене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Раççейри турнирăн йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ

Ăна «Хыпар» Издательство çурчĕн ертÿçи Виктория Вышинская ертсе пычĕ. Ларăва çавăн пекех республикăри кире спорчĕн федерацийĕн ĕç тăвакан директорĕ Иван Шепелин хутшăнчĕ, вăл ăмăртупа çыхăннă тĕп ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.

8 Ака, 2025

Паян "Хыпар" Издательство ҫуртӗнче сумлӑ хӑна пулчӗ – Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов генерал-лейтенант

Тӗлпулӑва журналистсем, шкул ачисем, волонтерсем, ветерансем хутшӑнчӗҫ. Николай Федорович ачалӑхне, служба вӑхӑтне аса илчӗ, хальхи ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вӑл Василий Чапаев начдивран, Андриян Николаев космонавтран тӗслӗх илнине палӑртрӗ.

5 Пуш, 2025

Мартăн 5-мĕшĕнче Шупашкарти МТВ-центрта «Çĕрулми» курав уçăлчĕ

Унта 17 регионтан килнĕ 70 ытла предприятин продукцине тăратнă.

Выставкăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Артамонов уçрĕ. Вăл çĕрулми пĕлтерĕшлĕ çимĕç пулнине, çĕрулми производствине аталантаракан хуçалăхсене патшалăх пулăшу кӳнине палăртрĕ.

Pages