Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «Шупашкар-Арена» спорт керменĕнче Запорожье облаçĕнчи Бердянск округĕнчен килнĕ спортсменсемпе тĕл пулчĕ
Олег Алексеевич каланă тăрăх, пирĕн республика Бердянск районне хÿтлĕхе илнĕ, унта пурăнакансене пулăшаççĕ: тĕрлĕ япалапа, оборудованипе тивĕçтереççĕ, строительсем социаллă обьектсене юсаççĕ, вĕрентÿпе культура учрежденийĕсене çĕнетеççĕ тата ытти. Бердянск ачисем Чăваш Енри лагерьсенче канаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ, республикăри паллă вырăнсене çитсе кураççĕ. Ку таранччен 300 ытла ачана йышăннă.
Çамрăк боксерсем чăваш тренерĕсем пулăшнипе ăсталăха туптанă, бокс вăрттăнлăхĕсене ăса хывнă. Тренировкăсем «Динамо» спорт клубĕнче, В.Соколов тата В.Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕсенче иртнĕ.
Чăваш Енри бокс федерацийĕн ертÿçи Эдуард Иванов каланă тăрăх, Запорожье тăрăхĕнче бокс шкулĕ вăйлă пулнă, анчах юлашки çулсенче лару-тăру йывăрланнă. Спорта аталантарас тĕллевпе шкулсенче секцисем уçаççĕ. Бердянск боксерĕсене хатĕрлеме Санкт-Петербургран Владимир Галкин тернера чĕнсе илнĕ. «Запорожье — пурăнмалли питĕ лайăх вырăн: юнашарах тинĕс сарăлса выртать, хĕлĕн-çăвĕн улма-çырлапа пахча çимĕç çитĕнет, çыннисем ырă кăмăллă. Раççей йышне кĕнĕренпе унта нумай улшăну пулчĕ. Акă пирĕн спортсменсене ятарлă тумпа тивĕçтерчĕç, спорт обьекчĕсене çĕнетме тытăнчĕç. Çак пулăм пире ĕçлеме хавхалантарать», — терĕ Владимир Владимирович. Тренер каланă тăрăх, боксерсем училищĕри спортзалта тренировка ирттереççĕ. Вăл Бердянскра турнирсем, сборсем йĕркелеме.
Бердянск спортсменĕсен йышĕнче пултарулли сахал мар. Акă 13-ри Артем Шиман çулталăк каялла кăна хатĕрленме тытăннă пулин те спортра лайăх çитĕнÿсем тунă. Вăл кăçал Севастопольте, Щелкино хулинче иртнĕ турнирсенче пĕрремĕш вырăн йышăннă, Донецкран «бронзăпа» таврăннă.
Тренировкăсемсĕр пуçне çамрăк спортсменсем катокра конькипе ярăннă, бассейнра ишес ăсталăха аталантарнă, Трактор заводĕнче пулнă, залив хĕрринче, Мускав çыранĕнче уçăлса çÿренĕ тата ытти. Владимир Галкин каланă тăрăх, Бердянск ачисем салют та курмаççĕ, вĕсем велосипедпа ярăнсан та питĕ савăннă, хăшĕ-пĕри лаша ферминче пĕрремĕш хут пулнă.
Сăмах май, пĕлтĕр Шупашкарта Донецк спортсменĕсемпе волейболисчĕсем сборта пулнă.
Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕсем










