Андрей МИХАЙЛОВ

4 Пуш, 2022

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев политика партийĕсен вырăнти ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ

Унта икĕ ыйту пăхса тухрĕç. Пĕри кăçал 19 районта суйлав ирттерессипе çыхăннă. ЦИК председателĕ Геннадий Федоров пĕлтернĕ тăрăх, округсем йĕркеленипе вырăнти пухусене 300 ытла депутата суйламалла. Парти представителĕсем депутата халăхшăн тăрăшакан çынсене суйламаллине палăртрĕç.

Иккĕмĕш ыйту Донбасс халăхне пулăшассипе çыхăннă. Ыр кăмăллăх акцине пурне те хутшăнма чĕнсе каларĕç. Паянхи лару тăру çинчен çамрăксене тĕрĕс информаци памаллине палăртрĕç.

3 Пуш, 2022

Пире çул кăтартса пыраççĕ

Чăваш Ен пултаруллă çынсемпе пуян. Никита Бичурин ăсчаха, Василий Чапаев комдива, Андриян Николаев космонавта, Петр Егоров архитектора, Геннадий Айхи сăвăçа, Надежда Павлова балеринăна пĕтĕм тĕнчипех пĕлеççĕ. Вĕсен ячĕсем истори летопиçне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлнă.

Республикăн мухтавлă çыннисене халалласа 2022 çула Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Ăна Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

16 Пуш, 2021

Пĕрле чухне чăвашсем пурăнаççĕ

Питĕрти чăвашсен наци культура автономийĕ чăмăртаннăранпа пĕлтĕр 95 çул çитнĕ. Çак пулăма халалласа «Эпир ялан пĕрле» кĕнеке кăларнă. Çавна май Питĕртен килнĕ чăвашсем паян Наци библиотекине хăнасене пуçтарчĕç.

Pages