Комментари хушас

3 Пуш, 2022

Пире çул кăтартса пыраççĕ

Чăваш Ен пултаруллă çынсемпе пуян. Никита Бичурин ăсчаха, Василий Чапаев комдива, Андриян Николаев космонавта, Петр Егоров архитектора, Геннадий Айхи сăвăçа, Надежда Павлова балеринăна пĕтĕм тĕнчипех пĕлеççĕ. Вĕсен ячĕсем истори летопиçне ĕмĕрлĕхе çырăнса юлнă.

Республикăн мухтавлă çыннисене халалласа 2022 çула Паллă ентешсен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Ăна Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

— Мухтавлă ентешĕмĕрсем Тăван çĕршыв ят-сумне çÿле çĕкленĕ, Чăваш çĕрне чапа кăларнă. Вĕсем пур йывăрлăха çĕнтерсе малалла талпăннă, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртнĕ. Ĕçе чуна панăскерсем пысăк çитĕнÿсем тунă, çĕнĕлĕхсемпе тĕлĕнтернĕ. Паллă ентешĕмĕрсем пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăчĕç, вĕсем çĕнтерÿ тума хавхалантараççĕ. Вĕсен ятне ялан асра тытмалла, эткерлĕхне упрамалла. Çуралнă ял, тăван шкул, предприяти аталанăвĕшĕн пысăк тÿпе хывнă çын та сахал мар. Вĕсене нихăçан та манмалла мар, — терĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар-Чăваш митрополичĕ Савватий, Олимп чемпионĕ Елена Николаева тухса калаçрĕç. ЧР Общество канашĕн ертÿçи Наталья Партасова каланă тăрăх, паллă ентешĕмĕрсем пирĕншĕн маяк вырăнĕнче. «Вĕсем пире çул кăтартса пыраççĕ, чылай çыннăн ĕмĕт-тĕллевне палăртаççĕ. Вĕсен шухăшĕсем, пултарулăхĕ ламран лама куçса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра та ырми-канми ĕçлекен ентешĕмĕрсем пуласлăхшăн тăрăшаççĕ, килес ăру валли хăйсен ĕçĕсене хăвараççĕ», — терĕ вăл.

Уяв концерчĕ Федор Васильев композиторăн «Мухтавлă одипе» уçăлчĕ. Ăна Чăваш патшалăх симфони капелли шăрантарчĕ. Унтан Андриян Николаевăн юратнă юррийĕ — «Вĕç, вĕç, куккук» — янăрарĕ. Артистсем чăваш ÿнерĕнчи чи чаплă хайлавĕсемпе — «Нарспи» поэмăри, «Шывармань» оперăри, «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакльти, «Щелкунчик» балетри сыпăксемпе — паллаштарчĕç.

Паллă ентешсен çулталăкне халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти ирттерме палăртнă. Кăсăклă куравсемпе фестивальсем, çĕнĕ спектакльсемпе юрăсем, проектсем пулĕç. Акă Наци библиотеки «365 кун паллă çынсемпе пĕрле» интернет проекта пурнăçа кĕртме тытăннă. Унта пысăк çитĕнÿсем тунă чăваш ывăлĕ-хĕрĕ çинчен каласа кăтартаççĕ.

www.hypar.ru Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: