Паян "Хыпар" Издательство ҫуртӗнче сумлӑ хӑна пулчӗ – Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов генерал-лейтенант

8 Ака, 2025

Тӗлпулӑва журналистсем, шкул ачисем, волонтерсем, ветерансем хутшӑнчӗҫ. Николай Федорович ачалӑхне, служба вӑхӑтне аса илчӗ, хальхи ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вӑл Василий Чапаев начдивран, Андриян Николаев космонавтран тӗслӗх илнине палӑртрӗ.

"Ҫар ҫынна пур енлӗн тӗрӗслет. Чи пӗлтерӗшли – кирек мӗнле лару-тӑрура та чыса ҫухатманни. Чӑвашсем те ҫар службинче хӑюлӑхӗпе палӑрса тӑнӑ, кӑткӑс самантра паттӑрлӑх кӑтартнӑ", – терӗ РФ тава тивӗҫлӗ ҫар летчикӗ.

Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта...

Комментари хушас