Теплицăсем хăмла пек кармашаççĕ

«Ай-уй, çĕркаç мĕнле мантăмăр-ха помидора витме? Тăм йăлтах тивнĕ-иç»,— хура пăнчăллă симĕс çимĕçсене аллинче пăшăрханса çавăркалакан анне сăнарĕ халĕ те куç умĕнче. Мĕншĕн аса илтĕм-ха çак саманта? Пирĕн тăрăхра уçă вырăнта салат, пăрăç, укроп, симĕс сухан, редис, петрушка, çарăк, кавăн аванах пулать-ха, анчах сивĕрен хăракан пахчаçимĕçе çитĕнтерме çăмăл мар. Çу — кĕске, хĕвел ăшши çитсех каймасть. Иртнĕ çул авăн уйăхĕчченех уяр çанталăк хуçаланчĕ, тăм ÿкмерĕ. Помидор хăйне лайăх туйрĕ, ăнса пулчĕ, йăран çинчех хĕрелчĕ. Çулпа çул пĕр килмест, çу шăрăх та, çумăрлă та пулать. Çивитти айĕнчи çимĕçе вара сивлек каçсем, çурла, авăн уйăхĕсенче тăм ÿкни хăратмаççĕ. Çавна кура халăх ăмăртсах теплица тăвать. Ал-ури çыпăçаканни ăна хăех ăсталать, туянса лартакан та нумай. Сутакан — кашни кĕтесрех.

Пĕлсе, наука хушнă пек çитĕнтерсен пахчаçимĕç тупăш парать. Турцире курса тĕлĕннĕччĕ: ăна теплицăсем эрешмен карти пек хупăрласа илнĕ. 17 пин километра тăсăлакан сăртлă-туллă вырăнта тĕрлĕ çимĕç ÿстерсе Европăна тăрантараççĕ. Çак ĕçре пысăк опыт пухнăскерсем нумай çĕршывра теплица комплексĕсем туса пысăк услам илеççĕ. Çĕнĕ технологисемпе тумламăн шăвармалли мелпе усă курса помидора мамăк çинче çитĕнтереççĕ. Лайăх енĕ акă мĕнре: пахчаçимĕç хăйне кирлĕ удобрение, имçама пĕчĕккĕн, виçеллĕ илсе тăрать. Чи кăсăкли — йăран хушшинчи хут курупкасенчи тĕкĕлтурасем. Ывăна пĕлменскерсем çимĕçе шăркалантараççĕ те 11-15 метр тăршшĕ кашни парка туна икĕ уйăх хушшинчех 40-50 килограмм тухăç парать. Продукцин 90 процентне Раççее ăсатаççĕ.

Турккăсем пирĕн еннелле те çул хывасшăн. Тутарстанра 7 çул хушшинче 1200 гектар йышăнакан теплица комплексĕ лартасшăн. Ку — Раççейри теплицăсен çурри. Калама канас та, ĕçне тума йывăр. Строительство хакĕ çыртать: инвестици проекчĕ 1 млрд /!/ доллар тăрать. Çулталăк тăршшĕпех тухăç паракан çавнашкал пысăк обĕект Европăра кăна мар, тĕнчере те çук. Хальлĕхе пирĕн кÿршĕсен виткĕч айĕнчи çĕр 50 гектара яхăн. Вырăнти пахчаçимĕçпе хăйсене 97 процент тивĕçтереççĕ.

Турци хăяр-помидорне, улми-çырлине эпир те нумай çул çисе пурăнтăмăр. Евросоюзпа Америка санкципе пăвма пуçласан тин çĕршыв ертÿлĕхĕ аграрие çĕклеме тĕллев лартрĕ. Импорта вырăнта туса кăларакан продукципе улăштармалли патшалăх программи пурнăçланма тытăннăранпа ял хуçалăхĕ кăкăр тулли сывласа ячĕ. Çĕр ĕçченĕ хамăра тăранмалăх кăна мар, юта ăсатмалăх та тырпул çитĕнтерме пуçларĕ. Чăваш Енре ăна пĕлтĕр 609 пин тонна çапса тĕшĕленĕ. Ку — юлашки 15 çул хушшинчи чи пысăк кăтарту. Пахчаçимĕç ÿстерме вĕренессе те шанас килет. Специалистсен шухăшĕпе, теплица тăвассине йĕркеллĕ аталантарсан, ютран илсе килекеннин тÿпине 70 процента çити чакарма пулать. Халĕ ăна кашни çул 10 млрд тенкĕлĕх туянатпăр. Хамăр уй-хирте сахалрах çитĕнтерме пуçларăмăр. Çитĕнтерни те вăхăтра сутайманнипе, пахалăхĕ япăххипе часах сая каять. Хĕл каçарма сивĕтмĕш-управ çитмест.

Çĕршывра теплицăсем 2300 гектар йышăнаççĕ. Паянхи куна тивĕç­терекеннисем 500 гектар кăна. Хамăра пахчаçимĕçпе тăрантарас тесен 3500 гектара çитермелле. Теплица — чĕрĕ организм. Вăл сывлать, ăшă, çутă, шыв, тутлăхлă япаласем ыйтать, тĕрĕс пăхнине юратать. Шел те, эпир ун валли тĕнче шайĕнчи инженери хатĕрĕсем тăваймастпăр-ха. Калăпăр, пирĕн тимĕр кăшкарсем хăвăрт тутăхса çĕреççĕ. Çавăнпа та шăвармалли система та, çутатмалли, хĕвел çунтарса ярасран сыхланмалли, сывлăш температурине виçере тытмалли оборудовани те — йăлтах ют çĕршывран килет, продукци хăйхаклăхне ÿстерет. Пирĕн теплица промышленноçĕ питĕ вăйсăр. Çĕнĕ технологисемпе тунă хатĕрсем савăнтараççĕ. Голландин тĕнчипех саланакан пахчаçимĕçне 10-15 çул каяллахи наука çитĕнĕвĕсене тĕпе хурса çитĕнтереççĕ. Ун чухнехи теплицăсем кивелме те ĕлкĕрнĕ. Тухăçа ÿстерме май параканнисем пулманран эпир тÿрех вĕр çĕнĕ проектпа тунисене лартма тăрăшатпăр. Хальхи теплицăсенче ĕçе пĕтĕмпе тенĕ пекех автоматизациленĕ. Сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа хими препарачĕсемпе мар, биологи мелĕсемпе кĕрешеççĕ. Кантăкран тунă теплицăсен ĕмĕрĕ кĕскелсе пырать. Вĕсене ятарлă виткĕч /пленка/ улăштарать. Çăмăлскер, сахал тĕрев çинчех лайăх тытăнса тăрать, тимĕр конструкцие перекетлеме май парать. Çавнашкал лайăх теплицăсем пирĕн тăрăха та çитеççех.

Çĕнĕ çул умĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн официаллă делегацийĕн йышĕнче Японире теплица комплексĕсем тăвакан компани представителĕсемпе курнăçнă, инвестици явăçтарса республикăри пахчаçимĕç отрасльне çĕнĕ шая çĕклес ыйтăва сÿтсе явнă. Малашлăхлă проектсене пурнăçлама лайăх условисем пуррине палăртнă: республика çĕршыв варринче вырнаçнă, транспорт, энергетика инфратытăмĕ вăйлă аталаннă. Патшалăх ял хуçалăхне паракан пулăшу хăрамасăрах пысăк ĕç пуçлама хавхалантарать.

Юлашки çулсенче пахчаçимĕç пахалăхĕпе, тухăçĕпе савăнтарать. Иртнĕ çулта тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсем ăна 170,8 пин тонна пухса кĕртнĕ. Анчах ку та çителĕксĕр-мĕн. Региона çивитти айĕнчи пахчаçимĕçпе туллин тивĕçтерме промышленноç калăпăшĕллĕ 50-70 гектар теплица тумалла. Ун чухне тин çулталăкра çын пуçне кирлĕ 140 килограмм тутлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕç çисе киленме пултарăпăр. Хальлĕхе республикăра пĕртен-пĕр пысăк /лаптăкĕ 25 гектар/ теплица хуçалăхĕ. Вăл туянаканпа хăй чĕлхипе калаçать, хăйне кирлĕ пек ташлаттарать. Çуркунне хăяр-помидор мĕн хак тăнине сăнанă-и? Аш-какайпа пĕр тан. Çакă пахчаçимĕç рынокĕнче конкуренци вăйсăррипе çыхăннă. Уйрăм хуçалăхсенчи пĕчĕк теплицăсенче çитĕнтернĕ продукцие район-хула пасарĕсенче суткалаççĕ-ха. Анчах вĕсен калăпăшĕ пĕчĕк.

Раççей Ял хуçалăх министерстви кăçал патшалăх пулăшăвĕ пама республикăн аграри обĕекчĕсене тумалли-çĕнетмелли инвестици проекчĕсене конкурс мелĕпе суйласа илмелли заявкине йышăннă. Виççĕшĕнчен пĕри 2 гектар ытларах çĕр çинче теплица комплексĕ тăвассипе çыхăннă. Чăваш Ене юлашки икĕ çулта çакăн валли пысăк субсиди панă. Ăнсăртран мар паллах: вăхăт иртерехпе пахчаçимĕç ăстисем ал çавăрса ярасса, бюджета налук хывасса шанса. Кăçал та пулăшсан лав вырăнтан хускалать.

 

Василий СОРОКИН.

Михаил ГЛУШКОВ, пахчаçимĕçпе улма-çырла туса илекенсен наци союзĕн ĕç тăвакан директорĕ:

— Теплица строительствине юлашки çулсенче халиччен ку енĕпе ĕçлесе курман олигархсем те явăçаççĕ. Сăлтавĕ — инвестици илĕртÿлĕхĕ. РФ Правительствин 2015 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче йышăннă 624-мĕш постановленийĕпе килĕшÿллĕн теплица комплексĕ туса тăкакланă укçан 20 процентне тата кредит проценчĕн пĕр пайне патшалăх саплаштарать. Ку — бизнесменсемшĕн пысăк парне. Чăн та, унпа хальлĕхе пурте усă курма ĕлкĕреймерĕç-ха. 2017 çулта ку ĕç йĕркеленсе каятех. Инвесторăн çăмăллăхпа усă курас тесен çакна асра тытмалла: теплица лаптăкĕ 3 гектартан пĕчĕк пулмалла мар, кашни квадратлă метр 50 килограмран кая мар тухăç памалла. Тата комплекса электроэнергипе, шывпа тивĕçтермелле, патшалăх экспертизин пĕтĕмлетĕвне илмелле.

Владимир ВАСИЛЬЕВ, ЧР Ял хуçалăх министерствин инноваци, çĕр ĕçĕпе отрасль аталанăвĕн пай пуçлăхĕ:

— Раççейре промышленноç калăпăшĕллĕ теплицăсем тăвасси сарăлсах пырать. Эпир те айккинче тăрса юласшăн мар. Патшалăх 2015 çулран пуçласа пирĕн аграрисем тăратнă инвестици проекчĕсене çирĕплетсе пысăк субсиди пачĕ. Республика ертÿлĕхĕ кирлĕ ĕçе пуçăнас кăмăллă предпринимательсемпе калаçусем ирттерет. Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Италири UNICUSANO компанин делегацине йышăннă. Сочире иртекен инвестици форумĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнче пахчаçимĕç калчипе вăрлăх çитĕнтермелли теплица комплексĕ тумалли килĕшĕве алă пусма палăртнă.

Елизавета КУРБАТОВА, ĕç ветеранĕ:

— Теплицăсем Шупашкар районĕнчи Чаканар ялĕнче те çумăр хыççăн шăтса тухнă кăмпасем пекех йышланчĕç. Хамăр та теплица тахçанах лартнă. Тÿпенелле пăхса çанталăк мĕн парасса кĕтсе лармастпăр. Çемье пысăк, мăнуксем те йышланаççĕ. Çавăнпа апат-çимĕç ытларах кирлĕ. Теплицăра пахчаçимĕç хамăра кирлĕ чухлĕ çитĕнтеретпĕр. Ялта пурăнса лавккаран хăяр-помидор туянма намăс. Ĕçлеме ÿркенмесен тĕпсакай çуркуннечченех пушанмасть.

 

Василий СОРОКИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.