Комментари хушас

12 Ака, 2017

Аграрисене субсиди кирлĕ

АПКри мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсен хальхи вăхăтри тĕп тĕллевĕ — çур акине тĕплĕн хатĕрленесси. Вĕсен тĕш тырă вăрлăхĕ çителĕклĕ. Чылайăшĕ паха вăрлăх туянчĕ. Ял хуçалăх организацийĕсем паян тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 3,7 пин тонна, çав шутра элита — 1,8 пин, çĕр улминне — 1,5 пин, нумай çул ÿсекен культурăсен вăрлăхне 60 пин тонна сутма пултараççĕ.

Пурте акма юрăхлă-ши? Республика агрохимслужбинчен пĕлтернĕ тăрăх — çак уйăхăн 7-мĕшĕ тĕлне кондицилли республикипе 89% пулнă. Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Комсомольски, Муркаш, Пăрачкав, Вăрмар, Шупашкар, Çĕмĕрле, Елчĕк, Тăвай районĕсен вăл республикăн вăтам кăтартăвĕнчен ытларах. Хăшĕ-пĕринче ку ĕçе çак кунсенче вĕçлеççĕ. Вунă районти хуçалăхсем кăштах кайра пыраççĕ.

Культурăсене апатлантарма Елчĕк, Вăрнар, Комсомольски, Çĕрпÿ, Красноармейски, Шупашкар, Вăрмар, Йĕпреç районĕсенчи хуçалăхсем минерал удобренийĕ чылай турттарса килнĕ. Республикипе 45,9% /çулталăк каялла — 42,5%/ тивĕçтернĕ. Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Шăмăршă, Етĕрне, Тăвай районĕсенче ку енĕпе кăтарту пĕчĕкрех.

Елчĕксемпе /150,5%/ Канашсем /103,3%/ дизтопливо ытлашшипех хатĕрленĕ. Канашсем автобензин та ака ирттермелĕх турттарса килнĕ. Республикипе ДТ 70,9% /2016 çулхи ака уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне — 90,4%/ хатĕрленĕ. Йĕпреç, Тăвай, Çĕрпÿ, Вăрмар, Красноармейски, Патăрьел, Комсомольски районĕсенче кăтарту пысăкрах, Вăрнар, Пăрачкав, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Элĕк районĕсенче пĕчĕкрех. Çĕмĕрле, Етĕрне, Шăмăршă, Улатăр, Муркаш, Хĕрлĕ Чутай, Шупашкар районĕсенчи хуçалăхсен ДТ çителĕклĕ хатĕрлессишĕн ăшталансах ĕçлеме тивет. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.