Çак мур хăçан манăçа тухĕ-ши?

Чир-чĕр çынна кăна мар, выльăх-чĕрлĕхе те самай çулăхать. Юлашки çулсенче Африка мурĕ нумай калаçтарать. Унпа кил тата хир сыснисем кирек хăш вăхăтра та чирлеме пултараççĕ. Ăçтан тупăннă-ха çав амак? Чи малтан унпа 1903 çулта Кăнтăр Африкăри хир сыснисем чирленине тупса палăртнă. 1957 çулта вăл Португалие, 1960 çулта Испание çитнĕ. Ерекен чире сараканни — asfarviridae йышне кĕрекен вирус.

Чир ял хуçалăхне калама çук пысăк сиен кÿрет. Сыснана чирлĕ е вилнĕ выльăх, апат-çимĕç каяшĕ урлă лекме пултарать. Килти тата кăшлакан чĕр чунсен, вĕçен кайăксен, тискер чĕр чунсен, хурт-кăпшанкăн, шăна-пăванăн организмĕнче Африка мурĕн вирусĕ çук. Çапах вĕсем ăна пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сараççĕ.

Нумай чиртен сывалмалли эмел пур, анчах Африка мурĕнчен — çук. Вăл 2008 çултанпа Раççей регионĕсенче, 2016 çултанпа Чăваш Енре те сарăлнă. Чирленĕ пĕр сысна таврари мĕн пур выльăха сиен кÿме пултарать.

Вирус питĕ чăтăмлă: шывра, апат-çимĕçре темиçе уйăх пурăнма пултарать. Чир хăйне 2-7 кунра палăртать. Выльăхăн температури 42 градуса çитет, вăл сывлăш пÿлĕннипе аптăрама пуçлать, апат çиме пăрахать, хăсать, ÿчĕ çине хĕрлĕ-кăвак пăнчăсем тухаççĕ. Мĕн тумалла? Çывăхри ветеринари службине пĕр тăхтаса тăмасăр пĕлтермелле. Чир тупăнни çирĕпленсен кил хуçалăхне, ял тăрăхне карантина хупаççĕ. Шел те, 20 километрти тавралăхра усракан сыснасене çунтарма тивет. Çавнашкал вырăна дезинфекци тумалла, çапкаланса çÿрекен чĕр чунсене пĕтĕмпех пĕтермелле. Чир хуçаланнă тăрăхра сысна ĕрчетме карантин хупăнсан çулталăкран тин ирĕк параççĕ.

Василий СОРОКИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.