Трактор вырăнне ĕçлеттересшĕн...

2 Нарăс, 2016

Унччен вăл пирĕн редакцире ĕçлетчĕ - водительте, пăрахса кайрĕ те - халь икĕ алла пĕр ĕç тупнă иккен: дворнике вырнаçнă - тĕп хулари Гладков урамĕнчи нумай хутлă пĕр çурт таврашне тирпейлет. Çав пĕлĕшĕме тĕл пултăм.  арăхăвне пытармасть: управляющи компани ертÿçисем ĕçрен кăларса ярассипе хăратаççĕ иккен. Мĕншĕн?

Кăрлач пуçламăшĕнчи каникулсем хыççăн республика çине юр йăтăнса анчĕ вĕт - вăйлă çил-тăман ăна мĕнпур урампа кашни кĕтес-сукмака хÿсе тултарчĕ. Дворник под<ездсен умĕсене, тротуарсене юртан тăрăшсах тасатнă /"Пырса пăхма пултаратăн - çап-çутă!"/, анчах пуçлăхсене ку кăна тивĕçтермен, вĕсем çурт картишĕнчи çула хырса тасатма та дворникех хистеççĕ. Унсăрăн машинăпа пырса кĕме çук! "Çулсене тасатмаллине манăн ĕç килĕшĕвĕнче палăртман, "унта трактор кирлĕ" тесе хирĕçлеме пăхрăм та - яхăнне те ямаççĕ: "Кĕреçепе тасат! Итлемесен паянах ĕçрен кайма заявлени çыр!" "Хăйсем уйăхра 6 пин тенкĕ шалу тÿлеççĕ, çав укçапа мана трактор вырăнне ĕçлеттересшĕн", - тарăхать пĕлĕшĕм.

Пысăк окладсем илсе ларакан пуçлăхсем çынна сахал тÿлесех нумай ĕçлеттерме ăнтăлни пирки каласа вулакана, паллах, тĕлĕнтереймĕн. ЖКХра та - çаплах. Картишсене тасатма трактор тытса тăмашкăн çунтармалли-сĕрмелли материал туянмалла, тракториста шалу тÿлемелле - тăкаксем пысăк. Трактор та­ра тытма та - укçалла, енчĕке çÿхетес килмест. Апла-тăк дворник ĕçлетĕр... Çавăнпах юр çу­­­массерен Шупашкарти çуртсен картишĕсем "шурлăха" çаврăнаççĕ: джиппа мар пулсан ахаль çăмăл автомобильпе тĕрĕс-тĕкел кĕрсе тухасси иккĕленÿллĕ. Çул-йĕре пăхса тăракан организацисем урамсене, аслă çулсене тасатаççĕ - чăрмав çук, УКсемпе ТСЖсем яваплă улах вырăнсенчен нумайăшĕ, çав шутра хайхи картишсем, тепĕр чух хĕлĕпе те тасалаймаççĕ - ашатпăр вара хуралса-тĕксĕмленсе каякан çав "юр пăттине". Ытти çул хĕл варринчех ăшăта-ăшăта янă май вăл ирĕлсе каяканччĕ-ха, кăçал вара кăрлач вĕçĕчченех тумла тумламалли çанталăк пулмарĕ - ирĕлмерĕ, шельмă!

Пĕчĕк укçапах трактор вырăнне ĕçлес кил-меннипе-тĕр нумай çĕрте дворниксем çитмеççĕ. Ĕлĕкрех, астăватăп, студентсем çăлатчĕç - хуралçăра кăна мар, вĕренÿрен пушă вăхăтра вĕсенчен нумайăшĕ дворникре те тăрăшнă, стипенди çумне тыткаламалăх кăшт укçа тунă. Халь вара уйăхри 6 пин тенкĕ вĕсене те тивĕçтермест пулас. Ахальтен мар ĕнтĕ Правительство çуртĕнче иртнĕ пĕр канашлура Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пайăр цифра та пĕлтерчĕ: тĕп хулара кăна 400 /!/ дворник çитмест! Вăт, шутласа пăхăр: юр çунă хыççăн картишсене тата çавăн чухлĕ çын кĕреçепе-лумпа тухтăр-ха - иккĕленместĕп, çуртсен умĕсем, хушшисем паянхинчен чылай тасарах пулатчĕçех.

Хула мэрийĕ йышăнать: ĕç укçи пĕчĕк - çынсем çавăнпа дворникĕн çăмăл мар ĕçне кÿлĕнесшĕн мар. Эппин, шалăва пысăклатмалла. Анчах мĕнле çăлкуçран? Управляющи компанисемпе ТСЖсем хваттерсен хуçисем çурт-йĕре тытса пыма тÿлекен укçа шучĕпе пурăнаççĕ. Апла-тăк çав тарифа пысăклатсан кăна... Ладыков çак шухăша та палăртрĕ, анчах тарифсен черетлĕ ÿсĕмне халăх мĕнлерех йышăнасси - кăмăлсăр пуласси - каламасăрах паллă. Суйлав çулталăкĕнче /Дума, Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйламалла/ кунашкал сĕнÿсемпе шÿтлемеççĕ - çав шухăша тÿрре кăларма хăюлăх çитессĕн туйăнмасть. Тен, каярахпа, çитес хĕл валли...

Хальлĕхе вара нушаланмах тивет-тĕр. Хĕл вĕçленессе тата чылай кĕтмеллине шута илсен - пушшех. Нарăс пуçланчĕ кăна вĕт. Кăçал кăрлач та юрне хĕрхенмерĕ-ха, анчах шăпах нарăс вăйлă çил-тăманпа пуян пулакан. Кирлĕ-тĕк пуш уйăхĕн пĕрремĕш çурри те ÿксе юлмасса пултарать. Картишĕнче путса ларакан машинăсен водителĕсемшĕн, çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа чĕркуççи таран юр ашакан майрасемшĕн, пĕчĕк ачине хунă кÿмине тарăн юр тăрăх тĕртсе нушаланакан амăшĕсемшĕн пурне те ылханмалли сăлтавсем çăва тухиччен татах та пулĕç-ха.

Çак йĕркесен авторĕн вара пурăнакан çурт картишĕнче пĕр тапхăр кун сиктерсе тенĕ пек юр тасатма тиврĕ. Çук, хушма ĕçе - дворнике - вырнаçман. Каçхине киле таврăнатăп та - машинăна лартма вырăн çук. Кĕреçе - багажникрех, юр тасатса вырăн тăватăп. Ирхине - каллех ĕçе. Каçхине çитетĕп - эпĕ ĕнер тасатнă вырăна урăх машина йышăннă. Темех мар - каллех тепĕр вырăн тасататăп. Мăшăрăм шÿтлет: "Каплах пулсан картише кĕçех хăвах тасатса пĕтеретĕн". Çук, эпĕ тасатакан вырăна урăххисем йышăннăшăн нимĕн чухлĕ те кÿренместĕп. Вĕсене те транспорт хатĕрĕ валли вырăн кирлĕ вĕт, эпĕ вара çав лаптăка тасататăп пулин те - укçа парса туянман. Тĕрĕссипе - зарядка вырăнне кăна. Çапах юр çумассерен "под<ездра пурăнакан кашни арçын хăйĕн машини валли те пулин пĕчĕк кăна лаптăк тасатсан та пирĕн картиш тап-таса пулмалла" текен шухăш вĕçсе иртет-иртетех. Вĕсен кĕреçе çук-ши?

...Эрнекун. Ĕç пÿлĕмĕн чÿречинчен пăхатăп-та - тулта каллех асар-писер тăман вĕçтерет. Паян та каçхине "зарядкăна" тухма тивет-тĕр.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.