Сутлăх хак пахалăхпа çыхăнтăр

5 Нарăс, 2016

Ĕне усракансемшĕн 2015 çул республикăри нумай килти хуçалăх сутакан сĕт пахалăхĕ лайăхланнипе, ăна ветеринари-санитари йĕркине пăхăнтарнипе те палăрса юлчĕ. Ял çыннисенчен ытларахăшĕ продукцие аванлатассишĕн ĕнене тĕрĕс çитерме, паха сĕт çеç сутма тăрăшать. Ку енĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ветеринари специалисчĕсем ырă сĕнÿсем параççĕ. Çапах та чылай хуçалăх сутакан продукци пахалăх кăтартăвне тивĕçтермест. Сăлтавĕ - унта шыв хушнинче, сĕт тытăмĕ нормăна тивĕçтертĕр тесе выльăх организмне кирлĕ апат куллен çитерменнинче, гигиенăна пăхăнманнинче. Çитменлĕхсене пĕтермесен паха продукци сутаймăн. Çакна ăнланса ĕне сумалли аппарат туянаççĕ, ĕç хатĕрĕсене санитарие тивĕçтереççĕ. Пурте тенĕ пекех кашни уйăхра ветслужбăна укçа тÿлесе пахалăха тĕрĕслеттереççĕ.

Республикипе пĕтĕмĕшле илсен килти хуçалăхсем сĕт пахалăхне ÿстерчĕç пулин те укçа иртнĕ çул виçĕмçулхинчен ытларах ĕçлесе илеймерĕç. Сутлăх хак 2015 çулхи кăрлач-пуш уйăхĕсенче /16-21 тенкĕ/ 2014 çулхи çав тапхăртинчен /17-23/ пĕчĕкрех пулчĕ, ака-çĕртме уйăхĕсенче виçĕмçулхи шайрах тăчĕ. Утă-раштав уйăхĕсенче çеç çулталăк каяллахинчен 0,5-1 тенкĕ пысăкрах пулса савăнтарчĕ.

«2015 çулта пахалăха лайăхлатрăмăр, анчах тупăш пире 2014 çулхинчен нумайрах памарĕç», - теççĕ тÿрĕ кăмăллă çынсем. Ыйтăва тĕрĕс лартаççĕ. Пахарах продукцишĕн ытларах тÿлемелле. Хресченсем хака ÿстерме ыйтаççĕ. Анчах продукци пуçтаракансем вĕсен ĕçне пурпĕр кирлĕ пек хакламарĕç. Сăлтавне сĕте тирпейлекен предприятисем çине йăвантараççĕ, вĕсем нумайрах тÿлесен килти хуçалăхсене нухрат ытларах пама пуçлăпăр теççĕ.

Сутлăх хак тăвас ĕçре сĕт-çу завочĕсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Эпир экономика кризисне чăтса ирттеретпĕр, производствăна инвестици хывма укçа пайтах кирлĕ тесе, ытти йывăрлăхпа сăлтавласа вĕсем сĕтшĕн виçĕмçулхинчен нумайрах тÿлемерĕç. Анчах кризис пурне те ура хурать. Республикăри килти хуçалăхсенчен продукци йышăнакан сĕт-çу завочĕсен тата хресченсене сĕтшĕн тÿлессипе ырă тĕслĕх кăтартакан регионсен хакĕсен хушшинчи уйрăмлăх самаях. Пирĕн килти хуçалăхсене сахалрах тÿленине çакăнпа çыхăнтармалла мар-ши? Тирпейлекен предприятисен ертÿçисенчен «Хыпар» урлă ял çыннисене ăнлантарса пама ыйтатпăр - темшĕн хуравламаççĕ.

   

ЦИТАТА

Аграри комплексĕсене  çĕнетни хăшпĕр ĕçченсене ирĕксĕрех ĕçрен хăтарма хистет. Пирĕн тĕллев - çынсене вĕсем валли пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене аталантарма лайăх майсем туса парса çĕр ĕçĕнчех вăй хума пулăшасси.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
Михаил Игнатьев
Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Килти хуçалăхсемпе продукци туянакансен ĕçлĕ хутшăнăвĕ лайăх йĕркеленнĕ. Анчах ăна саккун картине кĕртмелле. Икĕ ен пĕр-пĕринпе 9,6 пин килĕшÿ çеç çирĕплетнĕ. Ку питĕ сахал. Ĕçе малалла тăсмалла. Сĕт туса илекенсем çав документсăр сутлăх хака ÿстересси çинчен сăмах та хускатаймаççĕ. Вĕсен продукци пухакан куçĕнчен пăхса сĕтшĕн паракан кĕмĕлпе пĕр сăмахсăрах килĕшме тивет.

Килти хуçалăх тытакан çемьесене юридици сăпачĕсемпе тавлашса тĕрĕслĕх тупма йывăр. Вĕсен хушшине кĕме вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ваккатсене те çăмăл мар. Сĕт сутакан ăна пухаканран суда тавăç тăратса укçа шыраттарнине хальччен илтмен. Продукци пуçтараканран пĕр-икĕ хут нухрат выляса илсен те ыттисемшĕн усăллă тĕслĕх пулĕччĕ. Кун пекки çинчен редакцие пĕлтерĕр.

Чылай çĕрте сĕт пахалăхне продукци пуçтаракансем хăйсен аппарачĕпе палăртаççĕ, пахалăх кăтартăвĕсене кура тÿлеççĕ. Ĕне тытакансем вĕсен объективлăхĕ пирки чылай чухне иккĕленеççĕ. Тавлашуллă ыйтусене ветеринари станцийĕсен тĕпчеме пулăшмалла, хак тăвас ĕçре килти хуçалăхсем майлă пулмалла. Кунта вĕсен тата вырăнти влаç витĕмĕ çителĕксĕр.

Тĕрĕссине уççăн калас килет: республика Ертÿлĕхĕ çирĕп ыйтнипе ветстанцисем пахалăха ÿстерме пулăшрĕç. Пĕлтĕр чылайăшĕн ĕç-хĕлĕпе паллашнă хыççăн çапла пĕтĕмлетрĕм. Вĕсен ырă енне «Хыпарта» туллин çутатрăмăр. Ветстанцисем хăйсен ĕçне кăтартассишĕн ÿлĕм те хаçатпа çыхăну тытасса шанатăп.

Сутлăх хак пирки сăмах тапратсан ĕне усракансенчен нумайăшĕ хушамат-ята хаçатра кăтартма килĕшменнине ăнланатăп: продукци пухаканпа йĕркеленнĕ хутшăну пăсăласран асăрханаççĕ. Анчах ветстанцисем пахалăхшăн пыракан кĕрешĕве çутатас тĕллевпе «Хыпар» урлă общественноçпа çыхăну йĕркелессишĕн тăрăшманни пăшăрхантарать.

Килти хуçалăхсенчен пухакан сĕтĕн сутлăх хакĕпе çыхăннă пĕлтĕрхи юлашки материал «Хыпарта» кĕркунне, предпринимательсем продукцишĕн ытларах тÿлеме пуçласан, кун çути курчĕ. Унтанпа сĕт уйăхсерен хакланчĕ - ĕне усракансем савăнчĕç, редакцие вĕсенчен пĕр çăхав та килмерĕ.

Организацисемпе уйрăм предпринимательсем республикăри килти хуçалăхсенчен туянакан сĕтĕн сутлăх хакĕ /кашни литршăн тенкĕпе/

ЧР Ял хуçалăх министерстви хатĕрленĕ вăтам кăтартусем

Сутлăх хак каллех йÿнелме тытăннине ял çыннисем редакцие нумаях пулмасть, кăрлач вĕçĕнче, пĕлтерчĕç. Хак çак уйăхран чакма тытăнчĕ. Хăвăр шухăшăра электрон адреспа /yuman25@rambler.ru / е редакцие çырса пĕлтерме пултаратăр.

Пĕлтĕр В.Ильина, В.Павлова, З.Васильева /Элĕк/, Е.Евгеньев /Çĕрпÿ районĕ, Топтулкасси Шакшăн/, И.Никифоров тата М.Яковлева, /Хĕрлĕ Чутай/, Р.Иванова /Тăвай/, В. тата Т.Ефремовсем, А.Гордеев, Г.Ершова, В.Калинин, К.Мясников, Ю. тата А. Ивановсем, Т.Налимова, Ю.Уткина, П.Вениаминов, С.Наумова, З.Димитриева /Муркаш районĕ, Мулкачкасси/, М.Карпов /Шупашкар/ 2015 çулăн пĕрремĕш çурринче килти хуçалăхсенчен пухакан сĕтĕн сутлăх хакĕ йÿнелсе пынăшăн тарăхса редакцие çыру ячĕç, ыттисем хăйсен пăшăрханăвне ялсенче тĕл пулнă чухне е телефонпа пĕлтерчĕç. Сутлăх хакпа вăхăтра паллашса тăма кăçал та пулăшăпăр. Редакци ял çыннисемшĕн тăрăшса материалсем çыракан авторсен хушаматне-ятне пытармасть, ĕне усракансен ĕçне тивĕçлипе хакламан организацисемпе предпринимательсене хаçатра тÿррĕн асăнать. Шел, нумай çемье «Хыпара» çырăнса илмен пирки сутлăх хака хăпартассишĕн ял-йышпа пĕрлешсе мĕн тумаллине вуласа пĕлеймест.

Сĕт сутассипе çыхăннă ыйтусене ял пухăвĕсенче, информаци кунĕсенче, район шайĕнчи пуху-канашлура сÿтсе яваççĕ-ха. Анчах кашни районти сутлăх хака тишкерсе танлаштармаççĕ. Килти хуçалăхсенчен сĕт пухассине «Хыпарта» пĕлтĕр анлăн çутатрăмăр. Ку енĕпе информацин пĕр хатĕрĕ те пирĕнпе танлашаймарĕ.

Сĕт туянакан пайтаçăсем редакципе телефонпа çыхăнкаларĕç, хушамачĕсене хаçатра асăннăшăн кăмăлсăрланнине пĕлтерчĕç. «Сутлăх хака продукци пуçтаракансем мар, сĕте тирпейлекен предприятисем лартаççĕ, ăна хăпартма май килменшĕн эпир айăплă мар», - терĕç. «Хăвăр шухăша «Хыпар» урлă ĕне тытакансене уççăн тата туллин пĕлтерме май туса паратпăр, хăйсене йĕркеллĕ тытакансене редакцире яланах хапăл», - тесе Пичет çуртне пыма темиçе йыхравласан та дискуссие хутшăнмарĕç. Кăçал çине тăрсах вĕсемпе ырă хутшăнусем йĕркелес кăмăл пур. Халăхшăн усăллă та питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ.

Тирпейлекен предприятисем сутлăх хака иртнĕ уйăхра пĕлтĕрхинчен аванах чакарни сĕт пахалăхĕпе çыхăнман. Вĕсем пĕрремĕш вырăна килти хуçалăхсене е ял хуçалăх организацийĕсене мар, экономика лару-тăрăвне шута илсе тупăш ытларах илессине лартаççĕ. Килти хуçалăхсем вĕсен монополийĕпе кĕрешеймĕç. Ку ыйтупа влаç ял çыннине нумай пулăшрĕ, малашне те çаплах пуласса шанатпăр.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.