Фермерсен хăвачĕ вăйланать

6 Утă, 2016

Республикăра ял хуçалăх про­дук­цийĕ кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче пĕлтĕрхи çав хушăринчен 9,3 процент нумайрах туса илнĕ. Çак ÿсĕмре хресчен-фермер хуçалăхĕсен тÿпи те пур. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх — 1990 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне — 7, 1996 ç. — 950, 2000 ç. — 1286, 2005 ç. — 1948, 2006 ç. — 1993, 2007 ç. — 2325, 2013 ç. — 1351, кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1384 /çулталăк каяллахинчен 5,1 процент ытларах/ ХФХ шута илнĕ. 1990 çулта вĕсем 81 гектар çĕрпе çеç усă курнă. 2007 çулта вăл 23058 гектара çитнĕ. Халĕ — 35,6 пин. Ăна пысăклатсах пыраççĕ.

2008-2011 çулсенче ХФХсен шучĕ 1083-рен 1737-е çитрĕ. 2011 çулта Элĕк /145/, Патăрьел /159/, Шăмăршă /170/ районĕсенче чи нумайччĕ. 2013 çулта Комсомольскисен — 215, Патăрьелсен — 135, Шăмăршăсен — 105, Муркашсен — 95, Куславккасен — 93, Элĕксен 88 ĕçленĕ.

2012 çултанпа федерацин «Ĕç пуçаракан фермер» программи пурнăçланать. Пирваях 51 фермера конкурс витĕр кăларса — 54, 3 çемье фермине 28,94 миллион тенкĕ парса пулăшрĕç. Унтанпа патшалăх ял хуçалăхĕн пысăк формăллă предприятийĕсене çеç мар, пĕчĕккисене те тĕревлет. Вĕсене аталантарма 2012-2016 çулсенче 398,2 миллион тенкĕ куçарнă. Патшалăх пулăшăвĕпе пурĕ 217 фермер тата 30 çемье ферми усă курнă. Кăçал 33 ХФХна, 7 çемье фермине тата ялсенчи потребительсен 2 кооперативне грант панă.

«Хыснаран вĕсене укçа уйăраççĕ-ха. Анчах питĕ сахал. Илекенсен йышĕ те пĕчĕк», — тенине илткелетĕп. Асăннă программа — федерацин, грант параканни — РФ Ял хуçалăх министерстви. Миçе ХФХна тата мĕн чухлĕ уйăрассине вăл палăртать. Фермерсене укçа нумайрах кирлине унта пĕлеççĕ паллах. Анчах патшалăх вĕсене çителĕклĕ пулăшаймасть. Чăнлăха шута илме тивет.

ХФХсен 97 проценчĕ кил хуçалăхĕсенче çуралса çитĕннĕ. Налук тÿлес мар тесе патшалăхăн тивĕçлĕ органĕнче нумайăшне пĕр хушă шута илтермерĕç. Патшалăх 2012 çултанпа пулăшу кÿнине курчĕç те регистрацилеттерме тытăнчĕç. 2010-2014 çулсенче продукци туса илессине ÿстерчĕç. 2013 тата 2014 çулсенче пухса кĕртнĕ мĕн пур тырпулăн 26,5 тата 29,5 проценчĕ ХФХсен пулнă.

Вĕсен производство хăвачĕсем хушăнчĕç, укçа çаврăнăшĕ пысăкланчĕ, обществăри рейтингĕ ÿсрĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен наука-тĕпчев институчĕ 2003 тата 2009 çулсенче ирттернĕ ыйтăм çакна кăтартса панă: респондентсен 19,7 тата 21 проценчĕ ХФХсем ял хуçалăхĕнче продукци туса илекен тĕп вăй, 40,1 тата 47 проценчĕ ял хуçалăхĕн пысăк организацийĕсем хыççăн продукци туса илме пулăшакан организацисем тата альтернатива пулмалла. 11,8 тата 5,3 проценчĕ çеç ХФХсем пачах кирлĕ мар тенĕ.

Куратпăр ĕнтĕ, çынсем фермерсене тивĕçлипе хаклама тытăнчĕç. Мĕншĕн тесен ХФХсем продукци чылай туса илнине, сутнине хăйсен куçĕпе курчĕç. Производство-техника никĕсне тĕреклетеççĕ, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртеççĕ. Çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта иртнĕ Фермер кунĕнче çакна пĕлтерчĕç: ХФХсем юлашки вăхăтра çеç çĕнĕ ĕç вырăнĕ 420 тунă, мăйракаллă шултра 5841 выльăх усраççĕ. ХФХсем туса илекен продукци калăпăшĕнче ĕç пуçлакан фермерсен тата çемье фермисен тÿпи 12 процент.

2016 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре ялсенчи потребительсен 105 кооперативне /çулталăк каялла — 120/, çав шутра продукци вырнаçтараканнине — 28, пулăшу ĕçĕсем пурнăçлаканнине — 55, ял хуçалăхне тĕрлĕ материалпа тивĕçтерекеннине 45 шута илнĕ. Ытларах халăхран сĕт, тĕштырă, çĕрулми, аш, пыл пуçтараççĕ. Пĕлтĕр вĕсем пĕр миллиард тенкĕлĕх сутнă. 2015 çулта 14-шĕ кăна 88,6 пин тонна сĕт /2014 çулхинчен 87 процент нумайрах/ пухса тирпейлекен предприятисене ăсатнă. Комсомольски районĕнчи «НУР», Патăрьел районĕнчи «Патăрьел сĕчĕ», Канаш районĕнчи «Сĕт картишĕ-Канаш» ЯПКсем чи нумай пуçтараççĕ.

Кооперативсем ассоциацисем йĕркелесе продукцие тирпейлемелли завод-цех ытларах уçма вăхăт çитнĕ. «Пурнăç вĕсен ертÿçисене çак тĕллеве пурнăçлама пĕр сĕтел хушшине лартатех», — тет ЧЯА ректорĕ пулнă Николай Кириллов профессор. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Вĕсенчен пĕри — кредитăн процент ставки пысăк пулни. Кивçене нумай çул тавăрмалла. Темиçе ЯПК укçа хывса тунă тирпейлекен предприятишĕн процент тÿлемелле мар.

Паян Йĕпреç районĕнчи «Сĕт империйĕ», Çĕрпÿ районĕнчи «Çут çанталăк ырлăхĕ» тата «Ырă вăрлăх» ЯПК­сем — республикăри потребитель кооперативĕсемшĕн тухăçлă ĕçленине кăтартакан тĕслĕхсем. Вĕсем тирпейлеме сĕт — 1193,2, пахчаçимĕç — 200, хĕвелçаврăнăш 6,3 тонна туяннă, сĕтрен апат-çимĕç — 1790, сок — 225, повидло 6 тонна хатĕрленĕ.

Çапах та тавар туянакан­сене продукципе туллин тивĕç­терекен ЯПКсем çите­лĕксĕр. Халăха пахча­çимĕçе, улма-çырлана, сĕте, аша тирпейлекен завод-цех ытларах кирлĕ. Çĕнĕ Шупашкар çумĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăра çитĕнтерекен помидора пурте килĕштеретпĕр. Анчах унпа республикăра пурăнакансене пурне те тивĕçтерме май çук тата хăйĕн сезонĕнче кăна сутаççĕ. Ытти чухне чикĕ леш енчен, ытти регионтан илсе килнипе çырлахма тивет. Ютран ир пулакан çĕрулми, купăста, кишĕр, ыхра, салат, хăяр, пăрăç, панулми, груша, слива, виктори, черешня тата темтепĕр килет. Вĕсене пирĕн ХФХсем çитĕнтерме пĕлмеççĕ-ши?

Çитес çулсенче республикăрах ÿстерессе шанас килет. ХФХ ертÿçисем пасарсенче пысăк тупăш илнине лайăх пĕлеççĕ. Ял хуçалăх продукцийĕн пĕр пайне чикĕ леш енчен илсе килме чарнине шута илсе, хамăрăнне сутма тăрăшса пасар-лавккара хăйсен вырăнне тупаççех, ют продукцишĕн тивĕçлĕ конкурентсем пулаççех.

Кăçал патшалăх çÿлерех асăннă «НУР» тата Комсомольски районĕнчи «Али» ЯПКсене автотехника туянма, какай тирпейлекен цех уçма грант 11,7 миллион тенкĕлĕх панă.

ХФХ-ЯПК умĕнче йывăрлăх нумай. Ĕç пуçласа ярас текенсем часах пирвайхи капитал пухайманнине туяççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăнисене харпăр хăй ĕçне пуçарма панă укçапа трактор-машина туянаймастăн. Банка салук хывайман пирки вĕсене кредит памаççĕ. Техника паркĕнче е фермăра паянхи пурнăç ыйтнине тивĕçтерекен салтăнмалли-тăхăнмалли пÿлĕм тумалла. Унта сивĕ тата ăшă шыв, газ кĕртмелле, çăвăнса тасалмалли пÿлĕм, туалет тумалла. Производство çуртне хăпартма е тĕпрен юсама проект тутармалла, ăна инженери сечĕсемпе çыхăнтармалла. Лизинг мелĕпе кивçен илсен пирвайхи тÿлевпе татăлмалла. Кредита проценчĕпе пĕрле кашни уйăхра тавăрма пуçламалла.

Тата ытти нумай ыйту капланать. Йывăр пулин те татса параççĕ. ХФХ-ЯПК йышĕ, вĕсенче вăй хуракансен ĕç укçи, производство калăпăшĕ ÿснинчен, çĕнĕ трактор-машина туяннинчен, фермăсем çĕкленинчен, ытти пурлăха хушнинчен çакă яр уççăн курăнать. Апла пулсан йывăр лав малаллах каять!

Юрий МИХАЙЛОВ.


Иван ИЛЬИН, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен наука-тĕпчев институчĕн сотрудникĕ, философи наукисен кандидачĕ:

— ХФХсен 1990 çулта сухалакан-акакан çĕр питĕ сахалччĕ. 2010 çулта 68,9 пин гектарпа усă курчĕç. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре çуллен пысăклатрĕç, продукци ытларах туса илме пуçларĕç. Республикăра туса илнĕ ял хуçалăх продукцийĕн производствинче вĕсен тÿпи 1995 тата 2009 çулсенче 0,4 тата 5,2 процент пулнă — кăтарту кашни çулах пысăкланса пынă. Çапах та ХФХсен продукцийĕн калăпăшĕ кил тата ял хуçалăх организацийĕсен производствинче пĕчĕк-ха. Ĕç тухăçлăхне, производствăна палăрмаллах ÿстермелле.

Александр ЖУКОВ, ял хуçалăх министрĕн заместителĕ:

— Патшалăх ХФХсене 2012 çултанпа ăратлă выльăх, ашлăх ĕне выльăх туянма, выльăха, ял хуçалăх культурисене страхланăран пулакан тăкакăн пĕр пайне саплаштарма, ХФХсен çĕрне шута илтерме, ял хуçалăхĕнче ÿсентăран продукцийĕ, ытти культурăсем туса илме, сĕт сутнăшăн /кашни килограмм пуçне/ субсиди уйăрать. Вĕсем ку пулăшупа ял хуçалăх организацийĕсемпе танах усă кураççĕ.

Юрий ПЛОТНИКОВ, Шупашкар районĕнчи ХФХ ертÿçи:

— Вунă çула яхăн купăста, хĕрлĕ кăшман, кишĕр çитĕнтерсе сутатпăр. Ĕçлесе илнĕ укçапа çĕре сухаламалли, кăпкалатмалли, вăрлăх акмалли, калча лартмалли, пахчаçимĕçе пухса кĕртмелли, турттармалли трактор-машина туянтăмăр, ăна хĕл каçармалли икĕ управ турăмăр. Хĕлле, çуркунне тата çĕнĕ тухăçа пухса кĕртиччен сутса услам нумайрах илетпĕр. Управсенчи сывлăш температурине кирлĕ пек тытса тăма ятарлă хатĕр вырнаçтарма палăртрăмăр. Вĕсене пула пахчаçимĕçе пахалăхлă сутăпăр. ХФХсене кредитсăр аталантарма йывăр. Эпир те сахал мар илнĕ. Çуллен пысăк тупăш курсан, кашни тенке ăçта ярассине шутласан, тăкаксене вăхăтра сапласан техника-машина, ытти пурлăх пухăнатех. Йывăрлăхсене çĕнтерме чăтăмлăх çитерĕр, сывлăха упрăр.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.