Сĕткен паракан, шанчăк çуратакан çăлкуçсем

Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăлкуçĕсем» фестивалĕ — Республика кунĕпе çыхăннă тĕп мероприятисенчен пĕри. Çирĕм тăваттăмĕш хут иртрĕ вăл Чăваш Енре. Астăватăп-ха: çак «çăлкуç» йĕркелÿçисем виçĕ регионти халăх пултарулăхĕн хастарĕсем пулчĕç. Ун чухне фестиваль «Атăлçи çăлкуçĕсем» ятпа çÿретчĕ. Вăл наччасрах анлă Атăл пек мăнаçланса кайрĕ, хăйĕн техĕмлĕ «шывĕпе» чунăмăрсене канăç кÿчĕ. Раççейри тата Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхĕнчи халăх пултарулăх коллективĕсем çеç мар, чикĕ леш енчен те килме пуçларĕç шурă Шупашкарăмăра. Тĕрлĕ çулта фестивале Итали, Словаки, Египет, Турци, ытти çĕршыв ансамблĕсемпе мусăкçисем хутшăннă.

Тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре çеç мар, Шупашкарти тĕрлĕ кĕтесре те, çавăн пекех районсенче те /Етĕрнере, Шăмăршăра, Елчĕкре, Муркашра, Йĕпреçре, Вăрнарта, Канашра.../ чăвашсен, пушкăртсен, калмăксен, итальянсен, чукчасен, нимĕçсен, осетинсен, белоруссен, вырăссен тата ытти халăх çыннисен юрри-ташши, кĕвви-çемми янăраса, кĕрлесе, шăранса тăчĕç. Халăхсен туслăхĕн палли пулчĕ çакă. Çав самантра Чăваш Енри хула е ял çыннинчен: «Сире çакăн пек уяв кирлех-ши?» — тесе ыйтнă пулсан вĕсем, иккĕленместĕп, питĕ кÿреннĕ пулĕччĕç. Куç умне акă Елчĕкри, Шăмăршăри, Вăрмарти тĕлпулусем тухса тăчĕç. Шăрăх çанталăка пăхмасăр сцена умĕнче икĕ-виçĕ сехет ларчĕç, кашни коллектива алă çупса кĕтсе илсе ăсатрĕç унта пурăнакансем.Çав вăхăтра ял çыннисен пит-куçĕ сар хĕвелтен те çутăрах çиçетчĕ. Итальянла та калмăкла, чукчалла та нимĕçле юрланине тата ăçта, хăш концертра итлеме май килетчĕ-ши? Шăпах ун чухне çакăн пек ĕмĕт те çуралнăччĕ: «Эх, ентешĕмĕрсене Раççейре пурăнакан пур халăхăн культурипе, йăли-йĕркипе паллаштармалли самант хăвăртрах çиттĕрччĕ».

Кăçалхи уява Раççейĕн 16 регионĕнчен 17 коллектив хутшăнчĕ. Вĕсем — Дагестан, Крым, Тутарстан, Коми, Калмăк, Мари, Удмурт республикисенчен, Архангельск, Киров, Ленинград, Новгород, Рязань, Челябинск, Ярославль, Мускав тата Саратов облаçĕсенчен. Юрри-ташшипе Чăваш Енре пурăнакансене савăнтарнисĕр пуçне хăйсем те кăмăллă юлнине пĕлтĕмĕр. Акă, сăмахран, Калмăкри «Дольган» ташă ансамблĕн ертÿçи Владимир Лиджи-Горяев çапла пĕлтерчĕ: «Чăваш Ене ансамбльпе иккĕмĕш хут килтĕм, анчах хальхинче — урăх йышпа, урăх ачасемпе. Вĕсем фестивале çунса тăракан куçпа сăнарĕç. Тинех вĕсем эпир пурăнакан вырăна çывăх Каспи тинĕсне юхса кĕрекен Атăла курчĕç. Хĕрачасем тĕрĕ музейне кĕрсе тухрĕç, мĕн курнипе халĕ те хĕмленсе тăраççĕ. Арçын ачасем Атăлта чăмпăлтатма ĕмĕтленеççĕ». Крымри «Севастополь» ансамбль ертÿçи Ольга Зверева та çулçÿревпе кăмăллă юлнă: «Эпир «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале пĕрремĕш хут хутшăнтăмăр. Уйрăмах мĕн килĕшрĕ-ха кунта? Шупашкар! Çÿллĕ вырăнтан вăл алă тупанĕ çинчи пекех курăнать. Атăл питĕ сарлака, вĕçĕ-хĕрри çук тейĕн. Хула çыннисем уçă кăмăллă, хăнасене питĕ тарават. Эпир те хамăр патра сире ăшшăн йышăнăпăр». «Лысва войт» ансамбль ертÿçи Екатерина Григорьева /Коми Республики/ пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Енри «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале лекес текенсен хушшинче конкурс ирттернĕ. «Эпир çĕнтертĕмĕр. Хамăрпа пĕрле хурăн хуппинчен ăсталанă музыка инструменчĕсене илсе килтĕмĕр. Вĕсен сасси вăрман шавне, çулçăсен пăшăлтатăвне, кайăксен юррине аса илтерет. Фестивальте чăваш юррисене кăмăлтан итлерĕмĕр, вĕсен илемĕпе килентĕмĕр», — терĕ.

«Элĕк çĕрĕ çинче пире питĕ лайăх, тăвансене йышăннă пек кĕтсе илчĕç. Калăн: эпир кунта пĕрремĕш хут мар, ĕмĕрĕпех çак çĕр çинче пурăннă, пурне те пĕлетпĕр, паллатпăр тейĕн. Салари этнокультура комплексĕ те, Шупашкарти Василий Чапаев музейĕ те, симĕс урамсем те тата, паллах, куракансен ăшă йышăнăвĕ те кăмăла çĕклерĕç», — терĕ Дагестан делегацийĕн ертÿçи Садуй Садуев. Çак сăмахсем пирĕн ĕçе хак параççĕ, Республика кунне тата та кăсăклăрах ирттерме майсем шырама хистеççĕ. Çапла тума тăрăшатпăр та.

Пысăк фестивалĕн пĕчĕк çавра кунĕнче — вунă çулхи юбилейĕнче — Шупашкарта халăх пултарулăхĕн Пĕ­тĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурсĕ пĕрремĕш хут иртрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнине çĕнсе илессишĕн кăçалхипе вунтăваттăмĕш хут ăмăртрĕç ал ăстисем. Ытти çул унта Чăваш Ен маçтăрĕсем йышлăн хутшăнатчĕç: тĕрĕ тĕрлекенсем, капăр çи-пуç хатĕрлекенсем, йывăçа касса эрешлекенсем, тăм тетте тăвакансем... Çапах Тутарстан, Удмурт республикисенчи, Липецкри, Чулхулари, Краснодарти, Мари Элти, Пензăри тата ытти хутлăхри ăстасем хутшăнман тăк конкурс хăйĕн ятне туллин уçса параятчĕ-ши? Кăçал «Руç ăстисем» конкурсра 54 маçтăр ăмăртрĕ.

Раççей пуянлăхĕ алмазпа нефть, газ çеç мар, вăл — унăн çыннисем, вĕсен культури. Тăван Чăваш Республикине çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ теççĕ. Чăнах та çаплах. Çак пултарулăх пуррипе эпир шанчăка çухатмастпăр. Тĕрлĕ вырăнти коллективсем, ал ăстисем пирĕн пата килсе курни пире тата çывăхлатать, туслăха, тăванлăха çирĕплетет. Унран та ытларах — ăс-хакăла, кăмăл-туйăма пуянлатать.

Надежда СМИРНОВА.

Магомед МАГОМЕДОВ, Дагестанри «Гергебиль» юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăх ертÿçи:

— Пирĕн ансамбль çур ĕмĕре çитрĕ. Унта 24 çын. Вĕсем, тĕпрен илсен, пурте тава тивĕçлĕ артистсем. Коллектив тĕнчери чылай çĕршывра — Турцире, Португалире, Испанире, Францире — дагестан халăхĕн культурипе, пултарулăхĕпе, йăли-йĕркипе паллаштарнă. Пире Чăваш Енре те питĕ ăшшăн йышăнчĕç. Элĕк çĕрĕ çине те çитсе куртăмăр, чăваш ялĕн пурнăçĕпе паллашрăмăр.

Валентина ВИШНЯПОЛЬСКАЯ, Пензăри «Сурская мозаика» культурăпа кану центрĕн маçтăрĕ:

— Эпĕ Пенза облаçĕнче çуралса ÿснĕ, анчах Шупашкар маншăн иккĕмĕш тăван кил пекех. Чĕрĕк ĕмĕр каялла эпĕ кунти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ. ЧР Художниксен союзĕн председателĕпе Андрей Анохинпа пĕр курсра вĕреннĕ. Юлашкинчен Шупашкарта 15 çул каялла пулнăччĕ. «Руç ăстисем» конкурс çинчен илтсен унта хутшăнма хаваспах килĕшрĕм. Çамрăклăхпа çыхăннă хулара çĕнĕрен пулса курасси — телей. Шупашкар унччен те аванччĕ, халĕ тата хитреленнĕ: симĕс, таса, илемлĕ.

«Руç ăстисем» конкурс çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи ăстасене пуçтарчĕ. Вĕсен алĕçĕсемпе паллашнă хыççăн хăюллăнах çапла калама пулать: Раççейре ăстасем нихăçан та пĕтмĕç.

Вячеслав ПЛАТОНОВ, велосипедистсен «Солнце на спицах» ушкăнĕн ертÿçи:

— Ют çĕршывра икĕ уйăх командировкăра пулнă хыççăн Республика кунне лекесси — телей. Унсăр пуçне манăн тăван Элĕк районĕ те кăçал хăнасене йышăнчĕ. Станислав Вороновăн куравĕпе хавхаланса паллашрăм, Элĕк урамĕсем тăрăх утса тухрăм. Савăнтăм, çавăн пек пысăк ĕçсем пурнăçлама пултарнинчен тĕлĕнтĕм. Куç тулли илем чуна ăшăтрĕ.

 

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.