Çула тухрăм - транспорт ăçта?

3 Çурла, 2016

Пĕр-пĕр ирхине ĕçе е ăçта та пулин урăх çĕре каяс тесе тухатăр та, ак, тамаша, троллейбуссем çÿремеççĕ иккен, автобуссем те рейса тухман. Пурнăç чарăнса ларнă тейĕн! Тĕнче шайĕнчи пĕр-пĕр апокалипсиса сăнлакан фильмри евĕр çакнашкал ÿкерчĕк пулма пултарассине, паллах, паян никам та шанмĕ. Анчах республикăри пассажирсене илсе çÿрекен транспорт предприятийĕсен ертÿçисем çавнашкал хăрушлăх пурри пирки пытармасăрах калаççĕ.

Сăлтавсăр та мар. Асăннă предприятисем финанс енĕпе пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Чăвашавтотранс паянах хăшпĕр маршрутпа автобуссене кирлин 40% чухлĕ çеç рейса кăларать ĕнтĕ. Унăн парăмĕсен калăпăшĕ — 177 миллион тенкĕ. Бензинпа, соляркăпа тивĕçтерекенсем халех 12 миллион тенкĕпе татăлма хистеççĕ. Пенси фончĕ ыйтакан виçе — вун-вун миллион тенкĕ. Чăн та, унпа калаçса татăлнă-ха — юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен татăлмалла. Парăма çав вăхăт тĕлне тÿлемесен суд приставĕсем килĕç...

Шупашкарти троллейбус управленийĕнчи лару-тăру та çăмăл мар. Тĕрев памасан çывăх вăхăтра лайăхланасса шанни вырăнсăр пулас. Çулталăк пуçланнăранпа управлени 383 миллион тенкĕ ĕçлесе илнĕ, тăкакĕсем вара чылай пысăкрах — 442 миллион. Уйăхсерен 63 миллион ĕçлесе илекенскерĕн парăмĕсем паян 80 миллион тенке çитнĕ. Çак виçен çурринчен пысăкрах пайĕ — электроэнергишĕн. Энергосбыт вара пĕлтĕртенпех рубильникпе сехĕрлентерет — киловатсемшĕн тÿлемесен унăн электричество памашкăн пăрахмалли право пур. Пĕр-пĕр кун хайхи рубильникпе усă курĕç те — ак, апокалипсис текенни çитрĕ те... Ку пассажирсен юхăмĕн 60% троллейбуссем илсе çÿрекен Шупашкара мĕнешкел лару-тăрăва кĕртсе ÿкерме пултарасси каламасăрах паллă. Тепĕр тесен, Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус управленийĕн ĕç-пуçĕ те ырăрах тееймĕн. Парăмсем аплах капашсăр мар-ха, анчах унти предприяти хăй те — хулине кура, пысăк мар. Пĕчĕккишĕн пĕчĕк парăм та — тем пысăкăш.

Çак парăмсем мĕншĕн капланнă-ха? Пассажирсене илсе çÿресси паян тупăшлă бизнес-çке. Ахальтен мар кунта уйрăм çынсем те ăнăçлă ĕçлеççĕ. "Перевозчик" текен тытăмсем — пĕтĕмпе 300 ытла, вĕсен — 2 пин ытла автобус. Тупăш илмесен ...лă вĕренпе туртсан та вĕсене ку сферăна илсе кĕреймĕн. Вĕсен техники те пур — хăтлă иномаркăсемех туянаççĕ. Эппин, укçаллă. Апла тăк патшалăх, муниципалитет предприятийĕсем мĕншĕн çапла ĕçлеймеççĕ?

Вĕсен аргуменчĕсенчен пĕри — пассажирсен çăмăллăхлă категорийĕсене тÿлевсĕр майпа илсе çÿреме тивни. Бюджет вара çав тăкаксене туллин саплаштармасть имĕш. "Урăхла каласан хăймине "частниксем" сĕрсе илеççĕ — укçаллă пассажирсене кăна илсе çÿреççĕ, укçасăр халăхăн тĕп пайне вара пирĕн турттармалла", — çапларах ПАТПсен, ТУсен пуçлăхĕсен логики.

Хăйсен шухăшне вĕсем иртнĕ эрнере республика Пуçлăхĕн шайĕнче иртнĕ канашлура та палăртрĕç. Чăвашавтотрансăн "тухса ÿкекен" тупăшĕ пĕлтĕр 141 миллион тенкĕ урлă каçнă, Шупашкарти троллейбус управленийĕн — 130 миллион тенкĕ ытла, Çĕнĕ Шупашкар троллейбусникĕсен — 9 миллион ытла...

Республика влаçĕсем хирĕçлеççĕ: эсир çăмăллăхлă çынсене илсе çÿренине тĕрĕс шута илессине йĕркелемен... "Эсир — коммерци организацийĕ — хăвăр ытларах ĕçлесе илме тивĕç", — тени те илтĕнет. Тĕрĕссин тĕшши икĕ ен аргуменчĕсенче те пур-тăр, анчах ку тавлашу ыйту çивĕчлĕхне сиреймест-çке — çакă хăратать.

Чăвашавтотрансăн Шупашкарти Гагарин урамĕнчи кантурне сутса парăмсене татасшăн пулнă, анчах Министрсен Кабинечĕ ку шухăша пăрахăçланă. Çĕнĕ Шупашкарти троллейбус предприятийĕн те сутмалли çук мар — пысăк çĕр лаптăкĕ йышăнаканскер унăн пĕр пайне сутсан алă-ура çавăрса яма пултармалла пек. Анчах тăкаксене пурлăх сутса саплаштарни те çивĕчлĕхе вăхăтлăха чакарни кăна пулмĕ-ши?

Шупашкар влаçĕсем тĕп хулара пĕр килекен маршрутсене пĕтерни кăштах та пулин пулăшасса шанаççĕ. Сăмахран, уйрăм çынсен Çĕнĕ Шупашкартан килекен автобусĕсем Богданкăна та, çурçĕр-хĕвеланăç районне те çитеççĕ. Кÿкеçе хутлакан пĕчĕк автобуссем пирки те çавнах каламалла. Вĕсем троллейбуспа çÿреме тивĕç пассажирсене пуçтараççĕ те — троллейбус управленийĕ укçа çухатать, çавăнпа "мăйракаллă" транспорт маршручĕсем çинче маршруткăсен шутне чакармалла-мĕн. Çĕнĕ Шупашкар мэрĕ Игорь Калиниченко та çак шухăш майлă: хуласен хушшинчи маршруткăсем станцирен станцие кăна çÿреччĕр...

Таса мар шывпа пĕрле ачана та кăларса пăрахнă пек туйăм çуралмасть-и? Транспорт предприятийĕсен нушине пассажирсен хăтлăхĕн шучĕпе татса парас тениех вĕт! Çĕнĕ Шупашкар çынни Шупашкарта ĕçлет тейĕпĕр — унашкаллисем пайтах. Хуласен влаçĕсем сĕнни тÿрре тухсан хайхискерĕн малтан троллейбуспа химиксен хулинчи автостанцие çитмешкĕн тÿлемелле, унтан — Шупашкара килме тепĕр тÿлев. Кунта ĕç вырăнĕ юлашки чарăнуран инçе мар-тăк аван-ха, анчах çуран çитме çук пулсан каллех троллейбуса ларма тивĕ — виççĕмĕш тÿлев. Каçхине çак мелпех киле таврăнмалла. Шалу çул укçипех пĕтет вĕт — кунашкалли кама килĕштĕр?

Çухалакан укçана урăх çĕрте шырамалла мар-ши? Калăпăр, автовокзалсене вĕлле хурчĕ пек сырса илнĕ "вăрттăн" таксистсен кĕсйисенче. Служба машинисемпе çÿрекен мэрсем-мĕнсем çакна курмаççĕ-тĕр, анчах паян вокзалсем патне çав таксистсем çулăхмасăр утса çитме çук вĕт: Патăрьеле, Улатăра, Чулхулана — кирек ăçта илсе çитерме хатĕр. Налук тÿлемеççĕ, пассажирсене страховкăпа тивĕçтермеççĕ — патшалăхăн, муниципалитетсен транспорт предприятийĕсен çăкăрне туртса илеççĕ. Вĕсем пирки никам та калаçмасть. Çапла ĕнтĕ, йĕрке тумашкăн ĕçлемелле вĕт. Пĕтĕм тăкака бюджетран саплаштармашкăн ыйтма вара чылай çăмăлрах.

Николай КОНОВАЛОВ.

 

Алексей ЛАДЫКОВ, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ:

— Тĕп хулара пассажирсене илсе çÿрекен транспорт 63 маршрутпа çÿрет: 17 троллейбус тата 45 автобус маршручĕсем. Пĕтĕмпе — 467 автобус. Микроавтобуссене пысăкраххисемпе улăштарса вĕсен шутне чакарасшăн.

Хула витĕр хула çумĕнчи 17 маршрут автобусĕсем иртеççĕ. Вĕсем троллейбуссемпе çÿреме тивĕç пассажирсене те илсе çÿреççĕ. Çавна май троллейбус управленийĕн çак рынокри тÿпи юлашки çулсенче 21% чакнă. Предприяти çĕнĕ техника туянаймасть. 277-рен 175 троллейбус кăна çул çÿрет. 2014 çулта хула шучĕпе эпир 8,3 миллион тенкĕлĕх икĕ троллейбус туяннă. Управленин тĕп парăмĕсем — электроэнергишĕн, техника паркне юсанăшăн.

 

Сергей АКАЗЕЕВ, "Чăвашавтотранс" ПУП гендиректорĕ:

— Эпир илсе çÿрекен пассажирсен çăмăллăхлă категорийĕсен йышне ытларах кăтартма тăрăшатăр тени тĕрĕс мар. Мĕнпур автобусра терминалсем пур — пĕтĕмпех шута илетпĕр. Эпир — патшалăх предприятийĕ, манăн тивĕç — предприятие упраса хăварасси. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен Пенси фончĕпе татăлмарăмăр тăк — йывăрлăха кĕрсе ÿкес хăрушлăх пысăк.

Автобуссем кивелнĕ — 88% çичĕ çултан "ватăрах". Планра — пысăк 20 автобус туянасси, пассажирсене илсе çÿрес енĕпе кашниех 6 микроавтобуса улăштарма тивĕç. Паян эпир çынсене илсе çÿрессин рынокĕн 22% йышăнатпăр. Налуксене тÿлетпĕр, автобус лартмалли вырăнсем, производство бази — пĕтĕмпех требованисене тивĕçтерет. Республика енчен пулăшу кирлех.

 

Александр КАНЫГИН, "Шупашкарти троллейбус управленийĕ" МУП директорĕ:

— Шупашкарти пассажирсен 60% — троллейбус управленийĕн тÿпи. Пире çăмăллăхлă категорисен йышне шута илессине йĕркелеменшĕн ÿпкелеççĕ. Йĕркеленĕ — пĕтĕмпех шута илетпĕр. Лару-тăру вара чăннипех çăмăл мар. С оциаллă çивĕчлĕх те çук мар — ĕç укçине те ÿстерейместпĕр, юлашки çулсенче ăна пĕтĕмпе те 4,2% кăна пысăклатнă. Ĕç-пуçа пире электроэнерги пама пăрахасси патне илсе çитерме юрамасть. Анчах 1-2 уйăхран çапла пулса тухма пултарать. Электричествăсăр троллейбуссем çÿрейми пулсан — пĕтĕмпех чарăнса ларĕ. Ĕçлекен халăх тĕпрен илсен троллейбуссемпе çÿрет...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.