Чăваш туйĕ темиçе пайлă спектакль пулма пăрахрĕ

16 Чÿк, 2016

«Çак кунсенче хĕр çураçма кайрăмăр. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине, йăли-йĕркине пĕри те чухламастпăр. Пире, тĕрĕссипе, вĕрентекен те, калакан та пулман. Шел, чăваш туйĕн йăли-йĕрки манăçса пырать. Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи пикене килĕшрĕмĕр. Çав каçах ăна каччин килне лартса каяс терĕмĕр. Хĕре килĕнчен илсе тухнă чухне мĕнле йĕркене пăхăнмалла? Еплерех сăмахсем каламалла? Чухлакан çук. Йăли-йĕрки кашни тăрăхра расна тата. «Кил-çуртпа сывпуллашатăп, халĕ тăван киле каятăп», — теме хистерĕç Чутай тăрăхĕнчисем. «Тăван кил çуралнă кил мар-им-ха?» — хирĕçлеме пăхрăмăр эпир. Унтан тата: «Хĕртсурт, атя пĕрле», — теме хушрĕç хĕре. Чиперук арпашăнса кайрĕ, Хĕртсурт вырăнне: «Христос, атя пĕрле!» — терĕ. Унтан тата туйра çĕнĕ çынна кĕтсе илнĕ, çамрăк мăшăра пилленĕ чухне мĕнле сăмахсем каламалла? Камран, ăçтан вĕренмелле вĕсене, туйсене халĕ ытларах столовăйсемпе ресторансенче ирттерме пуçларĕç те», — пăшăрханса калаçрĕ çак кунсенче пĕлĕшĕм.

Унăн пăшăрханăвĕ мана та шухăша ячĕ. Икĕ çул каялла анатри чăвашсен туйĕнче пулма тÿр килнĕччĕ. Яла хĕр кăларма кайрăмăр. Унтан район центрĕнчи мăшăрлану керменне çырăнма кĕтĕмĕр. Унтан «çĕнĕ çынна» каччин килне илсе килсе йăла-йĕркене пăхăнанçи турăмăр. Кĕçех район центрĕнчи кафене савăнăçлă çак пулăма паллă тума кайрăмăр. Шел те, туйра никам та чăвашла тумланманччĕ. Туй юрри юрлани те пулмарĕ. Ĕçкĕ-çикĕ /ман ăна туй теес килмест, пĕркенчĕк айĕнчи хĕрпе хура костюм тăхăннă каччăсăр пуçне кунта мăшăрланăва сăнлакан паллă тек çукчĕ/ вăраха тăсăлчĕ, нумайăшне килĕшнĕн туйăнчĕ. Венчет çĕрри тăхăнма килĕшнĕ пике кĕпине Греци стилĕпе çĕлетнĕ. Грексен рецепчĕпе хатĕрленĕ салата астиврĕмĕр. Ют халăх кĕвви-çеммипе ташларăмăр. Шел, чăвашли нимĕн те пулмарĕ. Çĕнĕ мăшăра кĕтсе илнĕ чухне те, пилленĕ самантра та йăлана кĕнĕ сăмахсене каланине илтеймерĕм. Ашшĕ-амăшĕ хăйсем пĕлнĕ пек калакаларĕç те — çырлахрĕç. Калемçĕ пулнă май ялсене тăтăшах çитетĕп, унта пурăнакансемпе тĕрлĕ темăна хускататăп. «Çамрăк мăшăрсене ялсенче çырăнтарма пăрахнă хыççăн туй йăли-йĕрки пушшех манăçма пуçларĕ», — тет чылайăшĕ. Чăн та, пĕр-пĕрне савакансем район центрĕсемпе хуласенче çырăнма пуçланă хыççăн туйсене кафесенче ирттересси йăл илчĕ.

Самана улшăннă, çĕнĕлĕхсем пурнăçа çиçĕмле хăвăртлăхпа кĕрсе пынă май йăла-йĕрке те ылмашăнсах пырать. Астăватăп-ха: вăтăр çул каялла ялта туй курма ятарласа çÿреттĕмĕр. Ватти те, вĕтти те пуçтарăнатчĕ унта. Туя пĕр уйăх маларахах кĕтме пикеннĕ. Чаплă спектакль кăтартаççĕ тейĕн... Тăван-хурăнташ мар пулин те уяса тăман, такам патне те туй курма кайнă. Туй арăмĕсем такмак каласа ташланине, пĕркенчĕк айĕнчи хĕре питĕ курас килетчĕ. Халĕ ялтисем патне туй курма кай-ха: «Ĕçме-çиме килнĕ-им?» — теççĕ. «Туя туй арăмĕсем пуянлатаççĕ», — тесе ахальтен каламан пулĕ ваттисем. Чаплă туйра вĕсен йышĕ 30-40-рен те иртетчĕ. Туй халăхĕ килĕрен киле çÿрени те асрах. Трак тăрăхĕнче чăн чăваш туйĕ эпир ачапча чухне виçĕ куна тăсăлатчĕ. Пĕрремĕш кунхине арçын туйĕ /туй арăмĕсемпе пĕрле ĕнтĕ/ хĕр илме каятчĕ. Туй арăмĕсем хура шупăр тăхăнатчĕç, умĕсенче – саппунччĕ, ун çийĕнче — амаччĕ. Пуçа хушпу капăрлататчĕ. Урара — сăран атăччĕ. Иккĕмĕш кунхине хĕр енчисем каччă килне кайнă. Хĕр енчи туй арăмĕсем шурă кĕпе тăхăнатчĕç. Виççĕмĕш кунхине çĕнĕ мăшăр хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ патне хăнана /таврăна/ килнĕ.

Авал чăвашсен туй йăли-йĕрки тата пуянрах пулнă. Вăл темиçе эрнене тăсăлнă. Хĕр килĕшни, туй умĕнхи йăла-йĕрке хăйнеевĕрлĕ пулнă. Туй хыççăнхи йăласене те туса ирттернĕ. Çак йĕркене пăхса тăма авланакан каччă енчен хисеплĕ пĕр-пĕр арçынна шаннă. Шел те, паян ялсенче чăваш туйĕсем иртмеççĕ. Çавăнпа хĕр патĕнче «хапха туяннине» те, хĕртен арăм тунине палăртса тухья вырăнне хушпу тăхăнтартнине те, çĕнĕ кин шыв патне кайнине те кураймăн, хĕр йĕррине те итлеймĕн. Ытти тĕрĕк халăхĕсен ку енĕпе лару-тăру еплерех-ши? Вĕсен те йăли-йĕрки манăçать-ши? Çак кунсенче Чăваш Республикинчи тутарсен наци-культура автономийĕн председателĕпе, Комсомольски районĕнчи Урмаелте пурăнакан Ферит Гибатдиновпа тĕл пулма тÿр килчĕ. Ферит Абдуллович чÿк уйăхĕнче ывăлне авлантарать. «Эпир туй йăли-йĕркине упрама тăрăшатпăр. Туй умĕн ватă çынсене, тăвансене йăла-йĕркене туса ирттерме 5 хутчен те пухрăмăр. Ватăсем çамрăксене парне пани те питĕ хăйнеевĕр иртет пирĕн. Хăшпĕр йĕркине сиктеркелерĕмĕр, туйччен 7-8 хут та пуçтарăнмаллаччĕ атту. Туйне кĕрлеттернĕ хыççăн та йĕрки-курки вĕçленмест-ха. Сăмах май, савăнăçлă çак куна эпир яланах пысăк йышпа ирттеретпĕр. Ывăлăмăрăн туйне 300 яхăн çынна чĕнтĕмĕр», — тĕлĕнтерчĕ пĕлĕшĕм. Çапла вара мишерсен туй йăли-йĕрки пĕр уйăхах тăсăлать. «Раççей тĕрĕкĕсем» документлă фильма пăхнă хыççăн кăмăл çĕкленчĕ. Балкарсем, карачайсем, кумыксем, нухайсем, алтайсем, азербайджансем, пушкăртсем хăйсен туй йăли-йĕркине упраса хăварма пултарнă. Кумык хĕрне ĕлĕкхиллех кавир витнĕ лашапа /е çиелтен кавир витнĕ кивĕ йышши шурă «Волгăпа»/ илме пыраççĕ. Хĕр «куç ÿкесрен» тутăрпа пĕркенет. Карачайсем туй валли ятарлă çиме — уча — хатĕрлеççĕ. Балкарсен качча каякан хĕр çичĕ тутăр айĕнче пытанать. Унăн сăнне туйра пуринчен малтан шурсухалсем кураççĕ. Кумыксен туйĕнче авланакан каччă уйрăм çуртра, юлташĕсемпе пĕр сĕтел хушшинче ларать. Хĕре ашшĕ-амăшĕн килне унсăрах илсе пыраççĕ. Çамрăк упăшка килне çĕрле кăна таврăнать. Алăкран мар, карта урлă каçса кĕрет. Йĕрке тăрăх ăна пĕр çыннăн та курмалла мар. Турккăсен вара качча каякан пике туй умĕн хĕр тусĕсемпе хна каçне ирттерет. Туй умĕн «çĕнĕ çынна» ватăсем парне — ылтăн сулăсем, ытти хаклă йышши капăрчăксем — параççĕ... Апла пулсан йăла-йĕркене упрасси йăлтах хамăртан килет. Мишерсен çамрăкĕсем ялах юлаççĕ, аслисемпе пĕрле пурăнаççĕ. Ăçта ватти унта латти пур тенешкел шураппасемпе шурсухалсем яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа вĕрентсе пыраççĕ, йăла-йĕркене манма памаççĕ.

Роза ВЛАСОВА.

 

Валерий Муравьев, çыравçă:

— Чăваш туйĕ пирĕн тăрăхра та тахçанах пулман. Ăна мĕнле ирттермеллине пĕлекенсем пур-ха, анчах та туйсене кафере е ресторанта ирттерни пĕтĕм чăваш йăли-йĕркине манăçа кăларчĕ. Ним асамлăхĕ те, асра юлмалли те çук çакăн пек туйра. Парне параççĕ те ташлаççĕ. Çакă çеç. Чăваш туйне ăна кирек ăçта çырăнсан та ирттерме пулать. Эпĕ ыйтса тĕпченĕ тăрăх — капла чăрмавĕ сахалрах теççĕ хĕрарăмсем. Пĕтĕмпех хатĕрленĕ, укçа тÿле те ĕçĕ пĕтнĕ. Чăваш туйĕ вăл темиçе пайлă спектакль вĕт — оперетта шайĕнче. Халĕ вăл сцена çинче фольклор ушкăнĕсен репертуарĕнче кăна юлчĕ ĕнтĕ.

Геннадий Данилов, Пушкăрт Республикинчи Стерлитамакри аслă шкул преподавателĕ:

— Паян Пушкăртстанри чăваш ялĕсенче те туя тĕрлĕрен тăваççĕ. Кафесенче те, ресторансенче те, ĕлĕкхилле ирттерекенсем те пур. Сăмах май, эпир хамăр туя чăн чăвашла тунăччĕ. Ялсенче туй арăмĕсем хушпу, сурпан сырса, йĕлен тăхăнса туя килни сайра мар-ха. Йĕлен — хура пусмаран çĕленĕ тум, ăна арçын та, хĕрарăм та тăхăнать. Манăн мăшăрпа Валентина Виталиевнăпа хĕрĕм Светлана авалхи чăваш туйне тĕпчесе кĕнеке те кăларнă. Унпа халĕ студентсем усă кураççĕ. Эпĕ Авăркас районĕнчи Нукасак ялĕнчен. Пирĕн патра хĕр çураçни те, хĕр укçине пани те пур-ха, çĕнĕ çын та çÿретеççĕ.

Любовь Вазюкова, тĕрĕ ăсти:

— Чăваш йăли-йĕрки пĕтсе пыни çав тери кулянтарать. Хĕрсем Турци кĕписемпе мар, çĕнĕлле çĕлетнĕ чăваш кĕпипе, пĕркенчĕкпе качча тухнине курас килет. Тĕрĕçĕ пулнă май тĕрлĕ хулана, нумай çĕршыва çитсе куртăм. Пирĕн чăваш тумĕ пек хитри ниçта та çук! Çакăншăн чун савăнать, мăнаçлăх туйăмĕ çуралать. Икĕ çул каялла Патăрьел районĕнчи пĕр ялта çамрăксем туя чăвашла ирттерме тăрăшнине курнăччĕ-ха. Анчах унта йĕрки-курки йăлт хутăшса кайнăччĕ. Шел те, ĕлĕкхи туй юррине юрланине илтеймерĕм, чăваш ташшине кураймарăм. Чăн чăвашла туй тăвакан çук ĕнтĕ халĕ. Наци тумне сахал çын тăхăнни те пăшăрхантарать мана. Калăпăр, Республика кунĕнче, Шупашкар хулин кунĕнче мĕншĕн уява чăваш кĕпи тăхăнса тухас мар?

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.