Выльăх пысăк тупăш кÿтĕр

15 Чÿк, 2016

Экономистсем кил хуçалăхĕнче производство çуллен чакса пынине çирĕплетеççĕ. «Тĕрĕс мар! Ял çыннисем выльăх шутне нумай ÿстерчĕç, — хирĕçлĕ вулакан. — Халĕ темиçе ĕнепе сысна, сурăх, качака, кайăк-кĕшĕк чылай усракан çемье пайтах». Йыш пĕчĕкленет-и е хушăнать-и? Чăвашстат пĕтĕмлетĕвĕпе паллашар-ха.

2011 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри кил хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултра выльăх — 148,3 пин, 2015 çулхи асăннă кун тĕлне 122,1 пин пуç пулнă. Сăвакан ĕне самаях, сысна икĕ хут ытла чакнă. Сурăхпа качака кăштах, кайăк-кĕшĕк чылай хушăннă.

Ĕне выльăхпа сысна мĕншĕн сахалланнине ял çыннисем пирĕнтен, хулара пурăнакансенчен, лайăхрах пĕлеççĕ. Африка мурĕ хăратнăран сысна мар, ытти выльăх усрама тивет. «Элĕк районĕнчи Мартынкассинче 30 çул каялла кашни кил хуçалăхĕнчех ĕне, сысна, сурăх картиш тулличчĕ, — аса илет ĕç ветеранĕ Вениамин Архипов. — Шел, çав хушăра пенсионер пурнăçран сахал мар уйрăлчĕ. Чылай пÿрт хупăнчĕ, хăшĕ-пĕри халĕ дача е хăна çурчĕ вырăнĕнче çеç. Пĕрисем вахта меслечĕпе Мускавра, ытти хулара ĕçлеççĕ. Вĕсем тата райцентрта вăй хуракансем выльăх тытаймаççĕ».

Ял хуçалăх организацийĕсемпе фермерсем ĕç вырăнĕ нумай йĕркелерĕç. Çапах вăл питĕ çителĕксĕр. Тулаша ĕçлеме çÿрекенсем йышлă.

Виçшер-пилĕкшер ĕне усракан кашни ял тăрăхĕнчех. Вĕсем выльăх усраманнисенчен е тĕрлĕ сăлтава пула тытайманнисенчен чылай сахалрах.

Асăннă çулсенче ХФХсем мăйракаллă шултра выльăх /вăл шутра ĕне/, сурăх, качака, кайăк-кĕшĕк шутне аванах ÿстернĕ. Производствăна малашне те пысăклатас шанăç пур. Пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетеççĕ, çĕнĕ технологисемпе усă кураççĕ.

Яıх организацийĕсем 2015 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăх /ку шутра сăвакан ĕне/, сысна, качака, сурăх хисепне 2011 çулхинчен пĕчĕклетнĕ, кайăк-кĕшĕке икĕ хута яхăн йышлатнă.

Кăçал яıх продукцийĕн, вăл шутра сĕтĕн сутлăх хакĕ самаях ÿсрĕ. Çавăнпа яıх организацийĕсемпе ХФХ ертÿçисем ĕне выльăх кĕтĕвне пысăклатасси çинчен калаçкалаççĕ. Темиçе ферма хута янă. Килес çул ытларах уçма ĕмĕтленеççĕ.

2010-2014 çулсенче республикăра туса илнĕ яıх продукцийĕн калăпăшĕнчи яıх организацийĕсемпе ХФХсен тÿпи пысăкланса, кил хуçалăхĕсен пĕчĕкленсе пынă. Вĕсем сĕт — 82,9 пин, ĕне выльăхпа кайăк-кĕшĕк ашĕ 19,6 пин тонна, чăх çăмарти 4,2 миллион штук, сурăх çăмĕ 78 тонна сахалрах туса илнĕ, çĕрулми производствине 1,7 хут, пахчаçимĕçĕнне аванах ÿстернĕ.

ХФХсем калăпăша пур енĕпе те пысăклатнă. Яıх организацийĕсем пур продукцие те, çăмартапа çăмсăр пуçне, нумайрах туса илнĕ.

Демографи лару-тăрăвне пула кил хуçалăхĕсен кăтартăвĕсем иртнĕ çулсенче тĕксĕмленнĕ пулин те 2014 çулта республикăра туса илнĕ мĕнпур яıх продукцийĕн калăпăшĕнчи /укçапа хакласан/ вĕсен тÿпи 56,9 процентпа танлашнă. Яıх организацийĕсен — 35,4, ХФХсен — 7,7.

Çĕршыва кил хуçалăхĕсем те продукци туса параççĕ. Анчах патшалăх вĕсене яıх организацийĕсемпе ХФХсене тĕревленĕ евĕр çăмăллăх памасть.

2006 çулта, «Агропромышленноç аталанăвĕ» наци проекчĕ ĕçлеме тытăнсан, кил хуçалăхĕсене паракан кредитăн процент ставки пĕчĕкчĕ. Çавна кура банкран кивçен нумай илсе кил хуçалăхĕсене çĕнетрĕç, çĕнĕ техника туянчĕç. Иртнĕ çулсенче ставкăна пысăклатрĕç те — кредит чылай сахалрах илеççĕ, строительство вăйлă мар, пысăкрах техника туянаймаççĕ.

Паян патшалăх яıх организацийĕсемпе ХФХсене тĕрлĕ енĕпе производство йĕркелеме илекен кредитăн процент ставкин пĕр пайне саплаштарма, ÿсентăрана шăвармашкăн агрегат-пăрăх туянма, теплица, ферма, пахчаçимĕç управĕ тума, ĕç пуçаракан фермера, выльăх ĕрчетекен çемье фермине субсиди уйăрать. Çак çăмăллăх кил хуçалăхĕсене лекмест.

Мĕншĕн? «Тавар шайĕнчи паха продукци /сăмахран, чи пысăк категориллĕ сĕт/ сутмаççĕ, тавар çаврăнăшне кĕреймен, пахалăхĕ пысăк мар продукци хăйсем валли, ытлашшине тирпейлекен предприяти валли хатĕрлеççĕ», — теççĕ сĕт завочĕсенче ĕçлекенсем. Çапах та кил хуçалăхĕсен хушшинче пысăк пахалăхлă продукци туса илекенсем пур. Вĕсем ытларах пулччăр тесен мĕншĕн субсидилемелле мар!

Арçынсем вырăнти предприятире е ХФХра ĕçлесе ачисем шкула кайиччен çурт-йĕр çавăрмалăх, тĕпрен юсамалăх укçа ĕçлесе илсен вахта меслечĕпе ĕçлеме республика тулашне каймĕччĕç. Ирĕксĕрех каяс пулать çĕн çĕре стройматериал, ыттине туянмалăх кĕмĕл шырама.

Ял тăрăхĕнчех ĕçлесе пурăнччăр тесен шалу ытларах памалла. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев яıх организацийĕсен ертÿçисемпе тĕл пулсан пĕрмай çапла калать: «Çамрăк специалистсене куллен пин тенкĕ тÿлемесен ĕçре нумай тытăнса тăрĕç-ши?» Продукци ытларах туса илсе тупăш нумайрах тума сĕнет. Çав сăмахсене кил хуçалăхĕсенче выльăх ĕрчетекенсене те пĕрре çеç мар каланине илтме тÿр килнĕ.

Шалăва мĕнле ÿстермелле? Патшалăхăн кил хуçалăхĕсен производствине ÿстермелли, ĕç укçине пысăклатмалли программа пулмаллах. Халĕ яıх организацийĕсемпе пысăк ХФХсен шалăвне ÿстерес тĕлĕшпе çеç ĕçлеççĕ.

Кил хуçалăхĕсем çĕрулми, пахча-çимĕç, ытти культура çитĕнтерсе пысăк тупăш илейменнине пурнăç кăтартса пачĕ. Сĕт, аш, теплицăран пахчаçимĕç хальхинчен нумайрах сутсан кăна таса услам нумай илес шанăç пур.

Пилĕк ĕне тупăш мĕн чухлĕ парать? Çулталăкра пĕринчен 5 пин килограмм сĕт сусан, кашни литра вăтамран 20 тенкĕлле сутсан 100 пин тенкĕ ĕçлесе илетĕн. Пилĕк ĕне 500 пин тенкĕлĕх тупăш парать. Çемьери тăватă çынран /ашшĕ, амăшĕ, ачисем/ кашнине 125-шер пин, уйăхра 10416 тенкĕ çеç тивет. Сахал, пур тăкака саплаштарма çитмест. Вунă ĕне тытсан, 5 пин килограмм сĕт сусан кашни уйăхра 20832 тенкĕ лекет. Ку укçапа паян урăх çĕрте ĕçлемесĕрех пурăнма пулать.

Ĕне усракансем: «Сĕтĕн кашни литрĕшĕн çулталăкĕпех 20 тенкĕ тÿленине хăш уйăхра курнă? Çулла 13 тенкĕ çеç параççĕ», — тейĕç. Çапла. 20 тенкĕрен йÿнĕрех чухне кил хуçалăхĕсене республика хыснинчен субсиди уйăрасса ĕмĕтленме пăрахмастăп-ха. Ăна хăшпĕр регион бюджетĕнчен параççĕ-çке. Темиçе çул каялла республика та субсидиленĕ.

5 пин килограмм сăвас тесен начар ĕнене улăштарма ăратлă пушмак пăру туянмалла. Халĕ вăл йÿнĕ тăмасть. Ăна илме тирпейлекен предприятисем кил хуçалăхĕсене яıх кредит кооперативĕсем урлă çулталăкра е çур çулта сутакан сĕтшĕн малтанах аванс парса хуччăр. Ăратлăха лайăхлатса производствăна ÿстерни кил хуçалăхĕсемшĕн те, сĕт пухакансемшĕн те, процент хурса укçа тăвакан кредит кооперативĕсемшĕн те, ял-йышран сĕт ытларах йышăнма пуçлакан тирпейлекен предприятисемшĕн те лайăх.

Çак схемăна Тюмень облаçĕнчи Вагай районĕнче ĕçе кĕртсе, кăçал кăна кĕтĕве ăратлă 250 ĕне кĕртсе продукци 40 процента яхăн нумайрах пухма тытăннă. Кашни ĕнерен 5 пин килограмран сахал мар сĕт сума, выльăха чиртен сиплеме вĕрентеççĕ, лейкозлă ĕнесене сыввипе улăштарма, выльăх апачĕ туянма пулăшаççĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ.

 

Вячеслав ЯКОВЛЕВ, Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

— «АПК аталанăвĕ» проектпа килĕшÿллĕн 2006-2014 çулсенче 214 кил хуçалăхĕ 173 миллион, пĕлтĕр 59-шĕ 15,4 миллион тенкĕлĕх кредит илсе вите-лупасай тунă, ăратлă выльăх туяннă. Кил хуçалăхĕнче куллен тăрăшакансем лайăх ĕç укçи илччĕр тесен продукцишĕн аван тÿлемелле. Хальхи вăхăтра кашни литр сĕте 20 тенкĕлле сутаççĕ. Анчах çулла 15 тенкĕл-ле çеç туянчĕç. Кăçал выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлерĕç.

Валерий АФАНАСЬЕВ, Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

— Пирĕн вырăнти хăйтытăмлăх органĕ кил хуçалăхĕсене кредитпа тивĕçтерессипе республикăри ял тăрăхĕсен хушшинче малти вырăнсенчен пĕрне йышăнчĕ. Нумайăшĕ кил хуçалăхĕсене çĕнетрĕ, ăратлă выльăх туянчĕ. Сĕтĕн сутлăх хакĕ вылянса тăни япăх. Ăна çулталăкĕпех çÿллĕ шайра тăратсан ĕне выльăх ытларах усрама пуçлĕç.

Николай ЯЛУКОВ, Патăрьел районĕнчи Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

— Пирĕн ял çыннисем 2006 çулран пуçласа кредит нумай илсе кил хуçалăхне аталантарнă. Çавăншăн вĕсене республика шайĕнче те мухтанă. 1171 кил хуçалăхĕнче сăвакан 108 ĕне усраççĕ. Ытлашши продукцие тирпейлекен предприятисене сутаççĕ. Кашни кил хуçалăхĕ пай çĕрĕнче утă хатĕрлет. Кăçал вăл çителĕклĕ. «Батыревский» обществăран, ытти хуçалăхран выльăх апачĕ туянаççĕ. Я/х продукцийĕн хакĕ тивĕçтерсен кил хуçалăхĕсем аталансах пырĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.