Атте килĕ хупăнмалла мар
Авалхи чăвашсен тĕнчекурăмĕпе çут тĕнчене килнĕ кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче пархатарлă икĕ ĕç туса ĕлкĕрмелле: ватă ашшĕ-амăшне пăхмалла, вĕсене «леш тĕнчене» тивĕçлĕ ăсатмалла тата ача çуратса ÿстермелле. Çын ĕмĕрĕ çемьере иртет. Çавăнпа уншăн ашшĕ-амăшĕн, ачисен ырлăхĕ темрен те пахарах.
Ĕлĕкхи чăваш кил-йышĕ виçĕ ăруран — аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕ-амăшĕ, ачисем — тăнă. Çамрăксем ватăсене хисепленĕ. Çакă чăваш халăх юррисенче питĕ аван курăнать. Вĕсенче арçынпа хĕрарăм юратăвне хальхи пек мар, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене, Тăван çĕршыва юратнине мухтанă. Хăшпĕр юрăра вара çывăх çыннисене çухатнăшăн пăшăрханнине палăртнă.
Арăмĕпе упăшки пĕр-пĕрне хисепленĕ, туслă пурăннă. Хĕрарăм — кил Турри, арçын — кил Патши тенĕ. Уйрăлакан çемьесем сайра пулнă. Мăшăрсем хуçалăх ĕçне нихăçан та пайламан. Кирек епле ĕç те хисепре пулнă: ку арçыннăн, ку хĕрарăмăн тесе пăрăнман, пĕр ĕç тепринчен пĕлтерĕшлĕрех шутланман. Ашшĕ-амăшне ачисем пулăшса пынă. Вĕсен çумне пĕчĕклех «куршанак» çыпăçнă: пиллĕк-улттăра чухнех ĕçе кÿлĕннĕ. Ун чухне хальхи пек ачана ĕçлеттерме юрамасть тесе вăрçакан пулман. Ĕçре пиçĕхсе ÿснĕ çын кайран та çирĕплĕхне çухатмасть. Çакна лайăх пĕлнĕ.
Чăваш çемйинче çут тĕнчене килекен кашни пепкешĕн чунтан савăннă. Арçын ача-и вăл, хĕрача-и — уйăрман. Чăваш ялĕсенче ашшĕ-амăшĕ пăрахнă ача пулман. Тăлăхсене яланах тăванĕсем хăйсен хÿттине илнĕ, юратса ÿстернĕ. И.Я.Яковлев асаилĕвĕсенче çакăн пек йĕркесем пур: «Пахомовсен çемйине эпĕ тăван тесе шутлатăп. Вĕсем мана кÿрентермен, тăван ачи вырăнне хурса ÿстернĕ. Пахомовсен çемйи маншăн ют пулнине эпĕ 17 çулта кăна пĕлтĕм…»
Асаттепе асанне чăваш çемйинче пысăк вырăн йышăннă. Мăнуксем, тĕпрен илсен, аслисен хÿттинче, вĕсен ырă сăмахĕсене илтсе, ăслă шухăшĕсене тăна хывса ÿснĕ. Ывăлĕпе кинĕ те ватăсен сăмахĕнчен иртмен, вĕсем каланине шута илсе хуçалăх ĕçĕсене туса пынă…
Çак сăмаха мĕншĕн пуçартăм-ха паян? Чун ыратнипе. Çак шухăшсем чăваш ялĕн, чăваш халăхĕн малашлăхĕшĕн пăшăрханнипе пуçăма килчĕç. Авалхи ырă йăла-йĕрке манăçа тухса пырать. Çавна май йăх-несĕл тымарĕ татăлать, кил-çурт хупăнать, ялсем пушанаççĕ… Атте лартнă çурт мăрйинчен тĕтĕм тухма пăрахнинчен хăрушăраххи çут тĕнчере тата мĕн пур-ши?
…Аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕ-амăшĕ, ачисем пĕр çуртра пурăннă. Вĕсем патне хулара, кÿршĕ ялсенче тĕпленнĕ ытти ывăл-хĕрĕ çемйисемпе килсе çÿренĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çаплаччĕ. Кирек хăш çемьере те кĕçĕн ывăлĕ тĕп килте юлнă. Ун чухне ача нумай çуратнă. Килĕрен улттă-çиччĕрен кая мар пулнă. Аттесем улттăн çитĕннĕ. Кĕçĕнрех ывăл пулнăран ăна авлансан асаттепе асанне çурт туянса парса уйăрса кăларнă. Эпĕ шкула кайичченех атте-анне ĕçре чухне вĕсем патĕнче пурăннă. Канмалли кунсенче хĕрĕсем ачисемпе тăван килĕнче пухăнатчĕç. Вĕллери хуртсем пекех кĕшĕлтететчĕç вара. Никама та тăвăр пулман, пурин валли те çăкăр-тăвар çитнĕ. Пирĕн кăна мар, кÿршĕсен те çаплахчĕ. Ача чухне пурнăç йĕрки мана яланах çавăн пек пулассăн туйăннă.
Анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, улшăнса пырать. Унăн аталанăвне тĕрлĕ сăлтав витĕм кÿрет. Вĕсен хушшинче çÿлерех аса илнĕ ырă йăла-йĕркене манăçа кăларассине витĕм кÿрекенни те сиксе тухать. Тăван ялти кашни хуçалăха тишкерсе тухатăп та — иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çуралнă тĕпкĕчсем пурте тенĕ пекех ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пурăнма юлнă. Вĕсенчен вунă çул каярах çуралнисен çамрăклăхĕ 90-мĕш çулсене лекрĕ. Ку вăхăтра ялта ĕç тупма çукки те, ют çĕршывсенчи пурнăç йĕркине хамăрăн тума тăрăшни те сăлтав пулчĕ-ши — çак ÿсĕмрисен йышĕнче тăван килте юлнисем сайра. Аслисенчен уйрăм е ирĕклĕ пурăнас килни те витĕм кÿнĕ ахăртнех. Теприсем тата ачисене «пирĕнтен лайăхрах пурăнччăр» тесе хулана ăсатнă. Паян çак юхăм пушшех те вăй илсе пырать. Чылайăшĕ кану мĕнне пĕлмесĕр кунĕн-çĕрĕн вăл е ку ĕçре тăрмашать. Тар тăкса, вăй пĕтерсе пухнă укçипе вара пепкисене хулара хваттер туянса пама тăрăшать. «Ялта ан юлччăр, пирĕн пек пылчăк ан çăрччăр», — çапла каланине час-часах илтме пулать.
Тутарсен вара пачах тепĕр майлă. Вĕсем ывăлĕсене аякка ярасшăн мар, кÿршĕре е çывăхра çурт лартса парса тăван ялта хăвараççĕ. Сăмахран, акă Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам çулран çул сарăлса та пысăкланса пырать. Çамрăк çемьесем хулана кайма васкамаççĕ, ялтах тĕпленеççĕ. Ĕç тупма та, пус çумне пус хушма та пултараççĕ вĕсем.
…Каллех ачалăхра çырăнса юлнă самантсем асăма килеççĕ. Апай /асаннен амăшĕ. Асанне пĕртен-пĕр хĕр кăна пулнăран качча кайсан амăшĕ патĕнчех пурăнма юлнă/ калани кирек хăçан та хĕрĕшĕн те, кĕрÿшĕшĕн те саккун пулнă, ăна нихăçан та хирĕçлемен. Кирек епле ĕçе пуçăниччен унăн сăмахне итленĕ, шухăшне пĕлнĕ. Хальхи çамрăксем аслисен сăмахне хисеплесех кайманни сисĕнет. Çавна май кинпе хуняма хушшинче ăнланманлăх палăрать, час-часах хирĕçтăру сиксе тухать. Пĕр килте çураçса пурăнайманран çĕнĕ çынсен ирĕксĕрех урăх йăва çавăрма тивет. Çакă та авалхи чăваш кил-йыш йĕркине пăсакан тепĕр сăлтав пулса тăрать.
Г.Волков академик çамрăк ăрăва этнопедагогика çинче никĕсленсе ăс-тăн пама сĕннĕ. Аслашшĕ-асламăшĕ мăнукĕсене ĕçе вĕренттĕр, юмах-халап каласа патăр, çут çанталăка, Тăван çĕршыва юратма хăнăхтартăр… Анчах çак меслетĕн пахалăхĕсемпе усă курма май килмест, мĕншĕн тесен чылай çемьере аслă ăрупа тачă çыхăну çук. Е тата мăшăрсем уйрăлсан ватăсемпе мăнукĕсен хутшăнăвĕ вуçех те татăлать.
…Вăй-халĕ пур чухне атте-анне аптăрамĕ-ха. Хăйсем тĕллĕнех хуçалăха тытса тăма та, пахчаçимĕç ÿстерме те, выльăх-чĕрлĕх усрама та хевте çитерĕç. Анчах каярахпа, ватлăх енне сулăнсан… Хальхи вăхăтра пĕччен ĕмĕр ирттерекен çын сахал мар. Ачисем те çук мар вĕсен, анчах аякра. Вĕсен хăйсен пурнăçĕ, хуçалăхĕ, ĕçĕ-хĕлĕ. Ватăсем валли вăхăчĕ те çитмест. Тен, тăванĕсемпе тĕл пулма кăмăлĕ те çук.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Геронтий НИКИФОРОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ:
— Шел те, паян çамрăксем ватăсемпе пĕрле пурăнасшăн мар. Манăн шухăшăмпа вара — пĕр-пĕринчен уйрăлмалла мар. Ватăсем ăс параççĕ, укçа-тенкĕпе те, ырă сăмахпа та пулăшаççĕ. Авалхи хутшăнусене, çемье ăшшине упраса пымалла. Эпир, акă, ывăл çемйипе пĕрле пурăнатпăр. Мăнук ÿсет пирĕн. Пĕчĕкскер пÿртре чупса çÿрени мĕн таран савăнтарать. Мăйран пырса ыталать, ачашланать — чун-чĕрене ăшă туйăмсем çавăрса илеççĕ. Тăванлăх туйăмне упрасчĕ, кирек кама та çывăх çынсен пулăшăвĕ кирлĕ. Ватăлсан пире кам пăхĕ? Пĕр курка шыв паракан пулĕ-и? Кам тирпейлесе пытарĕ? Кун çинчен çамрăклах шухăшламалла.
Светлана АСАМАТ, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш наци музейĕн ăслăлăх ĕçтешĕ:
— Авалхи йĕрке тăрăх — тĕпе юлнă ачан ватă ашшĕ-амăшне пăхмалла. Хальхи вăхăтра ун пекки сайра. Пурнăç условийĕсем те урăхла та ĕнтĕ. Хальхи йывăр саманара çамрăксене хăйсене те пурăнма пулăшу кирлĕ. Ашшĕ-амăшне пăхмалăх вăй-халĕ çитсен те укçи-тенки çитмест вĕсен. Çавна май ватăсен укçа парса тăма тивет. Анчах ашшĕ-амăшĕ тата ачисен хушшинчи çыхăну укçа-тенкĕре кăна ан пултăр. Чи кирли тата чи пĕлтерĕшли — ватăсене ачисем хисеплени, мăнукĕсем хаклани. Аçăр-аннĕре мĕнле пăхатăр — ачăрсем те сире çапла пăхса пурăнĕç. Пурнăç саккунĕ çавăн пек.
Александр МИХАЙЛОВ, страхлакан компани менеджерĕ:
— Вăтам шкул пĕтернĕ ачан ашшĕ-амăшĕ çумĕнче пурăнмалла мар. Унăн хăйĕн пурнăç çулне шырамалла, пултарулăхне аталантармалла, çемье çавăрса унăн ырлăхĕшĕн тăрăшмалла. Тĕнче касса çÿрени те ытлашши мар. Пурнăç пылак-и, йÿçĕ-и — унăн тутине пĕлтĕр, хăй тĕллĕн йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхтăр. Манăн виçĕ ача. Асли вунă çулта. Сăмахран, эпĕ ăна спорт енĕпе пысăк çитĕнÿсем тума условисем пур çĕре яма /амăшĕ килĕшсен паллах/ пĕрре те хирĕç мар. Кайтăр, вĕрентĕр, пĕччен пурăнма хăнăхтăр. Пурнăçне хăй тĕллĕн йĕркелеме шаннăшăн кайран тав сăмахĕ те калĕ-ха.