Танлаштармалли, вĕренмелли пурах

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ пĕрремĕш хут пĕлтĕр иртрĕ. Культура, искусство ĕçченĕсен пĕр пайĕ ун чухне хăйĕн шухăш-кăмăлне çапларах палăртнăччĕ: «Шупашкарта тĕнче шайĕнче иртекен кинофестиваль пур-çке, тепри тата мĕн тума кирлĕ?» Кинофестиваль хыççăн тепĕр тĕрлĕ калаçакансем те пулчĕç: «Асам» — пĕрремĕшĕ тата юлашки. Тепĕр çул кăтартмалăх пирĕн урăх нимĕн те çук. Тепри хăçан та пулин пулайĕ-ши?»

Пулчĕ. Кăçалхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче вăл савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Пĕлтĕрхинчен самай сумлăрах: конкурса тăратнă ĕçсен шучĕпе те, фестиваль кунĕсенчи мероприятисен программипе те. Пĕрремĕш фестивальте 11 ĕç тупăшнăччĕ, хальхинче — 27 /илемлĕ фильмсем — 11, анимаци — 8, документлă картинăсем — 8/. Вулакан тĕлĕнме пултарĕ: «Кĕске вăхăтрах çавăн чухлĕ ĕç епле ÿкерме пултарнă?»

ЧР Кинематографистсен союзĕн председательне Олег Цыпленкова та патăмăр çак ыйтăва. «Кино ÿкересси çăмăл тата хăвăрт пулакан ĕç мар, çавăнпа фестивале кăçал пурнăçланисене кăна мар, маларах ÿкернĕ, анчах ниçта та кăтартман /Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале илмен, ытти региона тухайман/ картинăсене те халăх патне çитерес терĕмĕр. Чăваш патшалăх электрон тата кинодокументаци, телекурав архивĕсенче те иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче ÿкернĕ лентăсем упранаççĕ, анчах вĕсемпе те чылайăшĕ пачах паллашман. Çав картинăсем вара пуриншĕн те питĕ кăсăклă тенĕ пулăттăм: СССР халăх артисчĕсен Вера Кузьминапа Валерий Яковлевăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе, чăваш йăли-йĕркипе тачă çыхăннисем /«Алран кайми», «Времени круговорот», «Моление», «Поле перейденное», «Дело его жизни», ыттисем те/», — хуравларĕ Олег Михайлович.

Кăçалхи «Асам» хăнасем йышлă пулнипе те уйрăлса тăчĕ. Тĕрĕссипе, пĕлтĕр пачах çукчĕ вĕсем. Пĕрремĕш фестиваль хыççăн информаци тĕнче тăрăх саланнă пулĕ. Тĕнчешĕн эпир чăваш пулнипе кăсăклă, çавăнпа чăваш кинофестивальне хутшăнма Молдовăра, Кăркăсстанра, Дагестанра, Тутарстанпа Пушкăртстанра çак ĕçпе пурăнакансем те кăмăл тунă.

«Асам» халăхсен туслăхне вăйлатма та май парĕ. Çапла тума конкурса хутшăнман программăпа тĕрĕк халăхĕсен фильмĕсене кăтартни хăйĕн тÿпине хывĕ. Унсăр пуçне пирĕн вĕсенчен вĕренмелли те пайтах, опытпа паллашмалли шкул вырăнĕнче пулчĕ çак форум.

Фестиваль кунĕсенче кăсăклă ытти мероприяти те чылай иртрĕ. Сăмахран, «Наци кинематографне аталантармалли ыйтусем» «çавра сĕтел». Унта хутшăннă Олег Цыпленковăн, Николай Медведевăн, Владимир Галошевăн, Леонид Трифоновăн, Юрий Сергеевăн, Владимир Карсаковăн, Алексей Ивановăн, ыттисен кăмăл-шухăшĕ пĕтĕмпех хăйсен юратнă ĕçпе çыхăннă. Вĕсен калаçăвне итленĕ май чăваш кинематографисчĕсемшĕн мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ: чăн-чăн патриотсем вĕсем, мĕн пуррипе çырлахса илемлĕ, документлă, анимаци фильмĕсем ÿкереççĕ. Владимир Галошева, сăмахран, çак ĕçре патшалăхран пĕртен-пĕр пулăшу — «çăкăрпа сĕт туянмалăх» ĕç укçи — çеç кирлĕ имĕш. Ун шухăшĕпе килĕшессĕмех килмест: «пур пек» оборудованипе мĕн палăртнине пурнăçа кĕртме йывăр, хальхи вăхăтри çĕнĕ йышшисем кирлĕ. Вĕсене вара, темиçе миллион тенкĕ тăраканскерсене, пĕччен туянма питĕ йывăр. Çавăнпа Кинематографистсен пĕрлĕхĕн те, ЧР Культура министерствин те ку енĕпе пуç ватма тивĕ.

Санкт-Петербургри «ЛОМО» АУОн генеральнăй директорĕн заместителĕ Лазар Заламнов асăннă лару-тăруран тухмалли майсем пуррине асăнчĕ. Усă курма пултарĕç-ши унпа пирĕн режиссерсем, продюсерсем, операторсем? Çирĕплетсе калама пултараймастăп, анчах ăна пурнăçлама та нухрат кирлине лайăх ăнланатăп.

Конкурса тăратнă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май çак ÿкерчĕк куç умне тухса тăчĕ: чылай картинăна профессионалсем мар, кинопа кăсăкланакансем ÿкернĕ. Вĕсем пурри те питĕ лайăх: «чĕртнĕ вучаха» сÿнме памаççĕ. Телее, ку енĕпе ятарлă пĕлÿ илнисем те пур. Сăмахран, Марат Никитин, Юрий Сергеев режиссерсем. Çакскерсем тăван республикăрах пурăнаççĕ, «Чи лайăх илемлĕ фильм» ята тивĕçнĕ «Принять удар» ĕçĕн режиссерĕ Елена Рябцева Мускавра ĕçлесе пурăнать. 29 çулти пике Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Вăл ытларах кĕске метражлă фильмсем ÿкерет. Шупашкарти кинофестивальте унăн ĕçĕ ытти номинацире те — «Чи лайăх оператор ĕçĕ», «Монтаж енĕпе чи лайăх режиссер» — палăрни ахальтен мар. Елена малашне те «Асампа» çыхăну тытма, Чăваш Ене халалланă ĕçсем ÿкерме шантарчĕ.

Çитменлĕхсем пур-и? Лайăххин вĕçĕ çук. «Асамăн» аталанмалла та аталанмалла-ха. Çапла пуласса шанатăп. Çитес çул йĕркелÿçĕсен, ман шухăшпа, куракансемпе ытларах ĕçлемелле. Хальлĕхе кино кăтартакан пÿлĕмре, шел те, жюри членĕсемсĕр, журналистсемсĕр, Наци вулавăшĕнче ĕçлекенсемсĕр тата кинолентăсен авторĕсемсĕр пуçне аяккинчен никамах та çукчĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Олег ЦЫПЛЕНКОВ, ЧР Кинематографистсен союзĕн председателĕ:

— Пирĕншĕн пĕлтĕрхи кинофестиваль пĕрремĕш ача, кăçалхи иккĕмĕш ача вырăнĕнче пулчĕç. Ашшĕ-амăшĕ пĕр пулсан та ачасем тĕрлĕрен çуралаççĕ-çке. «Асампа» та çаплах пулса тухрĕ. Чылай енĕпе пысăк ĕçсем тума пултартăмăр. Фестивале патшалăх хÿттинче /Федерацин национальноçсен агентствин укçи-тенкипе/ ирттерме май килнине палăртса хăвармалла.

Кăçал пирĕн пата пĕлÿ илме килекен те пулчĕ. Вăл — Дагестанри ногай культура центрĕн председателĕ Янгурчи Аджиев. Ултă кунра фестивальпе çыхăннă ĕçсене курчĕ, тĕпчерĕ. Тутарсем çакăн пек каланине илтме тиврĕ: «Хусанта мĕн тĕрлĕ фестиваль иртмест пулĕ, анчах эпир хальлĕхе тутар киновĕн фестивальне йĕркелеймерĕмĕр-ха».

Куракана явăçтарасси пирки тĕплĕн шухăшламалла. Ку енĕпе вĕренÿ учрежденийĕсемпе ĕçлемелле пулĕ. Унсăр пуçне фильмсене районсенче кăтартассине те пурнăçа кĕртме пулать. Виççĕмĕш «Асама» тата çÿллĕрех шая çĕклесси — пирĕн тĕллев.

Леонид ТРИФОНОВ, режиссер, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ:

— Кăçалхи кинофестиваль савăнтарчĕ: пĕлтĕр те жюри членĕ пулнă май танлаштармалли пайтах пулчĕ. Форум анлă иртрĕ, ултă кунра мĕн кăна пăхмарăмăр пулĕ.

Конкурс ĕçĕсемсĕр пуçне ытти республикăран ярса панă, хамăрăн архивсенче упранакан кинолентăсене кăтартса тĕрĕс тунă. Çапла майпа танлаштарма, ăстасенчен вĕренме пулать, çав шая çĕкленме туртăм çуралать.

Кăçал Владимир Карсаков «Сурăм хĕрĕ» фильмĕпе савăнтарчĕ. Марина Карягина хастар ĕçлет, виçĕ фильм тăратнă.

Районсенче те кино ĕçне пурнăçлаканнисем пурри кăмăла çĕклет. Ольга Горюнова мультипликатора уйрăммăн палăртас килет. Унăн ĕçĕсенче чăваш, вырăс халапĕсемпе кĕвви-çемми лайăх шайлашăнса пырать.

Союз пысăк ĕç тунă. «Асам» 5-6 çултан ура çинче çирĕппĕн тăрас шанăç çуралчĕ.

Денис ОСОКИН, Раççей кинематограф искусствисен «Ника» академийĕн членĕ, Хусан патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн киноискусство кафедрин преподавателĕ, сценарист:

— Манăн сценарипе пурнăçланă кинолентăсем — «Овсянки», «Небесные жены луговых мари» илемлĕ фильмсем — Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале хутшăннă. Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивальне те йыхрав ячĕç. Эпĕ Вăтам Атăл тăрăхĕнчи халăхсен культурипе, йăли-йĕркипе, вĕсен паянхи шăпипе кăсăкланатăп. Константин Ивановăн «Нарспи» поэмине пăхмасăр пĕлетĕп. Сăмах май, кăçалхи çу уйăхĕнче ман пата Юсуп Разыков режиссер шăнкăравланăччĕ. Вăл Шупашкарти кинофестивалĕн жюри членĕ пулнă. «Нарспи» поэма тăрăх фильм ÿкересшĕн, сценари çырма ыйтрĕ. Çакă — маншăн пысăк чыс тата сум. Режиссер ĕçе çитес çул пуçăнасшăн. Çакă Чăваш Республикин юбилейĕ тĕлне пысăк парне пулĕччĕ.

 

Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.