Чăваш автономи облаçĕ: 100 çул

30 Çĕртме, 2020

Уяв вĕçленмен-ха...

Çулталăк, çур çул каялла паянхи ларутăру пирки шухăшлама та пултарайман. Çапах çын теме те хăнăхать иккен. Йывăрлăхпа куçа-куçăн тĕл пулсан, ăна çине тăрса, вăй хурса парăнтарсан кăна çĕнтерÿ хакне лайăх ăнланса илет. Çавăнпа уншăн çав ĕçри пĕчĕк çитĕнÿ те пысăк савăнăç кÿрет.

27 Çĕртме, 2020

Юррăм та пур, ташшăм та…

Ĕç юрри янăрамаллаччĕ çак кунсенче Чăваш Республикинче. Ĕçчен те пултаруллă халăха сумласа мухтав юрри янăрамаллаччĕ. Мĕншĕн мухтас мар-ха халăхăмăра? Апла-и, капла-и, ниме пăхмасăр чăваш ятне сыхласа хăварнă несĕлĕмĕрсем тав сăмахне тивĕçлĕ мар-и вара? Вăрçă хирĕнче ытти халăх ывăлĕ-хĕрĕпе пĕрле хăйсен пурнăçĕсене шеллемесĕр юн тăкса мирлĕ тÿпене сыхласа хăварнă ятсене нихăçан та асран кăлармăпăр. Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе тылра çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрмашнă ача-пăчапа хĕрарăмсен ĕçĕ — чăн-чăн паттăрлăх.

24 Çĕртме, 2020

Хĕрлĕ площадь — тĕп хула, Чăваш Ен чĕри

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев юнкун каçхине тĕп хулари реконструкциленĕ Хĕрлĕ площадьпе паллашрĕ.

Коронавирус инфекцийĕ пулман тăк кунта паян халăх хĕвĕшетчĕ ĕнтĕ. Курмалли-пахаламалли пайтах-çке. Анчах Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков ăнлантарнă тăрăх, хула çыннисене йышăнма пĕтĕмпех хатĕр пулин те пандемие пула площаде уçма васкас мар тенĕ.

23 Çĕртме, 2020

Историллĕ лару çапла иртнĕ

Пĕр ĕмĕр каялла, 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, РСФСР Совечĕсен Ĕçтăвкомĕ тата Халăх Комиссарĕсен Совечĕ «Чăваш автономи облаçĕ çинчен» декрет йышăнса чăваш халăхне наци администраци-территори единици туса панă.

Pages