Уяв вĕçленмен-ха...

30 Çĕртме, 2020

Çулталăк, çур çул каялла паянхи ларутăру пирки шухăшлама та пултарайман. Çапах çын теме те хăнăхать иккен. Йывăрлăхпа куçа-куçăн тĕл пулсан, ăна çине тăрса, вăй хурса парăнтарсан кăна çĕнтерÿ хакне лайăх ăнланса илет. Çавăнпа уншăн çав ĕçри пĕчĕк çитĕнÿ те пысăк савăнăç кÿрет.
Унашкал тĕслĕх шырама инçе каймалла мар. Акă тĕнче çине тем пысăкăш хăрушлăх — коронавирус амакĕ — йăтăнса анчĕ. Пирĕн çĕршыва, çав шутра Чăваш Ене те, самай инкек илсе килчĕ. Пурнăç самантлăха чарăнса тăнăнах туйăнчĕ. Çак тапхăрта ĕçсĕр юлакансем те пулчĕç, чылайăшĕн килсенче ларма тиврĕ. Чи пысăк инкекĕ ку мар-ха, куçа курăнман вирус пурнăçа татма пултарни. Раççейре ку енĕпе кăтарту, ытти çĕршывпа танлаштарсан, самай пĕчĕк. Апла пулин те кашни çын çĕр çине пĕрре килет, çавăнпа пĕр çын е икĕ-виçĕ çын вилет-и — пĕрех пысăк çухату.
Халь сăмахăма калас тенĕ шухăшăм çине куçарам. Чăваш халăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăмпа — Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнипе — асра юлчĕ иртнĕ эрне. Çак куна — çĕртме уйăхĕн 24-мĕшне — чылай маларахах хатĕрленме пуçларăмăр. Раççей бюджетĕнчен уйăрнă 500 миллион тата республика бюджетĕнчен тăкакланă 127 миллион тенкĕпе республикăри культура еткерлĕхĕн об˜екчĕсене тĕпрен юсама, реставрацилеме усă курнă. Палăртнă ĕçсене пурнăçланă, уяв кĕрекине кăна тăмаллаччĕ. Каларăмăр ĕнтĕ: коронавирус пандемийĕ плансене, тĕллевсене пĕтĕмпех улăштарчĕ. Апла пулин те культура ĕçченĕсем, пултарулăх коллективĕсем алă усса ларман. Уяв тĕлне онлайн майпа мероприятисем хатĕрленĕ. Хăшне-пĕрне аса илер: «Сана мухтатпăр, Чăваш Ен» юрă марафонĕ, «Чăваш автономийĕн 100 çулĕ тĕлне — 10 кинофильм» проект, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн пуххинчен хатĕрленĕ «ЧАССР: утăм хыççăн утăм» курав, Пĕтĕм Раççейри «Асамат кĕперĕ» фестиваль, «Чăваш Енĕм, тăван ен» телепроект, «Чăваш Енĕн чи лайăх 100 вырăнĕ» сăн ÿкерчĕксен куравĕ, «Савнă çĕр, Чăваш çĕршывĕ», «Чăваш Енĕн чи лайăх юррисем» концертсем, Пĕтĕм Раççейри «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль тата ытти те, тата ытти те.
Çаксемпе пуринпе те курав залĕсенче, музейсенче, театрсенче, уçă тÿремсенче мар, килтен, хваттертен тухмасăрах компьютер умне ларса вăл е ку организацин сайтне кĕрсе паллашма май пулчĕ. Пысăк сăлтавсăрах ытлашши тухса çÿреме юраман вăхăтшăн çакă — питĕ меллĕ самант. Анчах чăвашсем уявсене хăйсем хутшăнма, йăлтах куçа-куçăн курма кăмăллаççĕ. ≤…≥
Мĕн савăнтарать, шанăçа сÿнме памасть — уяв мероприятийĕ çакăнпа вĕçленменни. Коронавирус пандемийĕ иртсе каятех, вара, çурла уйăхĕн виççĕмĕш канмалли кунĕнче, «пирĕн урама та праçник çитĕ». Килти «ссылкăран» хăтăлса тухнă халăх хăйĕн юратнă Чăваш Енĕн сумлă юбилейне чунĕ ыйтнă пек ирĕклĕн, çут çанталăкпа, артистсен пултарулăхĕпе киленсе паллă тăвĕ. Тулли верси…
www.hypar.ru
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.