Чăвашăн тĕрĕллĕ çырулăхĕ тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне çитет

9 Утă, 2020

Чăваш автономийĕ йĕркеленнĕренпе пĕр ĕмĕр çитнине халалласа «100 çул – 100 пулăм» ыйтăма малалла тăсатпăр.

Алевтина ИСАЕВА, Шупашкар район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан:
— Историрен пĕлетпĕр: Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленсе кайсанах халăх промыслисен эртелĕсем йĕркеленме пуçланă. Вĕсен йышĕнче — пирĕн район территорийĕнче, хальхи Алькеш поселокĕнче, чăваш тĕрриллĕ тумтир çĕлекен ушкăн та. Унăн никĕсĕ çинче 1929 çулта «Паха тĕрĕ» фабрика йĕркеленсе каять. Пĕр ĕмĕре яхăн хăйĕн ĕçне тăсакан çак предприяти паян та ура çинче çирĕп тăрать. Кунта ăсталакан япаласем пирĕн наци хăйне евĕрлĕхне кăтартаççĕ. Чăваш тĕррипе илемлетнĕ кил-тĕрĕшре усă куракан хатĕр-и, çи-пуç-и, капăрлăх-и — кашниех ӳнер шайĕнчи пурлăх. Ĕçченсем куравран курава тĕрлĕ çĕршыва çӳренĕрен чăваш наци пуянлăхĕ — тĕрĕ — çĕр чăмăрĕн тĕрлĕ кĕтесне çитет. Тĕрлĕ сăлтавпа тĕнче тăрăх сапаланнă йăхташсене тăванлăх туйăмĕпе чăмăртанма хистет. Нимĕнпе танлаштарайми çак пуянлăхăмăр — чăн-чăн çырулăх. Ăна ĕмĕртен ĕмĕре упраса хăвармаллах.

Надежда СТЕПАНОВА, ӳнерçĕ, алă ăсти:
— Студент чухне каччăсемпе пĕрле парашютистсен секцине çӳреттĕм. Майя Костина пилĕк хутчен тĕнче чемпионкин ятне ил- тнине пĕлнĕ-ха, анчах вăл чăваш пулнине малтанах чухламан. Çак хĕрарăм хытă аманса пĕтнĕ хыççăн та спорта çĕнĕрен таврăнса çитĕнӳ тунине пĕлсен мĕн тери хăпартланнăччĕ! Темиçе çул каялла Шупашкарта парашют спорчĕпе анлă ăмăрту иртрĕ. Пирĕн тăрăхра ку енĕпе палăрнă пысăк çăлтăр çуралнипех тупăшу вырăнне тĕп хуламăра суйланă пуль терĕм. Хăвăрт утакансем чылаййипе те палăрса тăрать Чăваш Ен. Каллех студент чухнехи аса килет. Пĕрре çапла Александра Деверинская патĕнче хăнара пулнăччĕ. Фотоальбом курса ларнă май кашни минутра: «Ку чăнах эсир-и?» — тенине ас тăватăп. Раççей пикисенчен тĕнче шайне тухнă пĕрремĕш хăвăрт утакан аллинче — çĕршыв ялавĕ... Çакнашкал саманта сăнланă ӳкерчĕк чунра мăнаçлăх çуратать. Малалла вулас...
www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.