Комментари хушас

23 Çĕртме, 2020

Историллĕ лару çапла иртнĕ

Пĕр ĕмĕр каялла, 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, РСФСР Совечĕсен Ĕçтăвкомĕ тата Халăх Комиссарĕсен Совечĕ «Чăваш автономи облаçĕ çинчен» декрет йышăнса чăваш халăхне наци администраци-территори единици туса панă. Документа Тĕпĕçтăвком председателĕ М.Калинин, Совнарком председателĕ В.Ленин, Тĕпĕçтăвком секретарĕ А.Енукидзе алă пусса çирĕплетнĕ. Вăрнар районĕнчи Уравăш ялĕнче çуралнă Василий Алексеевич Алексеев хăйĕн 1971 çулта кун çути курнă «Дорогой Октября» кĕнекинче Совнарком ларăвĕнче В.Ленин ертсе пынипе, чăваш халăх представителĕсем Д.Элмен, С.Коричев, ыттисем хутшăннипе Чăваш автономи облаçне йĕркелес ыйтăва еплерех татса пани çинчен çапла аса илнĕ.
Манăн та Ленинпа тĕл пулма тÿр килесси çинчен пĕлтерсен ĕненмерĕм. Çапах та вышкайсăр пысăк чыс манран пăрăнмарĕ — çакăншăн питĕ мăнаçланатăп. Совнарком ларăвне тата Ленинпа тĕл пулма хумханса хатĕрлентĕмĕр. Эпир темшĕн чăвашсене автономи мĕн тума кирлине ĕнентерекен доклад тăвасса кĕтеççĕ тесе шухăшланă. Анчах пачах тепĕр майлă пулса тухрĕ. Ларăва кĕтĕмĕр те /темле васкарăмăр пулин те кая юлса çитрĕмĕр/ — Совнарком ыйтăва тишкеретчĕ ĕнтĕ, Тĕпĕçтăвкомăн Раççей регионĕсене автономизацилессипе ĕçлекен администраци комиссийĕн представителĕ доклад тăватчĕ.
Халăх Комиссарĕсен Совечĕ чăваш халăхĕн автономине йĕркелес шухăша ырласа йышăнчĕ. Анчах В.Ленина автономи ячĕ — Чăваш ĕç коммуни — иккĕлентерчĕ. Тĕрĕссипе, çакна эпир шухăшласа кăларман. Ун чухне «коммуна» сайра тĕл пулакан сăмах пулман.
— Коммуна-и? — ыйту пĕрремĕш пачĕ Владимир Ильич.
Ленин ăна пире те, ларăва хутшăннисене, çав шутра халăх комиссарĕсене мар, хăйне панине туйрăм. Ыйтăва хăех хуравларĕ:
— Çак сăмах автономие çыпçăнаймасть тесе шухăшлатăп.
Çапла каларĕ те ура çине тăрса кабинет тăрăх утрĕ, темĕн çинчен шухăшларĕ.
— Тен, чăваш автономине «коммуна» мар, республика тейĕпĕр? — ыйтрĕ пирĕнтен.
Акă чăваш представителĕсен хăйсен шухăшне калама вăхăт çитрĕ. РСФСР Национальноçсен ĕçĕсен Халăх Комиссариачĕ çумĕнчи Чăваш пайĕн заведующийĕ Д.Элмен кĕскен пирĕн шухăшпа паллаштарчĕ.
— Чăвашсем валли — республика, — терĕ. — Сăпайсăртарах илтĕнет. Çак ята парсан эсерсен «никама пăхăнманлăхĕн» идейи, ăна Октябрь революцийĕ хыççăн сарнăччĕ, таврăнма пултарать. Çук, чăвашсем эсерсем каланă пек никама та пăхăнмасăр пурăнасшăн мар, совет Раççейĕнче пуласшăн.
В.Ленина пирĕн представитель шухăшĕ питĕ килĕшрĕ, пичĕ йăл кулăпа çиçсе илчĕ.
— Çавнашкалах пĕрле пуласшăн-и? Юрать! Ун пек тĕк чăваш автономине автономи облаçĕ тейĕпĕр. Хирĕç мар-и?
Кĕлĕшменнисем пĕр енче те пулмарĕç. Çапла çут тĕнчене килчĕ Чăваш автономи облаçĕ.
Çакă кĕске самантра пулса иртрĕ. Пирĕн ыйтăва татса панине эпир сиссе те юлаймарăмăр. Пысăк доклад кирлĕ пулмарĕ.
— Автономи илнĕ ятпа чăвашсене саламлатăп! — терĕ пире Владимир Ильич ыйтăва татса панине систерсе. — Ăнăçу сунатăп, пысăк ăнăçу сунатăп!
Эпир хамăр савăннине пытармарăмăр. Тĕрлĕ саспа ăна: «Тавах!» — терĕмĕр те лару залĕнчен тухрăмăр. Совнарком чăваш халăхне автономи парасси çинчен 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче йышăну турĕ.
Тĕпĕçтăвком тата Совнарком икĕ кунран, 24-мĕшĕнче, Чăваш автономи облаçне туса хурасси çинчен декрет кăларчĕç.

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ хатĕрленĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.