Реформăсемпе пĕрлех ултава та чăтса ирттертĕмĕр

22 May, 2020

Комсомольски районĕнчи «Урожай» колхоз председателĕ Алексей Ершов кăçалхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Вăл хуçалăха ертсе пыма пуçланăранпа çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче 35 çул çитет.

Ăна председателе 1985 çулта суйланă. «Колхозниксене ларма-тăма залра вырăн çитмерĕ, çынсем алăкран кĕме кармашрĕç — манран ырă улшăнусем тăвасса кĕтнĕ-тĕр. Хуçалăх юхăннăччĕ çав, — аса илчĕ Алексей Никифорович. — Тырă гектар пуçне 17 центнер кăна пухса кĕртнĕ, кашни ĕнерен сĕт вăтамран 1500 килограмм çеç сунă. Колхоза райцентрпа çыхăнтаракан хытă сийлĕ çул çукчĕ — автотранспорт йĕпе-сапара пылчăка лакса тарăхтаратчĕ». Малалла вулас…

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.