Чикĕ леш енне паха продукци ăсатнăшăн

15 Авăн, 2023

«Халăхсен хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проектне пурнăçа кĕртнипе пĕрлех çуллен çĕршывра халăхсен хушшинчи коопераци тата экспорт енĕпе «Çулталăк экспортерĕ» преми парас тĕллевпе Пĕтĕм Раççейре конкурс ирттереççĕ.

Кăçал Чăваш Енрен унта 51 заявка тăратнă, конкурсра пăхма 43-шне йышăннă.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене икĕ тапхăрта палăртаççĕ. Пĕрремĕшĕ — федерацин регионсенчи округĕсен, иккĕмĕшĕ федераци центрĕн шайĕнче иртет. Кунта çĕнтерÿçĕсемпе тата призерсемпе юпа уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче паллаштарĕç.

Федерацин Атăлçи округĕн шайĕнче иртнĕ конкурсра Пермь крайĕ — 18, Саратов облаçĕ 6 вырăна çĕнсе илнĕ. Кунта Чăваш Енрен виçĕ предприяти призерсен йышне лекме пултарнă. Паян Шупашкарта вĕсене чысларĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас