Чăваш Енре тырă, çăнăх çителĕклĕ

19 Пуш, 2020

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Чăваш çăкăрпродукчĕ» акционер обществинче Владимир Яковлев гендиректорпа цехсем тăрăх çÿресе хальхи вăхăтри лару-тăрупа паллашрĕ.

АО 80 çул ытларах аталанса Атăл тăрăхĕнчи тырă хатĕрлекен тата çăнăх авăртакан чи пысăк предприятисенчен пĕри пулса тăнă. Вăл республикăри, çавăн пекех чылай регионти çăкăр пĕçерекен пекарньăсене, кондитер, макарон промышленноçне паха таварпа тивĕçтерет.

— Элеватор талăксерен 500 тонна тырă авăртать, — паллаштарчĕ общество ĕçĕ-хĕлĕпе Владимир Анатольевич. — Продукци ассортименчĕ пуян: тĕрлĕ сортлă çăнăхпа пĕрлех манна, тулă, урпа кĕрпи тата выльăх апачĕ те хатĕрлет. Республикăн шалти рынокне 70% яхăн продукци ăсатать, ытти Мари, Тутар, Мордва республикисене, Киров, Ульяновск, Чулхула, Краснодар, Владимир тата ытти облаçе каять. Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне 4064 тонна тулă çăнăхĕ, 340 тонна ыраш çăнăхĕ, 27 пин ытла тонна тырă саппас пур. Предприяти республикăна тулă çăнăхĕпе — 2, ыраш çăнăхĕпе 5 уйăх тивĕçтерме пултарать. Унсăр пуçне ял хуçалăх таварĕ туса илекенсемпе килĕшÿсем тунă. Тырă çĕнĕ тухăç пухса иличченех çитет.

— Юлашки вăхăтра халăх кĕрпе ытларах туянма тытăнчĕ. «Чăвашхлебопродукт» ăна çителĕклех хатĕрлет-ха, анчах магазинсенче унăн калăпăшĕ чакма пуçларĕ. Туянакансен кăмăлне тивĕçтерес тата тавар хакне сыхласа хăварас тĕллевпе предприяти вăхăтлăха икĕ, тен, виçĕ сменăпа та ĕçлемелли кун йĕрки çине куçма хирĕç мар. Тырă, çăнăх саппасĕ пĕчĕк мар. Апла пулсан кĕрпе те çителĕклех пулĕ, - терĕ Олег Николаев.

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем кунта... тата видеосем.

Комментари хушас